Талхир шăпи кĕтет

30 Мая, 2018

Пĕчĕк ялăн хăйĕн сăн-сăпачĕ: урамра шăп, иртен-çÿрен курăнмасть, хуçасăр çуртсем вара «кăвак куçĕсене» уçмасăр лараççĕ. Геннадий Айхи сăвăç калашле вĕсене шур илнĕ тейĕн. Тепри вара «вăй-халĕ» пĕтнĕрен сулăнсах кайнă, вĕсем патне килсе çÿрекен, пăта çапакан çук пулас.

Пĕртен-пĕр ача

Вăрнар районĕнчи Чулкаç ял урамĕпе утатăп. Шăплăх хуçаланать. Таçта аякра автан сасси илтĕнчĕ. «Апла пулсан ялта пурăнакан пурах», — вĕçсе илчĕ шухăш пуçра.
Икĕ хутлă капмар çурт умĕнче чарăнтăм. Керменте кам пурăннипе кăсăклантăм. Станиславпа Венера Ивановсем кун кунлаççĕ кунта. Кил хуçи хĕрарăмĕпе сăмах пуçартăм. 18 килĕллĕ ялта 5 çуртра 10 çын пурăнать иккен. Ĕне выльăх тытакансем — икĕ кил. Ивановсен мăйракаллă шултра выльăх 6 пуç.
— Выльăх-чĕрлĕхпе йăпанса, пахча çимĕç çитĕнтерсе пурăнатпăр, — терĕ Венера Геннадьевна. — Пирĕн валли яланах ĕç пур. Çавăнпа кичем мар. Çамрăксемшĕн ĕç çук. Хамăрăн та аслисем иккĕшĕ хулара тĕпленчĕç. Кĕçĕн хĕр 6-мĕш класра вĕренет.
Чулкаçран шкула çÿрекенсенчен Ирина пĕчченех. Апла пулсан та кашни кунах ăна илме ял вĕçне автобус килет. 6 çухрăмра вырнаçнă Мăн Явăша пĕлÿ илме çÿрет хĕрача. Венера Геннадьевна каланă тăрăх, хăй вăхăтĕнче асăннă пĕлÿ çуртне 10-15 ача çуран çÿренĕ.
— Пĕчĕк ялта пурăнма кичем мар-и? — ыйтрăм кăсăкланса.
— Çук. Халĕ телевизор пур вĕт, — хуравларĕ вăл кула-кула. Хăй çавăнтах шухăшлăн хушса хучĕ: "Пире тинех хулана кам йышăнать? Каяс тесен те никам та кĕтмест".
Ялта чи ваттисем — Аннăпа Геннадий Порфирьевсем. Вĕсем сакăр теçетке çултан иртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ пурăннă чухне ачисем час-часах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Ытти кил-çурт пирки çапла калаймăн. Хуçисем леш тĕнчене ăсаннă май ачи-пăчи тăван «йăва» пирки маннă. Çулталăкра пĕр хутчен — Çимĕке — килекен те сахал.
— Пирĕн яла та Талхир шăпи кĕтет пулас, — малалла калаçрĕ Венера Иванова. — Унта халĕ пĕр мăшăр çеç пурăнать. Ашшĕ-амăшне ачисем хĕл каçма хăйсем патне илсе каяççĕ, çулла вĕсем каялла таврăнаççĕ. Пирĕн тăрăха пурăнма куçса килекен никам та çук.

