Комментировать

31 Авг, 2016

Олимп çăлтăрĕ Çĕнĕ Шупашкар уявĕнче савăннă

Çак кунсенче кăçалхи Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Дарья Спиридонова тăван хулана килсе курнă. Спортсменкăн амăшĕ Ольга Андреевна пĕлтернĕ тăрăх — Даша çуралнă килте икĕ кун çеç пурăннă.

— Шăматкун каçхине кĕтсе илтĕмĕр ăна. Тепĕр кун Хула уявĕнче савăнчĕ. “Çĕнĕ Шупашкар — спорт хули” праçнике хутшăнчĕ, унта тус-юлташĕпе тĕл пулчĕ. Спорт шкулне те çитсе курма ĕлкĕрчĕ вăл. Пĕрремĕш тренерĕпе Наталья Ильичевăпа тата унăн воспитанникĕсемпе курнăçрĕ. Тунтикун ирхине вăл каллех Мускава тухса кайрĕ. Эпир унпа тĕплĕн калаçса та юлаймарăмăр, — терĕ Ольга Спиридонова. — Тăван килте нумай пурăнайманнипе ăна тунсăх пусрĕ пулин те вăл савăнăçлăччĕ. Бразилири ĕç-пуç çинчен те каласа кăтартрĕ, унта пит çăмăлах пулманни пирки систерчĕ.

Чăн та, спортсменсен пур­нăçĕ лăпкă мар. Олимпиада хыççăн пушшех те. Рио-де-Жанейроран таврăнсан Олимп çăлтăрĕсене РФ Президенчĕ Владимир Путин йышăннă. Вĕсене вăл тĕрлĕ наградăпа чысланă. Пирĕн ентеш “Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденăн медальне тивĕçнĕ. Çавăн пекех гимнасткăна ыттисем пекех “БМВ” автомашина парнеленĕ. Амăшĕ каланă тăрăх — Дарья хăйĕн пурнăçĕнчи пĕрремĕш машинăна çав тери килĕштернĕ. “Нихăçан та руль умне ларса курман вăл. Халь ĕнтĕ çÿреме вĕренетĕпех терĕ”, — хыпарларĕ Ольга Андреевна.

Тепĕр кунах гимнастсен ушкăнĕ РФ çарĕн спорт клубĕнче Раççей оборона министрĕпе Сергей Шойгупа тĕл пулнă.

Аса илтеретпĕр, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Дарья Спиридонова Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Хулари 1-мĕш спорт шкулĕнче гимнастика секцийĕнче ăсталăха туптанă. 2011 çултанпа — Мускаври “Самбо-70” спорт шкулĕнче. Хальхи вăхăтра хĕр Смоленскри физкультурăпа спорт институтĕнче вĕренет. Бразилире иртнĕ Олимп вăййисенче вăл командăсен тупăшăвĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. 2014-2016 çулсенче гимнастка Европăпа тĕнче чемпионачĕсенче те пĕрре кăна мар палăрнă.

Андрей МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.