Комментировать

20 Июн, 2015

Ку тăрăхра Макçăмсем татах та çуралĕç-ха

Машинăпа вĕçтерсе пынă май нумай-нумай çул тÿпенелле кармашакан симĕс хырсем, анлă та сарлака уй-хир, çерем çинче ирĕклĕн çÿрекен лашасемпе пĕчĕк тихасем чÿречерен мĕлтлетсе юлаççĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ Шăмăршă тăрăхĕ! Йĕри-тавра - вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман, уçланкăсем... Тин çеç çулнă çаран утти шăрши сăмсана кăтăклать. Сывлăшĕ те урăхла кунта, ытти çĕртинчен чылай тасарах та уçăрах. Çул хĕрринчи илĕртÿллĕ çупкăм-çупкăм хурăн çырлине эпир те тутанса пăхмасăр чăтаймарăмăр. Çĕр айĕнчен тапса тухакан сиплĕ çăлкуç шывне тăраничченех ĕçсе ăш хыпнине ирттертĕмĕр. Ĕмĕрхи вăрмансем хÿтлĕх параççĕ-и, шăрăхра та хĕвелĕ ытлашши пĕçертмест кунта. Акă ăçта иккен вăл чăн-чăн ырлăх тĕнчи!

 

Анат Чаткас Шăмăршăран вунсакăр çухрăмра вырнаçнă. Хĕвелтухăç енчен Тутарстанри Пăва, хĕвеланăç енчен Çĕпрел районĕсемпе чикĕленекенскер тутарсен хушшине хĕсĕнсех ларнă. Ирĕклĕн кĕтÿ çÿретмелĕх, утă çулмалăх та вырăн юлман кунта. Вăхăтĕнче темĕнле хĕн-хур, выçлăх, асап чăтнă пулин те Чаткассем парăнман. Туслăхпа килĕшÿ, чунпа çирĕп те чăтăмлă пулни, йывăрлăхра пуç усманни кунти халăха вăйран ÿкме паман.

Паянхи 200 ытла киллĕ Анат Чаткасра шкул, ача сачĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, 300 вырăнлăх культура çурчĕ, библиотека, лавккасем, «Восход» ялхуçалăх кооперативĕ, Хăватсем тăвакан çветтуй Николай чиркĕвĕ вырнаçнă.

Нумай ачаллă çемье

Шăрăх çанталăкра урамри хăйăр купи çинче машинăпа вылякан шăпăрлансем патĕнчен лăпкăн иртсе каяймарăмăр. Чăвашла калама çук хитре чĕвĕлтетекен арçын ача¬сем никама асăрхамасăр пĕр-пĕ¬рин¬пе ăмăртсах йывăр тиевлĕ тракторсене малалла шутаратчĕç. Шыв кÿлленчĕкĕнче хăйăра йĕпетнĕ те çурт ăсталама пикеннĕ шăпăрлансем. Ан тив, пит-куçĕ таранах хуралса пĕтнĕ пулин те /амăшĕ çуса тасатĕ-ха/ питĕ ĕçлĕччĕ вĕсем. Уçă сывлăшра выляни компьютер умĕнче пăчăхса ларнинчен темиçе хут лайăхрах-çке. Пилĕк çулти са¬рă çÿçлĕ Лева ÿссен никам та мар, тракторист пулма ĕмĕт¬ленет. Часах унăн амăшĕ Татьяна та, самантлăха ĕçрен килне чупса килнĕскер, урама тухрĕ.

Юнкеровсем пилĕк ача çитĕнтереççĕ. Чи асли Кристина Шупашкарти ялхуçалăх академийĕн 3-мĕш курсĕнче вĕренет. Дима кăçал 11-мĕш класс пĕтернĕ. Вадим 4-мĕшне, Алеша 2-мĕш класа куçнă. Хăйăр купи çинче выляма юратакан, пирĕнпе пуринчен малтан паллашма ĕлкĕрнĕ Лева ача садне çÿрет.

