Комментировать

15 Фев, 2014

Ырă кăмăллăх, тĕрĕслĕх çулĕпе

Çитмĕл çул каялла Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш ялĕнчи Ефремпа Иульяна Михайловсен çемйинче пĕрремĕш ача Валентина çуралнă. Каярахпа Зинаида, Людмила, Светлана, Николай, Валерий çут тĕнчене килнĕ. Асли пулнă май Вальăн ашшĕ-амăшне килти хуçалăхри ĕçсенче пулăшма, йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхма тивнĕ. Ефрем Михайлович Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, разведкăна çÿренĕ, сусăрланса таврăннă. Каярахпа Йăлмачча ял канашĕн секретарĕнче тăрăшнă. Иульяна Константиновна «Мир» колхозра агрономра ĕçленĕ.

Валя çичĕ çухрăмри Янкăлч шкулне утнă май çул хĕрринчи чечексемпе, хумханса ларакан тырă уйĕпе киленнĕ. Биологи предмечĕпе кăсăкланать мар-и хĕр ача? Çавăнпах шкултан вĕренсе тухсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетне çул тытнă. «Вĕренме кĕрсен урампа килĕп, кĕреймесен - анкартипе», - тенĕ Валя ашшĕ-амăшне Шупашкара тухса каяс умĕн. Экзаменсем тытнă вăхăтра абитуриентсемпе пĕрле вăл спорт залĕнче выртса тăнă. Батон, «минтер» канфет, сивĕ шыв - кун каçа çак апатпах çырлахнă. Вăтакас Татмăш хĕрĕ экзаменсене ăнăçлă тытса студентсен йышне кĕнĕ. Савăннипе амăшĕпе калаçса татăлни пуçĕнчен тухса ÿкнĕ: вăл килне пахча хыçĕпе таврăннă. «Кĕреймерĕн-им, хĕрĕм?» - ыйтнă Иульяна аппа кулянса...

Валентина тăрăшса вĕреннĕ. И.Олигер, О.Каховская, И.Анишкин, Р.Цеханский доцентсен кашни лекцийĕ ăна çĕнĕлĕхпе илĕртнĕ. Студент пурнăçĕ çав тери тулли те кăсăклă иртнĕ. Комсомолка, активистка, чиперкке - çак сăмахсем ун çинчен каланăнах туйăнаççĕ. Кунтах вăл турă пÿрнипе, пулас историкпе Тихон Сергеевпа, паллашнă. Диплом илнĕ хыççăнах вĕсем çемье çавăрнă.

1970 çулта Валентина Ефремовна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче тин кăна йĕркеленнĕ пĕтĕмĕшле биологипе гистологи кафедрине ĕçе вырнаçнă. Ассистентран профессора çити ÿснĕ, 1976 çулта - ăслăлăх кандидачĕн, 1991 çулта докторĕн ячĕсене тивĕçнĕ. Валентина Ефремовна общество ĕçĕнче те хастар: профбюро членĕ пулнă, «Канашсем» ентешлĕхĕнче тăнă. Çавăн пекех тĕрлĕ шкулта профориентаци урокĕсем ирттерет. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи ÿсĕмсемшĕн, сывлăх сыхлавĕ валли квалификациллĕ специалистсем хатĕрленĕшĕн Валентина Сергеева хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Ăна тав хучĕсемпе, медальсемпе, кăкăр паллисемпе чысланă.

Валентина Ефремовна мăшăрĕпе, истори ăслăлăхĕсен докторĕпе Тихон Сергеев профессорпа, икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те ашшĕпе амăшĕн тăрăшулăхне кура яваплă çын пулса ÿснĕ. Асли Алина - инженер-программист, Чехири Бенешов хулинчи техника колледжĕн студенчĕсене информатика, биологи тата хими вĕрентет. Тихон Сергеевичпа Валентина Ефремовнăн чи пысăк пуянлăхĕ - ачисем тата Анна, Петра, Камила, Мартин мăнукĕсем.

Халăхра ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар теççĕ. Çичĕ теçеткене Валентина Ефремовна «Ыр кăмăллăх, тĕрĕслĕх саккунĕсемпе пурăнмалла, пултарнă таран ĕçлемелле» девизпа ирттернĕ. Малашне те вăл унтан пăрăнмĕ.

Виталий АЧЧА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.