Комментировать

8 Авг, 2015

Хăмăшлăхра

Мĕн ачаран утă çулса ÿснĕ эпир. Çава тыттарма хăраман атте-анне. Пĕр касри темиçе кил пуçтарăнса каяканччĕ вăрмана. Тĕттĕмленмесĕр таврăнма та шухăшламан. Вăрманта кăвайт чĕртсе апатне хуранпа пĕçерсе çинĕ. Лайăх çанталăк пулсан утта пĕр эрнере тирпейлесе кĕртекенччĕ. Кÿршĕ Алешăпа ăмăртса çулни те пулнă. Паллах, паккус вĕçне вăл çавах манран маларах тухатчĕ. Кайран ашшĕнчен çава туптама та вĕренчĕ. Кăнтăр вăхăтĕнче пурте каннă чухне пĕчченех шаккаса ларатчĕ.

Вунпĕрмĕш класа куçнă çулхине пĕр кунне Алешăпа иксĕмĕр çеç çултăмăр утă. Каç енне хытах ывăнса çитнĕччĕ. Киле виçĕ çухрăм çуран утмаллине кура кÿлĕре шыва кĕрсе уçăлтăмăр. Каччăран вăтаннипе çÿхе кĕпепех шыва сикрĕм. "Тăхта-ха, кун пек тата хăçан ларăпăр-ха, çу часах иртсе каять. Тепĕр çул эсĕ аякка вĕренме тухса кайăн, мана вара çар кĕтет", - терĕ вăл. Шыв хĕрринче тĕттĕмленичченех калаçса лартăмăр. Каçĕ тĕлĕнмелле хитреччĕ. Хăмăшлăхра пĕр чарăнми куккук авăтатчĕ. Киле кайма тухсан манăн çавана хăйĕн хулпуççийĕ çине хучĕ те сăртран аннă май алăран çавăтрĕ. Кĕлеткене ток çапрĕ-им, алла хам сисмесĕрех карт! туртрăм. "Эсĕ шуса каясран çеç", - терĕ хăй те хĕрелсе. Яла нимĕн чĕнмесĕрех çитрĕмĕр. Хамăр урама кĕрсен çеç пĕр-пĕрне ырă каç сунса сывпуллашрăмăр. Тепĕр ирхине вăл манран маларах çитсе çулма та тытăннăччĕ. Кăнтăр вăхăтĕнче утă çулакансене кăвак матрÿшке чейĕ вĕретсе ĕçтерчĕ. Каçхине ватти-вĕтти таранах вăрман хĕрринчи шывра чăмпăлтатрăмăр. Тутлă шÿрпе çирĕмĕр. "Эсĕ туятăн-и, пирĕн хушăра темĕн пур", - терĕ вăл çав каç. Вăтантăм, куçа хăвăртрах айккинелле тартрăм.

Çулталăк хăвăрт иртсе кайрĕ. Эпĕ вĕренме çул тытрăм. Кĕркунне ăна çара ăсатма та çитеймерĕм. Çырăвĕсем чăннипех те çунат хушатчĕç. Хĕрсенчен вăтаннăран кĕнеке хушшине хурса вăрттăн вуласа тухаттăм. Каччă пуррине те пĕлтерес килместчĕ çав. Анчах... Мĕншĕн пур-ши çав сăмах? Иккĕмĕш курсра мана урăххи куç хыврĕ. Хамăрпа пĕрле вĕренекенни. "Манăн каччă пур, савнине кĕтетĕп", - тесе калама пултарайман-и-ха эпĕ? Туслăх хуллен юратăва куçрĕ. Сашăсăр пуçне урăх никама та курмастăмччĕ. Тăваттăмĕш курс пĕтерсен туй кĕрлеттертĕмĕр. Пирĕнтен телейлĕ мăшăр та çукчĕ. Пулать вĕт çапла, пĕр-пĕрин валлиех çуралнă темелле-ши? Анчах та çак телей нумая пымарĕ çав. Яла мансăрах кайрĕ те тепĕр кунне ман пата шăнкăравласа хăрушă хыпар пĕлтерчĕç. Çул çинче автобуспа çапăннă... Больницăна илсе çитериччен чĕри тапма чарăннă. Çывăх çынпа ĕмĕрлĕхе сывпуллашма питĕ йывăр. Юрать, çав вăхăтра аттепе анне çумра пулчĕç. Хуняма та хуйхăпа хуралсах ларчĕ. Кашни эрнерех ун патне яла çÿрерĕм. "Пĕччен ан пурăн, хĕрĕм, эсĕ çамрăк-ха, санăн пурнăç малалла", - терĕ хуняма.

Çук, никампа та калаçас темерĕм. Унтанпа вунă çул та иртсе кайрĕ. Эпĕ вара халĕ те пĕчченех.

Кăçал утă уйăхĕнче тăршшĕпех ялта пултăм. "Сана Алеша питĕ курасшăн, калаçатăн-и, вăл та сан пекех тăлăх", - терĕ пĕррехинче анне. Вунă çул хушшинче ытлах улшăнман вăл. Урăххипе явăçса кайнă мăшăрĕ ют çĕршыва тухса вĕçтернĕ. Пилĕк çулти хĕрне шеллемесĕрех ялта пăрахса хăварнă.

Тĕттĕмленсен çеç кĕтĕмĕр урамран. Айăпласа мана пĕр сăмах та каламарĕ ача чухнехи тусăм. Тепĕр кунне ирех çава йăтса килчĕ те утă çулма илсе кайрĕ. Çав вырăнах. Нимех те улшăнман, йывăççисем çеç ÿссе кайнă. Хĕвел вăрман хыçне пытаничченех çултăмăр. Хăмăшлăхра çамрăклăха аса илтерсе пĕр чарăнми куккук авăтрĕ. Шăп вунă çул каяллахи пекех.

 

Елюк ШЕРЕПИ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.