Комментировать

27 Дек, 2016

Владимир НАГОРНОВ: Тепĕр тивĕçĕм пур манăн

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Раççей тата Пушкăртстан тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕн, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕн Владимир Нагорнов скульпторăн ĕçĕсен куравĕ хупăнчĕ. Çав кун Атăлпа Урал тăрăхĕнчи паллă ÿнерçĕ-монументалист музейĕн хăтлă та илемлĕ залĕнче çыравçăсемпе искусствăна юратакансене, художниксемпе ăсчахсене «çавра сĕтел» тавра пухрĕ.

 — Пирĕн тĕп хулари ÿнер музейĕн çĕнĕ çурчĕ уçăлнăранпа 30 çул иртрĕ. Çак вăхăтра кунта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан е иртнĕ ĕмĕрсенчи художниксен çĕр алла яхăн куравĕ ĕçленĕ. Шел те, ĕлĕкрех те, юлашки çулсенче те унчченхи выставкăсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ май çапла çирĕплететĕп: эпир паянхи пек халăх нихăçан та пухман. Музей ĕçченĕсем куравпа питĕ кăмăллă, — терĕ ÿнер музейĕн директорĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Геннадий Козлов.

Калаçăва ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов тăсрĕ:

— Владимир Порфирьевич чăваш ÿнер тĕнчинче чи тарăн йĕр хăваракан асамçă- скульптор. Чĕмпĕр тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскер хĕрĕх çул ытла каялла Пензăри ÿнер училищине пĕтернĕ хыççăн тÿрех Шупашкара килнĕ. Унăн пĕтĕм чунне парса пурнăçланă чылай ĕçĕ тĕп хулана кăна мар, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри тата ытти хулапа района та илемлетеççĕ. Владимир Нагорнова кÿршĕ регионсенче те, Çĕпĕрте те, поляр ункин леш енче те пĕлеççĕ. Вăл пĕтĕм чăваш халăхĕн мухтавĕ пулса тăчĕ.

«Çавра сĕтеле» çавăн пекех искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, искусствоведени ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Антонина Мордвиновăпа Юрий Викторов, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн наука ĕçченĕ Геннадий Орков, Пĕтĕм тĕнчери «Çĕнĕ эра» академи президенчĕ Анатолий Силов, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен Шупашкарти ентешлĕхĕн ертÿçи Александр Вражкин, Йошкар-Оларан ятарласа килнĕ Раççей тава тивĕçлĕ художникĕсем Галинăпа Анатолий Медведевсем тата ыттисем сăмах каларĕç. Ÿнер искусствине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн В.П.Нагорнова ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Çак наградăна Владимир Порфирьевича Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов пачĕ. Чăвашсен паллă художникĕ А.Силов Владимир Нагорнова Пĕтĕм тĕнчери «Çĕнĕ эра» ÿнер академийĕн чăн членне йышăнни çинчен пĕлтерчĕ, ăна «Çулталăк художникĕ» номинаци çĕнтерÿçине, асăннă академин орденĕпе чысларĕ.

Владимир Нагорнов яш чухнех СССР Художникĕсен союзне кĕме тивĕçнĕ, паян вара Чăваш Енре лайăх скульптура туса халăха савăнтарма пултаракан хĕрĕх çултан çамрăкрах маçтăр çук. Çак ыйту юлашки вăхăтра Владимир Порфирьевича час-часах шухăшлаттарать, вăл хăйĕн хăтлă мастерскойĕнчех скульптурăна юратакан çамрăксене ăса вĕрентме ĕмĕтленет:

— Мана чăваш халăхĕшĕн ĕçлеме Пензăри ÿнер училищинче, ун хыççăн Мускаври Василий Суриков ячĕллĕ институтра çĕршывĕпе паллă скульпторсем, Шупашкарта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ксенофонтов вĕрентнĕ. Малашне пултаруллă çамрăк скульпторсене пысăк çул çине кăларас тĕлĕшпе манăн ырми- канми вăй хумалла.

Петр СИДОРОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.