Комментировать

8 Авг, 2015

Халăх вĕрентĕвĕн асамлă мелĕсем

Анисия ИГНАТЬЕВА, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ

Пирĕншĕн тĕлĕнмелле çынсенчен пĕри – Геннадий Никандрович Волков, тĕнчипе паллă этнопедагог.

Ăсĕ çивĕч унăн, шухăшĕ тарăн. Геннадий Волковшăн анне – Турăпа пĕр тан. Ачан малашлăхĕ вăл хăйĕн амăшне еплерех хисеплесе ÿснинчен питех те нумай килет. Çавăнпа та эпир шкулта ачана амăшне хисеплесе ăна хăй пултарнă таран пулăшма, юратнине палăртса амăш чĕлхипе калаçма хистетпĕр.

Чăвашла пĕлмен чăвашсен пуç мими çутçанталăк хушнă пек аталанса пыраймасть. Анне чĕлхинче вара ăнлантарса пама май çук темле асамлă вăй пур. Çак вăй ачара пытарăнса тăракан хăвата вăратса çитĕнÿсем тума çул уçса пырать.

Паянхи ачасене вунă çул каяллахисемпе танлаштараймăн. Кунта вĕсен айăпĕ çук. Компьютер самани, обществăри рынок хутшăнăвĕ вĕсене тĕпрен улăштарать. Шел те, учитель ачана кÿрентернĕ тĕслĕхсем те илтĕнме пуçларĕç.

Килте ачан Турă вырăнĕнче - амăшĕ, шкулта учитель пулмалла. Ачана пурнăçăн усал йĕркисенчен пирĕн, шкулти амăшĕн, упрамалла, темĕнле лару-тăрура та пĕр чĕлхе тупса хавхалантарма пĕлмелле. Çĕнĕ мелсем шырама кирлĕ мар - вĕсене халăхран пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса Геннадий Волков академик пирĕн пата илсе çитернĕ. Шăпах çакна - халăх вĕрентĕвне - тĕпе хурса ĕçлемелле, ун мелĕсене алла илмелле. Ку енĕпе этнопедагогăн кĕнекисене шĕкĕлчемелле.

Академик çĕр çинче чи хăватлă мел те, эмел те Юрату иккенне ĕнентерчĕ. Çак мелпе уйрăмах учительсен хăйсен ĕçĕнче кашни самантрах усă курмаллине палăртатчĕ ученăй. «Шкул ачисене учителĕн хăйĕн ачисем пек юратма вĕренсе çитмелле. Педагогикăра пĕрремĕш вырăнта пĕлÿ мар, Юрату пулмалла. Юрату хăй учителе çирĕп ăс-тăнлă, тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, ырă кăмăллă та ăш пиллĕ пулма хистет. Çут çанталăк вăрттăнлăхĕпе асамлăхĕ йăлтах - Юратура”.

Академик пиллесе-пехиллесе хăварнă пек, эпĕ хамăн вĕренекенсене яланах мухтатăп. «Пĕлетĕр-и: эсир пурте генисем», – тетĕп. Çакă вĕсене питĕ хăпартлантарать. Ваттисем калашле, ырă сăмах – çу кунĕ, усал сăмах – хĕл кунĕ.

Малта пыракана çăмăл маррине палăртатчĕ академик. Чăваш чĕлхи учителĕсен яланах малти ретре пулмалла. Сирĕнте - чăваш малашлăхĕ.

«Килĕшÿпе юратура пурăнакан ачасем пиллĕхлĕ». Çапла пултăр!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.