Юнкеровсем «Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр тума пулăшасси» социаллă программăпа килĕшÿллĕн Анат Чаткасра пысăк пÿрт çавăрнă. Унта хальлĕхе никам та пурăнмасть. Хăйсен вăйĕпе маларах хăпартнă çуртрах пурин валли те вырăн çитет. Амăшĕн капиталĕпе усă курма ĕлкĕ¬реймен-ха çемье. «Ачасене вĕрентме кирлĕ пулĕ. Çавăнпа ăна хальлĕхе тытас темерĕмĕр. Тăватă ывăла ура çине тăратмалла-çке. Пурте ялта юлас темĕç», - чунне уçать Татьяна. Вăл чылайранпа Анат Чаткасри çемье врачĕн офисĕнче тăрăшать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн вăл çак кунсенче «ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕ Андрей - фермер. 131 гектар çĕр çинче çĕрулми, чĕкĕнтĕр, кишĕр, утă, тырпул туса илет çемье. Техника енчен пĕр чăрмав та çук Юнкеровсен. Кил хуçи çĕр ĕçне юратни юнпа çыхăн¬нă тесен те йăнăш мар пулĕ. Ашшĕ Анатолий Александрович ĕмĕр тăршшĕпех колхозра механизаторта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ывăлĕсене утма тытăнсанах хăйĕнчен хăварман ашшĕ. Пĕчĕк¬кĕллех техникăна хăнăхтарнă, çĕрпе тухăçлă усă курма вĕрентнĕ. Андрейĕн тетĕшĕ Юрий те - фермер.

«Хĕрарăм телейĕ арçынран нумай килет. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнлансан кăна çирĕп çемье çавăрма, ачасене тĕ¬рĕс-тĕкел ÿстерме пулать. Ирхине ĕçе тухса каятăп та каçхине кăна таврăнатăп. Çĕрле те, уявсенче те чирлĕ çынна пĕрремĕш пулăшу пама чупасси пĕрре мар пулнă. Мăшăр мана çунатлантарса, хавхалантарса пырать», - çемье пурнăçĕ пирки ăшшăн каласа кăтартать Татьяна Васильевна.

Утрав çинчи ял

Анат Чаткас ял тăрăхне кĕрекен Максим Горький поселокĕ пĕчĕк утрав çинче вырнаçнă темелле. Ун йĕри-тавра та - йăлтах тутар çĕрĕ. Ял çыннисем каласа кăтартнă тăрăх, кунта вĕсем Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам çумĕнчи пĕр пĕчĕк ялтан куçса ларнă, вăрман çывăхнелле хÿтлĕх шыраса килнĕ. Çĕрĕ хĕсĕккине пăхмасăрах çак пĕчĕк лаптăк çинче тĕпленме тĕв тунă чăвашсем. Ку тăрăха пуринчен малтан куçса килекенни Макçăм ятлă пулнă.

Ял ятне унпа çыхăнтарса «Максим Горький» тенĕ-мĕн. Пĕр çемьери пек, пĕр çăвартан пурăннă теççĕ вĕсем пирки. Пĕр урамлă ялта 11 кил пулнă, вĕсен шучĕ паянхи кун та палăрмаллах чакман. Çулла 8 çуртра çутă çунать, хĕл кунĕсенче 6-шĕнче пурăнаççĕ. Çамрăксем ашшĕ-амăшĕн вырăнне пăрахманни, çурчĕсене сутманни савăнтарать.

Ял хĕрринчи Петр Алексеевичпа Зоя Петровна йăмра айĕнчи каска çинче хур чĕпписем сыхласа ларатчĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе 57 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Хăйĕнчен виçĕ çул аслăрах хĕре Петĕр Елчĕк тăрăхĕнчи Яманчÿрелĕнчен вăрласа килнĕ. Чипер Зойăна тăванĕсем патне кайсан куç хÿрипе пĕрре çеç курнă каччă. «Вунсакăр çулта çеçчĕ ун чухне, авланас шухăш та, юрату туйăмĕ те пулман пуçра, тăлăх йăмăк-шăллăма пăхакан кирлĕччĕ те хĕре лаша çуни çине хутăм та килтĕм», - çамрăк чухнехине аса илет Петр Алексеевич. Каялла пăрахса каяс шухăш пулман-и тесен Зоя аппана: «Эй, ăçта ĕнтĕ, ялта тÿрех ят каять, ун хыççăн ан та пурăн вара, юрату мĕн иккенне пĕлмесĕрех арăм пулса тăнă. Хальхи мар çав ун чухне, хĕрсем япала вырăнĕнче анчах пулнă, тытнă та вăрласа кайнă. Пачах килĕштермесен те чăтса пурăнма тивнĕ. Уйрăлса каяканни пит сайра пулнă ун чухне», - каласа кăтартать Зоя Петровна.

