Комментировать

25 Июл, 2015

74 çулта çава туптама вĕреннĕ

Тĕнчипех маннă, пĕр Турă кăна ас туса тăракан ялта, Муркаш районĕнчи Коминтернра, тĕпленнĕ Герольд Алексеевпа тĕл пулнă хыççăн "Чăваш хĕрарăмĕнче" экс-министрсен ярăмне уçас шухăш çуралнине вулакана пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Министр пуканне пушатнă хыççăн мĕнле пурăнаççĕ министерство тилхепине тытса пынисем? "ЧХ" тĕпелĕнче - 1988-92 çулсенче ЧР культура министрĕнче ĕçленĕ Герольд Михайлович Алексеев.

Çăтмах

"Таçта та пÿрт шырарăм, юлашкинчен çакăнта чарăнтăм. Эпĕ килсе пăхнă чухне çуркуннеччĕ, тавралăх тĕлĕнмелле хитреччĕ. Вăрманти ял мана ача чухнехине, Шăмăршă тăрăхне, аса илтерчĕ. Таврара шăп çеç, урамра ем-ешĕл çерем. Шăпчăкĕ юрлать, куккукĕ каçăхса кайсах авăтать. Кÿлĕ пур. Кун пек ырлăха урăх ниçта та тупма çук пулĕ терĕм", - мĕншĕн çакăнта тĕпленнинчен пуçларĕ сăмахне Герольд Михайлович. Яла кĕме хытă çул, кăвак çулăм çукки те шухăшлаттарман ăна вăл вăхăтра. "Вăрман юнашар, шăнса вилмĕпĕр-ха", - тенĕ ахăртнех.

Тĕп хуларан ытла аякра пулнăран хăй çуралса ÿснĕ Шăмăршă тăрăхне каяс темен экс-министр.

Пысăк хуçалăх

Çуркунне килсен кÿршисем çуллахи вăхăтра Алексеевсем патне ятарласа пырса курма ахальтен сĕнмерĕç иккен мана. Мĕн тĕрлĕ кăна чечек çитĕнмест-ши пахчинче! Анисса Павловна чылай вăхăт паллаштарса çÿрерĕ вĕсемпе. Турци гвоздики, лаванда, клематис, темиçе тĕрлĕ кĕлчечек, гортензи, лили, флокс, седум, жасмин... Таврана ырă шăршă саракан тата апат-çимĕçе тутă кĕртекен вун-вун тĕрлĕ курăк. Сарă, кăвак матрÿшке, пĕтнĕк, чапăр курăкĕ пахча тулли. Шур çырли, кĕтмел пуçтарма аякка каймалла мар. Вĕсем те пахчарах çитĕнеççĕ. Кашкăр çырли, хăмла çырли, темиçе тĕрлĕ йĕплĕ хурлăхан, çавăн пекех хури, хĕрли, шурри те - пĕр анкарти. Актиниди, иçĕм çырли хуралтăсем тавра явăннă. Колонна евĕр улмуççи иртнĕ çул улмипе савăнтарма та ĕлкĕрнĕ, кĕркунне пĕр йывăçран кăна пĕр пысăк витре пухса илнĕ. "Кĕрхи пăрлă çумăр пире те шар кăтартрĕ, шурă акацисемпе пирамида йышши тирексене хуçса пĕтерчĕ. Халь ав хуллен вăй илеççĕ-ха", - пăшăрханса калаçать Анисса Павловна.

