Комментировать

31 Дек, 2015

Тăрăшсах вăй хутăмăр...

КУЛЬТУРА. Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкне халалласа поэт ячĕпе конференцисем, куравсем, акцисем, тĕлпулусем, «çавра сĕтелсем» йĕркелерĕç, кĕнекесем пичетленчĕç. Вăл çырса хăварнă йĕркесем вун-вун чĕлхепе янăрарĕç.

Кирилл Патриарх килни Чăваш Ен историне ылтăн саспаллисемпе çырăнчĕ. Чи малтан Пукрав тата Татиана соборне çул тытрĕ вăл. Тепĕр кунхине Апостолпа тан святой Владимир аслă кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта хăпартнă соборта Литурги турĕ. Кайран Шупашкарти «Çĕнтерÿ» асăну комплексĕ умне шурă кĕлчечексем хучĕ, панихида ирттерчĕ. Кирилл Святейший Патриарх Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе Шупашкарта лартакан чиркĕвĕн никĕсне асăну капсулине хывни - асра тытмалли тепĕр самант.

Кăçал пĕрремĕш хут Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа ветерансемпе пĕрле çамрăк ăру та парада тухрĕ. Кĕçĕннисем валли кадет, моряк, десант, МЧС, тинĕс пехотин тумĕсене ятарласах çĕленĕ.

Республикăра Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль саккăрмĕш хут иртрĕ. Çак вăхăтра пурĕ тÿлевсĕр 56 фильм курма май килчĕ. Режиссерсемпе артистсем тĕлпулусем йĕркелерĕç. Кинофестивальпе çыхăннă 110 мероприятие 20 пине яхăн çын хутшăнчĕ.

Куславкка районĕнчи Карачра Марийăпа Яков Ухсайсен музейĕ уçăлчĕ. Экспонатсене çак мăшăрăн хĕрĕ Ольга Яковлевна пуçтарма пуçланă.

Республикăра «Пĕрешкел пулмасан та юрать» фестиваль виççĕмĕш хут уçăлчĕ. Беларуçран, Казахстанран, Удмурт Республикинчен, Пушкăртстанран, Крымран, Тутарстанран, Белгород, Курган, Мускав облаçĕсенчен хăнасем килсе çитрĕç чăваш çĕрĕ çине. Даун синдромĕпе чирлисем ташă зарядки йĕркелерĕç.

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» I кинофестивалĕ иртрĕ. Ăна киноискусствăри пултаруллă çынсене тупса палăртас, чăваш киностудийĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелерĕç. Унта кĕске тата тулли метражлă илемлĕ, документ тата анимаци фильмĕсем кăтартрĕç. Гран-прие Марат Никитинăн «Хорло» фильмĕ тивĕçрĕ.

 

СЫВЛĂХ. ЧР Сывлăх министерстви хула тĕп больницин Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çурта реконструкцилеме пуçларĕ. 1956 çулта хăпартнăскерне юсаса çĕнетме вăхăт çитнĕ. Ку ĕçе Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисен йышне кĕртнĕ.

Çулталăк пуçламăшĕнче пирĕн тăрăхра «Маммолог онкопатрулĕ» профилактика акцийĕ вăй илчĕ. Çавна май маммограф комплексĕ ял-хула тăрăх çÿреме пуçларĕ.

Шупашкарти Гладков урамĕнчи 27-мĕш çуртра усал шыçăпа чирлĕ хĕрарăмсен психологи пулăшăвĕн центрĕ уçăлчĕ. Унта сиплевпе физкультура комплексĕн залĕ, физиотерапи, релакс тата тренинг пÿлĕмĕсем пур. Сĕтел-пукана, спорт тата медицина оборудованине грант укçипе туяннă. Унта пурне те тÿлевсĕр йышăнаççĕ.

Пĕтĕм Раççейри республика тапхăрĕн «Поликлиника регистратурăран пуçланать» конкурсĕнче Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ Канаш район тĕп больници, Хула клиника 1-мĕш больници, Президент перинаталь центрĕ чи нумай балл пуçтарнă.

Кальян туртассине хирĕç уйăхлăх иртрĕ. Чиновниксемпе общество организацийĕсен членĕсем усал йăлапа кĕрешес ĕçе вăйлатасшăн. Кальян туртнă чухне сурчăкпа туберкулез, герпес, анлă сарăлнă ытти инфекци куçать.

Чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тăршшĕпе пин-пин çын - сывлăх сыхлавçисем, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем, тивĕçлĕ канурисем, студентсем, волонтерсем - Шупашкарти Хĕрлĕ тÿреме тухтăрпа пĕрле уçăлма тухрĕç. Çак акци пирĕн тăрăхра 2012 çулта вăй илчĕ.