Зоя качча тухнă-тухманах тăватă ачаллă пулса тăнă çапла. Пĕрремĕш кунранах ун çине купи-купипе ĕç, тĕлĕнмелле пысăк яваплăх тиеннĕ. Петĕр ашшĕпе амăшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ хыççăн шăпăрлансем тăлăха юлнă. «Хальхи пек чап-чап уйăхĕ пулман пирĕн, упăшка çумĕнче ачашланса та ларман. Филимон вунпĕртеччĕ, Ванюк тăваттăраччĕ, Ольăпа Толя 2,5 çултаччĕ. Пĕчĕкскерсем пĕрмай вар-хырăм чирĕпе аптратчĕç. Çунă-тасатнă, апат пĕçернĕ, çав вăхăтрах колхоз ĕçĕнчен те юлман. Юмахри Кĕлпикерен нимпе те кая пулман», - качча килнĕ кунсене куçĕ умне кăларать Зоя Петровна.

Вăрçă çулĕсенче мĕнле асапланнисене, çăкăр та çисе курман кунсене, иртен пуçласа каçчен хирте тырă вырнине, аякка чул кăларма кайнине, Яманчÿрелĕнче çул сарнине те аса илчĕ ĕмĕр-ĕмĕр ĕçпе пиçĕхнĕ ăш пиллĕ кинеми.

Петр Алексеевичпа Зоя Петровна хăйсем тепĕр тăватă ача çуратса çитĕнтернĕ. Шел те, тăлăхсенчен пĕри, Филимон, сарăмсăр вилнĕ. Тăван мар ывăлĕшĕн те чунĕ ыратать Зоя Петровнăн. «Ыттисем пурте лайăх пурăнаççĕ, хваттерлĕ, ача-пăчаллă, таса-сывă, урăх тата мĕн кирлĕ? Эпир вĕсене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Йышлă çемьере пĕри те алă усса ларайман. Хĕрсем, уйрăмах Таня, ашшĕпе пĕрле çăвĕпех хиртеччĕ, комбайнер пулăшуçинче çÿретчĕç. Кĕркунне кĕлете тырпул çителĕклех кĕретчĕ. Çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ пирĕн ачасем. Аякра темеççĕ, час-часах килсе çÿреççĕ, пире кашнинчех савăнтарса хăвараççĕ. Чун хĕпĕртет тĕпренчĕксемшĕн. Ывăлпа кин çумĕнче лăпкă та лайăх ватлăхра. Юрать, пире пăрахмарĕç, ялтах юлас терĕç. Пĕр-пĕринпе тату, килĕштерсе, ырлăх курса пурăнатпăр. Кинĕм те хамашкалах, малтанхи кунранах пĕр чĕлхе тупрăмăр», - сăмах çăмхине сÿтет те сÿтет Зоя аппа.

Пĕр вăрттăнлăх та çук

Юрий Николаевичпа Ирина Николаевна Ивановсем ачисене çитĕнтернĕ хыççăн тепĕр 16 çултан ватлăхра хăйсене йăпанма тесе тĕпкĕч ывăл çуратнă. Димăпа Алексей Чĕмпĕрти политехника институтĕнче пĕлÿ пухаççĕ. 4 çулти Максима кашни кунах Анат Чаткасри ача садне илсе çÿреççĕ. Асли çут тĕнчене килсен Шăмăршăри ача çуратмалли çуртри акушеркăсем: «Максим Горький ялĕнче Максим çуралчĕ», - тенине ăша хывнă Ирина. Амăшĕ çак ятах суйласа илнĕ тĕпренчĕкĕ валли, анчах та тăванĕсем Дима ят хуртарнă. Иккĕмĕшне те Шăмăршăрах çуратнă. Акушеркăсем хальхинче те çав ятах хуртарас шухăшпа малтанхи пекех каланă. Максим тесе çыртарма пуçтарăннăскерсене Иринăн амăшĕ: «Пепке Турă çынни Алексей эрнинче çуралнă, çавăнпа та унăн ятне хумалла», - тенĕ хистесех. Ват çын каланине итленĕ çамрăксем. Виççĕмĕшĕ Шăмăршăра мар, Шупашкарта çут тĕнчене килнĕ. Ирина Максим Горький ялĕнчен çуратма килнине никам та пĕлмен кунта. Тăванĕсемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче те тавлашу пулман. Хальхинче ывăлне пĕр шухăшласа тăмасăр Максим ят çыртарнă Юрăпа Ирина Ивановсем.

