Комментировать

31 Мар, 2016

Усăнакан тĕмсене тĕревлеме

Хура, хĕрлĕ хурлăхан, крыжовник тĕмĕсен турачĕсем çимĕç ÿссе тулнă вăхăтра усăнса анаççĕ, çырли çĕре лексе вараланать, кăвакăш ерсе çĕрме пуçлать. Кун пек чухне тĕме тытакан хатĕр /кустодержатель/ лартмалла. Ăна тума йывăр мар. Ачасен çавăрмалли кăшăлĕ /обруч/, тĕм варрине тăрăнтармалли çирĕп туя е шертĕ, шпагат кирлĕ. Тĕм варрине шертĕ тăрăнтарса çирĕплетмелле, вĕçне шпагат çыхма пăта çапмалла. Обруча шпагатпа 3-4 тĕлтен çыхмалла та тĕме «тăхăнтартмалла». Турат тăршшĕне кура кăшăл çÿллĕшне йĕркелемелле. Туратсене кăшăл çине майласа хумалла. Пулчĕ те. Ятарласа хатĕрленĕ кустодержатель туянса тăккаланма та кирлĕ мар.

Кăшăла пула тĕмĕн турачĕсем кирлĕ пек çитĕнеççĕ. Çимĕç яланах таса. Тĕм тирпейлĕ те илемлĕ курăнать. Шăварма, айне кăпкалатма яланах меллĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.