Выльăхсен çуллахи картишĕнче пĕр кĕтÿ сурăхчĕ. Ăслăскерсем, кăнтăр вăхăтĕнче хăйсемех сулхăна кĕрсе выртнă. "Эпĕ - виçĕ кун, юнашарти Антонина пĕр кун кĕтÿ кĕтет. Сăмах май, унашкал кÿршĕ сайра тĕлпулать. Хулана тухса кайсан та выльăх-чĕрлĕхе Антонина пăхать. Хурт уйăрнă, пыл юхтарнă чухне те чупса каçать", - каласа кăтартать Герольд Михайлович. Вĕллесен шучĕ çук пахчара. Çавăнпа та анкартинче шăп çеç çÿрерĕмĕр. "Ку аннен вĕлли, ăна мана вăл пиллесех парнеленĕччĕ. Кăçал çанталăк хуртсене пыл туса илме памасть. Тен, çурла уйăхĕ хĕвеллĕ пулĕ, курăпăр? Эпир сутма мар, хамăра çиме туса илетпĕр", - терĕ Герольд Алексеев. Инди кăвакалĕсене тăватă ăстрăмпа кăларнă. Пысăккисем, маларах тухнисем, кÿлĕрен таврăнма та пĕлмеççĕ-мĕн. Пĕчĕккисене килте амăшĕ ертсе çÿретчĕ. Сăмах май, хăйсен тăрăхĕнчи йăлана халĕ те асра тытать зкс-министр. Мăнкунра ир-ирех çăмарта çиме вĕçтерсе çитнĕ Антонинăна минтер çине лартнă вăл кăçал. "Асту, манăн чăх-чĕп ăнасси пĕтĕмпех санран килет, Тоня. Эс минтер çинче мĕнлерех ларнинчен, ытла ан хускал", - тенĕ лешне шÿтлекелесе. Ăннă, чăннипех те, чăххи-чĕппи те, кăвакалĕ те картиш туллиех. Кÿрши шăп çеç ларнă курăнать.

Йăх-несĕл

Анкартинчи улма-çырлапа, куçа йăмăхтаракан чечексемпе киленсе çÿренĕ хыççăн кермен пек çуртăн кашни кĕтесне пăхса çаврăнтăмăр, кайран картлашкапа çÿлти хута хăпартăмăр. Герольд Михайлович стена çине пурнăçри чи хаклă çыннисен - кукашшĕпе кукамăшĕн, аслашшĕпе асламăшĕн тата ашшĕпе амăшĕн - сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарни куç тĕлне пулчĕ. Вĕсемпе юнашарах хăйĕн çемйи. Сăмах май, ашшĕ унăн вăрçăччен "Советская Чувашия" хаçатра пай пуçлăхĕнче, кайран республикăн кăнтăр районĕсенче ятарлă корреспондентра ĕçленĕ. Финн вăрçине ĕлкĕрейменрен ку хутĕнче те тăрса юласран хăраса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хăй ирĕкĕпе 1941 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнчех тухса кайнă. Мăшăрĕ ача кĕтнĕ вăл вăхăтра. "Ывăл çуралсан Анат Чаткаса, атте-анне патне кай. Унта сана кирек мĕн тесен те çăмăлрах пулĕ. Шăнкăртамра ан юл", - тенĕ çула ăсанас умĕн арăмне. Чăн та, çурла уйăхĕнче çут тĕнчене ывăл килнĕ. Ăна Герольд ят панă. Шел, ашшĕ ывăл çуралнă хыпара пĕлеймен. Амăшĕ Александра Федоровна 35 çул шкул директорĕнче ĕçленĕ. Герольд Михайлович çывăх çыннисем çинчен сехечĕпех каласа пама хатĕр. Йăх-несĕле лайăх пĕлет вăл.

"Сутăнчăк"

Аслă шкултан мĕнпур пиллĕкпе вĕренсе тухнă Герольда Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулне ĕçлеме направленипе янă. "Пĕтĕмпе 30 сехетчĕ, унсăр пуçне Канашри педагогика училищинче тепĕр 16 сехетчĕ. Балет шкулĕнчен вĕренсе тухнăран хореографи урокĕсем ертсе пыраттăм унта. Вăл çеç-и, колхозра агрокружок шанса панăччĕ мана, химипе биологи факультетне пĕтернĕскерне. Халь хам та тĕлĕнетĕп - ĕмĕр уй-хирте тар тăкнă механизаторсене эпĕ, çамрăкскер, тырă ÿстерме вĕрентнĕ. Шăп çеç итлесе ларатчĕç тата. Мĕн каласа кăтартнă-ши вĕсене?" - хăйĕнчен хăй ахăлтатсах кулать Герольд Михайлович.