ВĔРЕНŸ. Республикăри 470 шкулта кăçал 127 пине яхăн ача вĕренет. Пĕрремĕш шăнкăрав вунвиçĕ пин ытла ача валли янăрарĕ. Ача сачĕсене 70,7 пин шăпăрлан - çулталăкран пуçласа çичĕ çулчченхи ÿсĕмри ачасен 79 проценчĕ - çÿрет. Кăçал кăна 7 çĕнĕ ача сачĕ хута кайрĕ.

2015 çулта 6 пин ытла хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм шкул саккинчен уйрăлчĕ. Вĕсенчен 94,5 проценчĕ аслă шкулсене, техникумсене, колледжсене çул тытрĕ.

РФ Президенчĕ çумĕнчи ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕн рейтингĕ тăрăх, Чăваш Ен ачасене пурăнма хăтлă 10 регион йышĕнче. Шкул çулĕчченхи, шкулта тата хушма пĕлÿ тытăмĕ те республикăра витĕмлĕ ĕçлет. 2015 çулта Чăваш Енри икĕ ача сачĕ Раççейри чи лайăх 100 ача сачĕ йышне кĕчĕç. Шкул çулне çитмен ачасем çÿрекен вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен конференцийĕн кăтартăвĕсем тăрăх вара Раççейри чи лайăх 100 ача сачĕ йышĕнчен пиллĕкĕшĕ Шупашкарта вырнаçнă.

Республикăри шкулсем те çулсерен чи лайăххисен шутне кĕреççĕ. Хуларисем çеç мар, ялтисем те палăраççĕ.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре пĕрремĕш хутчен географи диктанчĕ çырчĕç. Унта 72 пине яхăн çын хутшăнчĕ. Чăваш Енре географи пĕлĕвĕн шайне 781 çын тĕрĕслерĕ, вĕсенчен 393-шĕ - шкул ачисем, 134-шĕ - студентсем. Вăтам балл - 56 /Раççейре - 55/. Çав вăхăтрах хутшăнакансен 49,5 проценчĕ географине вăтам шайран та япăхрах пĕлет.

2014-2015 вĕренÿ çулĕнче шкул пĕтерекенсене чылай çĕнĕлĕх кĕтрĕ. Вĕсенчен пĕри - сочинени /изложени/ çырасси. Кăçал ăна 6073 çамрăк /вĕсенчен 6-шĕ малтанхи çулсенче вĕренсе тухнисем/ çырчĕ. 99 проценчĕ «зачет» паллăна тивĕçрĕ.

Шкул ачисене ял хуçалăхĕпе ытларах кăсăклантарас, ăна тарăнрах шĕкĕлчеме илĕртес тĕллевпе кăçал республикăра 7-11-мĕш классенче вĕренекенсен хушшинче пĕрремĕш хут хресчен олимпиадине йĕркелерĕç.

 

СПОРТ. Физкультурăпа спорт мероприятийĕсене ирттерессипе республика кăçал Хисеп хучĕпе Кубока тивĕçрĕ. 2 миллион таран халăх пурăнакан субьектсен хушшинче Чăваш Ен иккĕмĕш вырăн йышăнать. 82 регион хушшинче вара 6-мĕш вырăнта.

Сочире Олимп вăййисем пуçланнине халалласа Раççейре нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Спортăн хĕллехи тĕсĕсен кунне уявларĕç, ăна малашне те паллă тăвĕç. Унта, паллах, Чăваш Ен те хутшăнчĕ, пăр çинче ташă каçĕ йĕркелерĕ.

Чăваш Енре 2005 çултанпа ирттерекен 33-мĕш «Раççей йĕлтĕр йĕрне» республикăри районсемпе хуласенче пурăнакан 51 пин ытла çын хутшăнчĕ кăçал.

Тĕрлĕ кăтартусене ĕненсен, республикăра пурăнакансен 37,2 проценчĕ физкультурăпа тата спортпа туслă. Çакăнта физкультурăпа спорт кунĕсене ирттернин витĕмĕ те пурах. Вĕсене 2014 çултанпа йĕркелеççĕ, ырă йăлана çитес çул та тăсĕç.

Чăваш Ен кăçал тĕнче шайĕнчи спорт çăлтăрсене те пĕрре мар йышăнчĕ. Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕ иртрĕ. Раççей команди турнир историйĕнче тăваттăмĕш хутчен çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Кăнтăр Корейăри Кванджу хулинче иртнĕ пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиадăра Раççей пĕрлештернĕ команди иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Пухмача Чăваш Ен хĕрĕсен пилĕк медалĕ те пуянлатрĕ. Раççей чысне 4 чăваш спортсменĕ хÿтĕлерĕ.

Çурла уйăхĕн 3-5-мĕшĕсенче вара тĕп хуламăрта çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Вăл та çĕршыври паллă спортсменсене пухрĕ.

Чăваш Енре «Наци кросне» те халăх йышлă хутшăнать. Кăçал старта пурĕ 59,8 пин çын тухрĕ.

