Комментировать

15 Фев, 2014

Ĕç киленÿ кÿрет, çамрăклăха тăсать

Ялта выльăх усракан сахаллансах пырать, Муркаш районĕнчи Мăрсакассинчи Потряковсен вара витере йыш хушăнсах тăрать. «Эпир яланах 2-3 ĕне пăхнă, сысна çăвăрлаттарнă», - калаçăва пуçлаççĕ Николай Витальевичпа Милия Викторовна. Тенкĕ çуме пус хушма пĕлеççĕ çав вĕсем. Ахальтен мар тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăрах 6 ĕне таран тытаççĕ. Эпĕ çитнĕ вăхăтра пĕчĕк пăрушĕсене картишне уçăлма кăларнăччĕ. Сурăхсем валли уйрăм вырăн хатĕрленĕ. Ĕçрен хăраманнисен, чăн та, ларса канма та вăхăт çук.

«Улттăшне те хам сăватăп. Çак ĕç мана киленÿ çеç кÿрет», - ăнлантарать кил хуçи арăмĕ. Ăна мăшăрĕпе ачисем ĕне сумалли аппарат та парнеленĕ. «Алă вăйĕ пур, çавăнпах ăна тытас та килмест», - техникăна мар, хăйне шанма хăнăхнине ĕнентерет хĕрарăм. Хĕлле 1 литр сĕте 20 тенкĕпе сутни савăнтарать Потряковсене. Ачи-пăчине, мăнукĕсене пулăшассишĕн кунĕн-çĕрĕн ĕçлеме хатĕр вĕсем.

Чуна лăплантарма

«Хуçалăхри 1 ĕне - тетте вырăнĕнче анчах. Вăй питтисен выльăх-чĕрлĕх ытларах усрамалла. Ĕçлесен çын çамрăк курăнать, эрех ĕçсен час ватăлать», - çирĕплетет Николай Витальевич. Пенсие тухиччен инженерта, водительте, ял хуçалăх, автобаза ертÿçинче, Москакасси ял тăрăх пуçлăхĕнче вăй хунă вăл. «Выльăх çумĕнче чун лăпланать, тарăхни те самантрах иртет», - тет çемье пуçĕ.

5 çул каялла çак тăрăхри 113 ĕнене пĕр кĕтĕве хăваланине ас тăвать халăх. Унтанпа лару-тăру самай улшăннă. Пĕлтĕр кĕркуннене 48 пуç çеç юлнă. Мăрсакассинче, тĕслĕхрен, мăйракаллă шултра 17 выльăха шута илнĕ, вĕсенчен 6-шĕ - Потряковсен. 6 кун кĕтÿ пăхасси те хăратмасть вĕсене.

 

Выльăха юратать

«Манăн атте ветеринарта, конюхра ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕхе çав тери юрататчĕ. Эпĕ те ăна пăхнă. Пĕчĕкренпех лаша утланса çÿреттĕм. Ăçта кăна çитмен-ши? Çитĕнсен атте çулне суйлас шухăш тытнăччĕ, анчах зоотехника вĕренме кĕреймерĕм. Çакăн хыççăн сутуçă ăсталăхне ăша хывма лекрĕ», - каласа кăтартать кил хуçи арăмĕ. Хăйĕн шăпипе тахçанах çырлахнă Милия Викторовна. Нимшĕн те ÿпкелешмест вăл. Пурнăç çапла çаврăнса килнишĕн хĕпĕртет анчах.

Практика вăхăтĕнче пулас мăшăрĕпе паллашнă вăл. Салтакран таврăннă яш Мăн Сĕнтĕр универмагне çĕнĕ çи-пуç туянма кĕнĕ те чиперккене куç хывнă. Кайран иккĕшĕ клубра тĕл пулнă. «Ман çума пĕр каччă пырса ларчĕ. Лайăхрах пăхрăм та - хама килĕшнĕ йĕкĕт иккен», - йăл кулса аса илет Милия Викторовна. Юрату авăрне лекнĕскерсем 3 уйăхранах тăванĕсене туй кĕрекине пуçтарнă. Асамлă çав туйăм халĕ те вăй парса тăрать вĕсене.

«Юрласа-ташласа пурăнас килет те, анчах капăрланса сцена çине тухмашкăн вăхăт çук», - пытармасть кил вучахне упракан. 5 сехетре ура çине тăрсан та çĕрлечченех ĕç пĕтмест ял çыннин. Сĕт пуçтарма киличченех, тĕслĕхрен, выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма та, витене тасатма та ĕлкĕреççĕ вĕсем.

Çулла капанĕ-капанĕпе утă-улăм хатĕрлеççĕ Потряковсем. Ун чухне ачи-пăчи, мăнукĕсем валли те ĕç çителĕклех.

 

Пулăшу ыйтаççĕ

Милия Викторовна ветеринара вĕренмен пулин те выльăх чирĕсем çинчен йăлт пĕлет. Унран ял çыннисем те пулăшу ыйтаççĕ. Алă айĕнчех тĕрлĕ эмел пур унăн.

«Пĕрремĕш хут пăрулакан ĕне сехре хăпартнăччĕ. Ун чухне аялти кĕпе вĕççĕнех витене чупса тухрăм. Ĕне канăçсăрланма пуçланăччĕ. Пăрун пĕр ури тухать те каялла кĕрсе каять. Мĕн тумалла? Алă чиксе тепĕр урине шыраса тупрăм. Пăрăва çăмăллăнах туртса кăлартăм», - кирек хăш самантра çухалса кайманнине палăртать хĕрарăм. Вăр-варскер выльăха массаж тума та ÿркенмест.

Потряковсем пĕлĕве тарăнлатмашкăн нумай кĕнеке вулаççĕ, Интернет уçлăхне кĕреççĕ.

 

Йăх тăсăмĕ

«Эх, мĕншĕн çамрăкрах мар-ши? Мана та алă-ура çавăрса ямашкăн патшалăх субсидипе пулăшĕччĕ», - тарăн шухăша путса сăмахлать Николай Витальевич. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри çак çăмăллăхпа та усă курасшăн мар. Хупăннă кролик ферми вырăнне çĕннине çĕклесшĕн вăл. Интернетри çĕнĕ технологисен хăйне евĕрлĕхĕпе паллашнă та ĕнтĕ. Унта кăтартнă читлĕхре 200 кролик таран усрама пулать-мĕн.

«Полицире тăрăшакан ывăлăм Олег кĕçех тивĕçлĕ канăва тухĕ. Эпир ун валли ĕç хатĕрлесе хунă. Ăна ĕне пăхтарасшăн, хамăр кроликсемпе аппаланасшăн», - пĕр саслăн калаççĕ Потряковсем.

Çемье пуçĕ йăх-несĕлĕн кун-çулне тĕпчесшĕн. Темиçе сыпăкри тăвансене асра тытни пурнăçра пулăшса пынине ĕненет вăл.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.