Комментировать

16 Апр, 2016

Хальхи çамрăксем ăмсанмалăх пур

Чăн-чăн искусство, шел те, пурнăç айккинче юлнăн туйăнать. Çÿллĕ шайри ĕçсене хаклама пĕлменни чуна ыраттарать. Вĕсене театр сцени çине кăларнипе çырлахмалла мар, радиопа итлеттермелле, телевизорпа кăтартмалла. Çынсем чăнахах та лайăххине уйăрса илме пултарччăр. Çакă чуна пуянлатма, тавракурăма анлăлатма, автор ятне вилĕмсĕрлетме пулăшать. Унсăрăн йÿннине, ниме тăманнине те пахалăхлисен шутне кĕртекенни тупăнĕ.

Нумай сериллĕ мелодрама курма хăнăхрăмăр. Наркотик пекех вăл пирĕншĕн. Çĕнĕ сери пуçланасса, ĕç-пуç мĕнпе вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Артисчĕсем ĕнентерÿллĕ выляççĕ, анчах чуна валли нимех те çук унта. Çав вăхăтра килте 100 тĕрлĕ ĕç тума пулать. Кайран сенкер экран умĕнче тĕлли-паллисĕр ларнишĕн ÿкĕнетпĕр, анчах вăхăта каялла тавăрма çук.

Çынлăх йĕркине пăхăнса пурăнма тăрăшмалла: ваттине хисеплемелле, халсăррине пулăшмалла. Тĕнчере ырри усаллинчен ытларах пултăр. Анне кăмакара кукăль пĕçеретчĕ те ялти ватăсене хăналатчĕ. Эпĕ унăн ырă кăмăлне курса çитĕннĕ. Çавăнпах çынна пулăшас килни, ытларах ĕçлеме ăнтăлни - чунра, чĕрере.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче сăра кĕленчиллĕ çамрăксене сивлеттĕмĕр. Унтанпа пурнăç лайăх енне улшăнчĕ. Хальхи ăру спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Спортзала çÿрекен нумай. Вĕсем пĕр-пĕринчен тĕслĕх илеççĕ. Шăпах çак çамрăксем хисепре. Апла тăк тĕрĕс çулпа пыратпăр эпир. Халĕ кĕлеткене пиçĕхтерме пĕтĕм услови пур. Кашни тăрăхра спорт керменĕсем çĕкленсе ларчĕç. Çÿре - ан ÿркен кăна.

Çамрăк чухне вăтанчăк, именчĕк пулнă. Паянхи хĕрсемпе каччăсем апла мар. Вĕсем мĕн кирлине, тĕллеве мĕнле пурнăçламаллине лайăх пĕлеççĕ. Хăйсене ирĕклĕ тытакансене ырламалла çеç. Ăмсанатăп та вĕсене. Халĕ информаци çăлкуçĕ нумай. Интернет урлă професси суйласа илме те, ĕç тупма та, конкурсра çĕнтерме те пулать. Урăхла каласан, мал ĕмĕтлисен, пурнăç хуçисен хăйсене кăтартма май пур. Хастартарах пулмалла, вăхăт таппипе тан пымалла!

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.