«Ялти виççĕмĕш Максим» теççĕ тăватă çулти шăпăрлан пирки. Шăнкăртам çывăхĕнчен чи малтан куçса килекенни Пименов хушаматлă пулнă-мĕн. Ял çыннисем каланă тăрăх, пĕр вăхăт Максим ятлă тепĕр çын /иккĕмĕшĕ/ пурăннă кунта.

Тĕлĕнмелле хитре çурт-йĕр çавăрнă Ивановсем. Ашшĕпе амăшне хисеплесе хăй çуралса ÿснĕ пÿрте пăсас темен кил хуçи. Асăнмалăх юлтăр тесе ăна та йăлтах çĕнĕрен юсаса çĕнетнĕ. Çуллахи вăхăтра ывăлĕсем пурăнма юратаççĕ-мĕн унта.

«Калама çук туслă эпир, Максим Горькисем. Уявсенче те, нимере те, хуйхă-суйхăра та пĕрле. Никамран пĕр вăрттăнлăх çук, çавăнпах килсенче кам мĕн çинине те, кукăль пĕçернине те, аншарли юхтарнине те пĕлсе тăратпăр. Çыннисем те лайăх, ĕçкĕпе иртĕхекен пачах çук. Пурте çĕрĕн-кунĕн ĕçлеççĕ, мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ», - пĕлтереççĕ Ивановсем.

Ялта ĕç вĕресе тăнине хамăр та курса ĕнентĕмĕр, пĕрисем мунча хутма пĕр машина хурăн вутти тиесе килчĕç. Теприсем тар юхтарсах утă çулатчĕç, виççĕмĕшсем пахчара çĕрулми çумлатчĕç.

Юрăпа Ирина картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраççĕ, темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç ÿстереççĕ. Таса та типтерлĕ йăрансен хушшинче ниçта пĕр çумкурăк курăнмарĕ.

Çулшăн савăнаççĕ

2008 çулта Анат Чаткасран пуçласа Максим Горький ялне çитиех асфальт çул хывнă. Проектпа килĕшÿллĕн ял вĕçне çити кăна илсе çитерме йышăннă, район ертÿçи Валерий Фадеев тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова çине тăнипе асфальт çула урама та сарнă. «Епле телейлĕ эпир халь. Малтан мĕнле пурăннă-ши? Кĕрлĕ-çурлă вăхăтра пылчăк еплерех çăрăлатчĕ. Юрать, вут-кăвартан Турри сыхланă пире», - теççĕ кунта тĕпленнисем.

Тахçан çул çуккипе асапланнăран ял халăхне унта-кунта тухса çÿреме «Восход» хуçалăх лаша та панă. Пĕр хăнăхнăскерне каялла илес темен, халĕ те унтах пурăнать вăл. Янавара поселокра пурте юратаççĕ, çавна май черетпе пăхаççĕ, вăрман утти, сĕлĕ çитереççĕ.

Кăвак çулăм кашни килтех çунать. Çак пĕчĕк утрав çинче аваллăха ăша хывса, чăваш йăли-йĕркине мала хурса, ваттисене сума суса, хăйсене пуринчен те телейлĕрех туйса пурăнаççĕ кунта çынсем. Уявсенче илемлĕ те çепĕç чăваш халăх юрри-кĕвви, хуткупăс сасси вăрман тăрăх чÿхенсе кайса юнашарти тутар ялĕсене çитсе кунта пурнăç малалла тăсăлнине систерет. Темиçе ĕмĕрте те çĕр çинчен çухалман, килсене халиччен упраса хăварнă Максим Горький поселокĕ тепĕр çĕр çултан та пурăнĕ-ха апла. Чăвашлăха сума сăвакан пĕр урамлă пĕчĕк ялта Макçăмсем татах та çураласса шанас килет.

Калама çук килĕшрĕ пире Анат Чаткас тăрăхĕнче. Анчах та 1833 çулта уçнă Хăватсем тăвакан çветтуй Николай чиркĕвне кĕрсе кунта пурăнакан маттур та ĕçчен чăвашсен сывлăхĕшĕн çурта çутса тухма, сиплĕ шыва тутанса пăхма ниепле те вăхăт тупаймарăмăр. Апла ку тăрăха тепĕр хутчен кайса курма сăлтав пулĕ. Кĕр мăнтăрĕпе Анат Чаткаса татах та çитĕпĕр-ха.

Елена АТАМАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.