Республикăри спорт пурнăçĕн кăçалхи тепĕр пысăк пулăмĕ - «Шупашкар-Арена» пăр керменĕ уçăлни. Сăмах май, вăл нумаях пулмасть хăйĕн пĕрремĕш наградине тивĕçнĕ. «2015 çулти чи лайăх спорт сооруженийĕ» ята тивĕçсе пĕтĕм Раççейри премие илме пултарнă.

«Хыпар» хаçат парнисемшĕн ирттерекен турнир та пысăк хисепре. Кăçал 32-мĕш хутчен йĕркеленĕскерне 10 регионти 200-е яхăн спортсмен килнĕ, вĕсем кубоксемпе медальсен 33 комплектне салатнă. Ăмăртăва спортра пĕрремĕш утăм тăвакан çамрăксем те, пысăк чемпионатсен çĕнтерÿçисем те хутшăнаççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинчи Раççей кубокĕ те пысăк шайра иртрĕ.

 

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ. Ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин индексĕ кăçалхи 9 уйăхра 104 процентпа танлашнă. Çак ÿсĕм тĕпрен илсен аш-какай туса илесси, сĕт суса илесси ÿснипе, çавăн пекех çĕрулми тухăçĕ пысăкраххипе сăлтавланнă.

Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен кашни гектартан пухса кĕртнĕ вăтам тухăçĕ 20,6 процентпа танлашнă. Пĕлтĕр ку кăтарту 21,8 центнер пулнăччĕ. Çĕрулми тухăçĕ те савăнтарать. Ăна кăçал 684,5 пин тонна пухса кĕртнĕ - пĕлтĕрхи виçен 124,5 проценчĕ чухлĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк фермер хуçалăхĕсенчи кашни гектар тухăçĕ 218,5 центнерпа танлашнă - çакă та пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах. Шупашкар районĕнче ку кăтарту 250 центнертан та иртнĕ.

Юлашки çулсенче республикăра агротехника енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ куккурус çитĕнтересси вăй илсе пырать. Сăмахран, 2010 çулта Чăваш Енре куккурус лаптăкĕ 2,4 пин гектар пулнă, кăçал лаптăк 2,8 хут пысăкланнă - 12 пин гектара яхăн. Вăл уй-хире çум курăкран тасатма пулăшать. Тĕп лаптăк - симĕс апат, сенаж валли. 2012 çултанпа Чăваш Енре çак культурăна тĕшĕлĕх те çитĕнтерме пуçланă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ виçĕ çул ăна 500-шер гектар акнă, кăçал вара 2,5 гектар çинче çитĕнтернĕ.

Кĕрхи культурăсене 82,5 пин гектар çинче акса хăварнă. Шел те, ку планланинчен сахалрах - 82,1 процент чухлĕ. Пĕтĕмпе 181 пин гектар çĕре сухаласа хăварнă - ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен кăшт пысăкрах.

Кăрлач-авăн уйăхĕсенче аш-какай туса илесси 15,8 процент ÿснĕ, сĕт ÿсĕмĕ 0,6 процентпа танлашнă. Аш-какай тĕлĕшпе ку ÿсĕме ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тивĕçтернĕ.

Сĕт пирки калас-тăк - кăçалхи 9 уйăхра унăн хуçалăхсем суса илнĕ виçи 5,2 процент хушăннă. Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенче вара 1,5 процент чакнă.

Выльăх-чĕрлĕх фермисем туни, пуррисене çĕнетни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал 4 млрд тенкĕлĕх 19 инвестици проектне пурнăçланă. Çав шутра - Элĕк районĕнчи «Новый путь», Вăрнар районĕнчи «Мураты», Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче, Красноармейски районĕнчи «Волит», Çĕрпÿ районĕнчи «Вурнарец» ОООсенче, Тăвай районĕнчи «Акконд-Агро» фирмăра тата ыттисенче.

Республикăра 2012 çултанпа ĕçе пуçăнакан фермерсене пулăшмалли тата çемьесен выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантармалли программăсем пурнăçланаççĕ. Сăмах май, республикăра çемье фермисене аталантармалли программăна ашлăх выльăх çитĕнтерекен 2, лаша ĕрчетекен 1, сăвакан ĕнесем тытакан 19 фермер хутшăнать. Тăватă çул хушшинче асăннă прграммăпа ĕçе пуçăннă 184 аталану прграммисене патшалăх енчен пулăшмашкăн конкурс никĕсĕ çинче суйласа илнĕ.

Çурт-йĕр строительстви вăй илет - ялсен сăн-сăпачĕ улшăнать. 2003 çултанпа, ялăн социаллă аталанăвĕн тата ялсен территорийĕн аталанăвĕн программисене пурнăçлама тытăннăранпа, ялсенчи 4,7 пине яхăн çемье çурт-йĕр тума е туянма патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Çав шутра - 1,7 пин ытла çамрăк çемье тата çамрăк специалист.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.