Комментировать

24 Дек, 2016

Çемьери тăнăçлăхшăн

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ тухăçлă ĕçленине çирĕплетсе çĕнĕрен-çĕнĕ проектсем хатĕрлесе пурнăçа кĕртет. Вĕсенчен чылайăшĕ федераци грантне те тивĕçет. Черетре — «Килти çураçулăх — çемьери чи пысăк телей» вĕрентÿ программи. Ăна раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Наци библиотекинче презентацилерĕç.

Пуçару маларах пурнăçа кĕртнĕ «Кашни çыншăн пурнăçра чи кирли — çемье» проект тăсăмĕ теме те юрать. Ара, вăл та ачасене çемье хаклăхне мала хурса, ăрусен çыхăнăвне упрама вĕрентсе, телейлĕ те çирĕп çемье сумра иккене ăшне хывма пулăшса çитĕнтерес тĕллевлĕ.

Çĕнĕ проектăн пĕлтерĕшне сÿтсе явма Хĕрарăмсен союзĕн районсенчи уйрăмĕсен, администрацисен представителĕсемпе пĕрлех сумлă хăнасем те пухăнчĕç. Презентацие союз председателĕ Ольга Зайцева уçрĕ. Вăл проект малтанлăха Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕмĕрлери тата Куславккари темиçе шкулпа ача садĕнче пурнăçланасса пĕлтерчĕ. 10 лапам ăнăçлă ĕçлесен унăн географине малашне татах та сарĕç. Ольга Юрьевна ĕç темиçе тапхăрпа пурнăçланасса, тĕрлĕ мероприяти: семинарсем, конференцисем, конкурссем, çамрăк ашшĕ-амăшĕ валли он-лайн семинарсем... — ирттерессе пĕлтерчĕ. Çемье кашнин пурнăçĕнчех пысăк вырăн йышăннине, ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕн тĕслĕх пулмаллине ыттисем те çирĕплетрĕç.

— Вăрçа нихăçан та хĕрарăм пуçламасть. Пурнăçăн тÿнтер енĕсене хирĕç çеç тăма пултарать вăл. Кил-çурта кашниех тирпейлĕ тытма тăрăшатпăр вĕт. Çĕршыври лару-тăру та регионсенчи йĕркелĕхрен килет, — терĕ РФ Патшалăх думин депутачĕ Алена Аршинова ачасене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтармаллине çирĕплетсе.

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ Республикăри Ашшĕсен канашĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Унăн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Викторов та çĕнĕ проект кирлине, унăн пĕлтерĕшĕ сумлине палăртрĕ. Попечительство Канашĕн Ыркăмăллăх фончĕн Председателĕ Лариса Игнатьева ачасене вĕрентессинчен малтан воспитани парассине, çемье чĕрĕ те сывă пулмаллине каларĕ.

Проектăн философийĕ çинчен Галина Белгалис сăвăç питех те аван сăмах пуçарчĕ. Чăваш йăлине аса илтерчĕ вăл. Пысăк сĕтел хушшине апата ларсан хĕрарăм чи пысăк татăка мăшăрне панă. Ашшĕ вара ăна ачисене пайласа çитернĕ. Ывăл-хĕр çакна курса çитĕннĕ те. Пĕрремĕш татăка хăй илме вĕреннĕ ачаран ыррине кĕтмелли çуккине çирĕплетрĕ вăл. Галина Алексеевнăна итлесен ачасене кĕтесе тăратнинче те нимĕн начарри те çук-мĕн. Халăх кĕтесре усал упраннине ĕненнĕ вĕт. Хăй мĕн туни çинчен шăппăн çеç шухăшланă май ачан усалĕ кĕтесре юлать имĕш.

Çемье хаклăхне мала хурса, çураçулăхрах пурăнасчĕ. Ачасене те çавнах вĕрентесчĕ.

Татьяна НАУМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.