Пĕр карчăк патĕнче пурăннине, унăн мăнукĕсемпе, 92 çулти кинĕпе паянхи кун та çыхăну тытнине, çак ялта хăйне халĕ те лайăх кĕтсе илнине ăшшăн аса илчĕ. "Каç енне сасă тухми пулатчĕ. Çавăн чухлĕ сехет ачасемпе калаçса пăх-ха. Киле таврăнсан хваттер хуçи пĕр канăç памастчĕ тата. Эпĕ шкулта хăш тăхтав вăхăтĕнче кампа калаçса тăнине те таçтан пĕлетчĕ кинемей, çав çын манпа мĕн çинчен сăмах пуçарнине тĕпчетчĕ. Пĕр сăмахпа, кашни утăма сыхлатчĕ, киле çитсен çурçĕрччен пĕр чарăнми калаçтаратчĕ. Юратнă вăл мана, çав вăхăтрах пăшăрханнă та. Çапах та ют ялта-çке", - ырăпа асаилет кинемие Герольд Алексеев.

Вăл вăхăтра Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче директорта Алексей Яковлев ĕçленĕ. "Мана Шупашкара комсомол обкомне чĕннине ертÿçе пĕлтертĕм. "Ĕç сĕннĕ чухне кай. Ан та ĕмĕтлен, сана хам вырăна çавах памастăп. Ялан учительте ĕçлес темĕн. Директор çумĕ те тăваймастăп, вăл та хăй çăкăрне парас çук", - терĕ Алексей Яковлевич", - çав кунсене куçĕ умне кăларать Герольд Михайлович.

Çулталăк çурă ĕçленĕ хыççăн тăрук пăрахса кайнă учителе ачасем вара часах каçарман. Пĕрре мар "сутăнчăк" тесе те çырнă Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕн вĕренекенĕсем. Юратнă учитель шкултан кайнишĕн тарăхнипе. Культура министрĕнче ĕçленĕ вăхăтри пĕр пулăма манаймасть, çавăншăн паянхи кун та хĕпĕртет Герольд Алексеев. Филармоние упраса хăварма пултарнă вăл. "Çав вăхăтра çине тăман пулсан паян камсен аллинче пулĕччĕ-ши?" - тет.

Ырă çынсем çеç

"Кирек хăш тапхăра илсен те, ман тавра пурнăç тăршшĕпе пĕр усал çын та пулман. Паянхи кун та çавнашкалах. Кÿршĕсемпе те ăнать мана. Пирĕн ялта мĕнле йĕркеллĕ те ырă çынсемччĕ. Ăш пиллĕ Маюк аппана манаймастăп. Иçти Миккулĕ /Валерий Яковлев режиссер аслашшĕ/, Яхвис Миккулĕ, Эмир, Велюш, Ильяс, Эхтюк тетесем тата ыттисем... Шăмăршăра вĕреннĕ чухнехи учительсем епле кăмăллăччĕ тата. Институтри преподавательсем ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă вăрçă ачисене экзаменра асаплантарса, турта-турта кăларса çавах "4" е "5" паллă лартатчĕç. Олигер доцента манма çук. Магомед Эльдаров атте вырăнĕнчехчĕ. Эпĕ начар тăхăнса çÿренине курнă ĕнтĕ вăл. "Герольд, çавăнта çур ставкăпа учитель кирлĕ. Каятăн-и?" - тетчĕ. Эпĕ вара савăнсах килĕшеттĕм. Пире, вăрçă çулĕнче çуралнăскерсене, малалла туртса пынă, аталанма, ура çине тăма пулăшнă. Çав çулсенче пурăнма май килнишĕн тем пек хĕпĕртетĕп. Урăхла вăхăт пулнă ун чухне", - çамрăклăха савăнсах аса илет Герольд Михайлович.

Çак кунсенче пахчинчи уттине иккĕмĕш хут çулас тенĕ Герольд Михайлович. Мăкалнă çавине ялти пĕр арçын патне йăтса кайнă, лешĕ, хĕрĕнкĕскер, туптаса парайман, анчах вĕрентсе янă. Мĕн тăвăн, пахчари çитĕннĕ утта вара çулмаллах. Таврăннă та хăех туптанă. "Мĕнех, пурнăç теме те вĕрентет, 74 çулта çава туптама вĕрентĕм. Чиперех çултăм. Малашне çынна йăлăнмастăп ĕнтĕ, хам та туптаса пама пултаратăп. Юрать, леш арçын ÿсĕр пулчĕ, унсăрăн вĕренеес çукчĕ-ха", - кулать кил хуçи.