Тĕрĕ — чун киленĕçĕ

Ял историйĕ пирки пĕлес тесе Раиса Мартыновăпа курнăçрăм. Вăл каланă тăрăх, Элĕк районĕнчи Мăн Чулкаçри тата Якунекассинчи çынсен çĕрĕсем хальхи Чулкаç ялĕ вырăнĕнче пулнă. Вĕсем унта шыв, çăм арманĕсем тытнă. Сăмахран, Раиса Семеновнăн кукашшĕн Яков Макаровăн кантăр çăвĕ кăлармалли арман та, пир тумалли хуралтă та пулнă. «Кулак» ята илтес мар тесе вăл ăна тĕп тунă. Çапла майпа Çĕпĕре ярассинчен хăтăлса юлнă. Анчах çакă йĕрсĕр юлман: çĕр хуçисене тăван ялĕсенчен хăваланă. Çапла майпа иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕсенче асăннă ялсенчен 18 кил Чулкаç ялĕ вырăнне килсе вырнаçнă. Ытларах пĕр кăкри тăвансем пулнă. 1934-1935 çулсенче вĕсене Çăкаллă Явăш çыннисем колхоза кĕртнĕ. Ун чухне «Восход» хуçалăх пулнă. Пĕрисем — лаша, теприсем урапа панă колхоза. Вĕсемпе пĕрлешсе ĕçлеме тытăннă. Ял пĕчĕк пулсан та кĕрлесе тăнă: урамра ача-пăча чупнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усранă. Чулкаçсем çăматă ăстисем пулнăран таврара палăрнă. Сăмах май, Иван Дубановăн «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекере Чулкаç «чул» тата «каçă» сăмахсенчен пулнине палăртнă.
— Кÿршĕри Николай Алексеевăн çемйинче 12 ача çитĕнчĕ. Паян çак кил-çурт хупăнса ларать. Николай Алексеевич колхоза кĕмесĕр çăматă йăваласа çемйине тăрантарса пурăннă. Çавăншăн ăна 3 çуллăха тĕрмене лартнă. Унтан таврăнсан вăл колхоза кĕнĕ. Ачи-пăчине çитĕнтерме çăмăл пулман çемьене. Вăл вăхăтра килсеренех чылай ачаччĕ. Аслисем чуччу çакса панине асран кăлараймастăп. Кунĕпех ун умĕнче кĕшĕлтететтĕмĕр. Каçалапа кÿршĕ ялсенчен каччăсемпе хĕрсем килетчĕç. Чуччу çине мăшăрăн-мăшăрăн тăрса ярăнатчĕç. Вĕсене пăхса киленеттĕмĕр. Хăçан ÿсĕпĕр-ши тесе шухăшлаттăмăр. Эпир çитĕннĕ çĕре чуччусем те пĕтрĕç, — иртнине куç умне кăларчĕ Раиса Семеновна.
Раисăпа Юрий Мартыновсем виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем хăйсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Раиса Семеновна вырăнти Ульянов ячĕллĕ колхозра дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ ка-нăва тухнă. Миллионер колхоз паян саланнă. Хăй вăхăтĕнче çак хуçалăх Мускав таранах па-лăрнă. — Ĕçри хастарлăхшăн мана та çĕршывăн тĕп хулинчен ылтăн сехет ярса панăччĕ, — аса илчĕ хĕрарăм.
Юрра-ташша кăмăллаканскер Мăн Явăшри культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне юрлама çÿрет. Çав вăхăтрах аллине тĕрĕ тытма та вăхăт тупать.
— Пенсие тухсан ĕçсĕр аптăрарăм. Аля Константиновăпа ăмăртмалла тĕрлеме тытăнтăмăр. Çавăнтанпа ку ĕçе пăрахаймастăп. Маншăн вăл — чун киленĕçĕ. Тĕрленĕ май кăмăл-туйăм çĕкленет, ĕçе часрах вĕçлес килет, — хавхаланса калаçрĕ вăл.
Чăваш кĕпи çĕлес, эрешсем хатĕрлес тĕлĕшпе те маттур Раиса Семеновна. Ял пĕтсе пыни çеç пăшăрхантарать ăна. Çуллахи вăхăтра пушă кил-çурт вĕлтренпе куршанак айне путать. Малалла вулас...

Комментарии

эпё ТАЛХИРТЕ СУРАЛНО УСНЁ 17 СУЛ ПУРОННО Хамор яла эпё тёлёкре куратоп . итем ,улох савал ракош сырми ,чох ферми .халь унта стенисем анчах ларассё эпё она тума плошно ракошраан шыв туртарно лашапала урапапа пичке лартса .кёркунне еннеле шонса чылай чирлесе выртно. питё тунсохлатоп ял пётнешён

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.