"Хĕрача айăплă"

Апатран аслă пулаймăн. Шурă кăмпапа çĕнĕ çĕрулмие çуллахи верандăра тутантăмăр. Калама çук тутлăччĕ! Чи хăтлă вырăн çакăнта пулĕ вĕсен. Çÿлти хутра - çывăрмалли пÿлĕм, веранда çумĕнчех - мунча-сауна. Çак çурта йăлтах илем, ăшăлăх кĕртсе тăраканĕ - кил хуçи арăмĕ, Анисса Павловна. Тин çеç И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ют чĕлхе майлă вырăс чĕлхи кафедрин пуçлăхĕн ĕçĕнчен кайнă. "Çитет, канас, мăнуксемпе йăпанас килет. Ялта та ĕç нумай", - чунне уçать Анисса Павловна. Анисса Алексеева - ЧР вĕрентĕвĕн, РФ аслă тата професси вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Патăрьел районĕнчи Тикешре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул çуралса ÿснĕ Анисса Павловна. Ашшĕ А.Кăлканăн "Анисса" пьесине курнă хыççăн çемьере хĕр кун çути курсан юратса çак ята панă. Кăлкан хăй те Аниссăна курсан: "Ку манăн хĕр", - тенĕ. Сĕтел хушшинче ларнă май кил хуçисем иккĕшĕ мĕнле паллашнине те аса илчĕç. Пĕр институтрах вĕреннĕ-ха вĕсем, анчах та ун чухне çывăх калаçса курман. "Вăл мана, паллах, асăрхаман, эпĕ хорта çеç юрланă, Герольд вара - солист. Хитре ташлакан каччăна лайăх пĕлнĕ эпир", - пĕрле вĕреннĕ вăхăтсене куçĕ умне кăларать Анисса Павловна.

Аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Герольда института йышăну комиссине чĕнсе илнĕ. Анисса ун чухне преподавательте ĕçлеме тытăннă. Шăп çав вăхăтра ялтан Анисса Павловнăн тăванĕ вĕренме килнĕ. "Çав хĕрачана вĕренме кĕртес тесе тăрăшнă вăхăтра иксĕмĕр мĕнле туслашса кайнине те сисмерĕмĕр. Йăлтах ялтан килнĕ абитуриентка айăплă. Студентка пулса тăчĕ, чипер вĕренсе тухрĕ. Эпир те Аниссапа пĕр-пĕринчен уйрăлаймарăмăр, çав вăхăтранпа кашни кун пĕрле", - ăшшăн кулать Герольд Михайлович.

Влаç аса илет-ши е аса илмест те-ши?

Анисса Павловнăпа Герольд Михайлович икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Тĕпренчĕкĕсем ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ патне час-часах килсе çÿреççĕ. Ывăл-хĕрне, мăнукĕсене те кунти çăтмах тĕнчи, улах вырăн килĕшет. Çул çукки çеç пăшăрхантарать. Эпир те киле кайма тухсан вăрман варринче путса лартăмăр. Юрать, Герольд Михайлович ял çыннисене пĕрле илсе пулăшма чупса çитрĕ. Унсăрăн лачакаран тухасси пулмастчĕ çав кун. Çапах та вырăнти тата район администрацийĕ ăçта пăхать-ши? Коминтернра ватă та чылай. Нумай пулмасть Ивановсен пепке çуралнă. Пĕчĕк ял пулсан та, хĕллехи вăхăтра ултă çын хĕл каçать кунта. Çуллахи вăхăтра выççăлккă йăлтах чĕрĕлет. Шел те, япăххи те, васкавлă пулăшу чĕнесси те пулать пурнăçра. Коминтернсене Турă кăна мар, влаç та манăçа кăлармасса шанас килет.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.