Комментировать

30 Дек, 2016

Пулăшу тĕллевлĕ пулмалла

ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин 2015-2016 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ, граждансен уйрăм категорийĕсене общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн укçан компенсаци памалли йĕркене çирĕплетесси — шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна Иван Моторин премьер-министр ертсе пычĕ.

Çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем

«Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри — пĕтĕм ача валли пахалăхлă пĕлÿ илмешкĕн йĕркеллĕ условисем туса хурасси», — терĕ ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăй ертсе пыракан ведомствăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет тунă май. Вăл хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 975 вĕренÿ организацийĕ пуррине, вĕсенче пĕтĕмпе 270 пине яхăн ачапа çамрăк пĕлÿ пухнине палăртрĕ. Вĕренÿ тытăмне аталантармашкăн патшалăх пысăк укçа уйăрни çинче чарăнса тăчĕ: республикăн консолидациленĕ бюджетĕнче ăна паракан нухратăн тÿпи — 30% яхăн. Çавна май Чăваш Енре шкул инфратытăмĕ аталансах пырать, строительствăпа капиталлă юсава пысăк инвестицисем явăçтараççĕ. Акă кăçал Комсомольски районĕнчи Элпуç ялĕнче çĕнĕ шкул уçăлнă. Чÿк уйăхĕнче Г.С.Лебедев ячĕллĕ Наци интернат лицейĕ пулнă çурта тĕпрен юсаса хута янă. Халĕ унта Шупашкарти 4-мĕш лицейĕн 500 вырăнлăх вĕренÿ корпусĕ вырнаçнă. Кăçалах тĕп хулари Гладков урамĕнче çĕнĕ шкул тума пуçланă. 2025 çул тĕлне республикăра вăтам пĕлÿ паракан 32 вĕренÿ учрежденийĕ хăпартмалла тата реконструкцилемелле. Министр каланă тăрăх — юлашки çулсенче шкул ачисен шучĕ ÿснĕ, уйрăмах — хуласенче. Çакă, паллах, савăнтарать. Çĕнĕ шкулсем туни пĕлÿ çурчĕсенчи иккĕмĕш сменăна пĕтерме пулăшĕ.

Юлашки ултă çулта пирĕн республикăра çĕнĕ ача сачĕсем хăпартнăран асăннă учрежденисенче хушма 22 пин ытла вырăн йĕркеленĕ, 3 çултан аслăрах ачасен черетне пĕтернĕ. Ку енĕпе малалла та ĕçлĕç.

Докладçă Чăваш Енри шкулсем Раççейре чи лайăххисен йышне кĕни çинче те чарăнса тăчĕ. Ăслă та пултаруллă, олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрлекен педагогсене хавхалантармалли меслетсем пирки пĕлтерчĕ. Тăрăшуллă çамрăксене пулăшмалли мерăсем çинчен каласа кăтартрĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, шыравçăсен отрячĕсене пулăшу кÿрес тĕллевпе, çамрăк граждансене предпринимательлĕхе аталантарассипе çыхăннă проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсене çирĕплетнĕ.

Юрий Исаев йывăрлăхсем пирки те сăмах пуçарчĕ. Шухăшлаттаракан самантсенчен пĕри — вĕренÿ тытăмĕнче çамрăк кадрсен йышĕ чакни. «Пирĕн ыйтăмсем çамрăк педагогсене чи малтан пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ канăçсăрлантарнине кăтартаççĕ. Вĕсем валли çăмăллăхлă ипотека проектне ĕçе кĕртессине сÿтсе явмалла тесе шухăшлатпăр», — терĕ докладçă.

Укçан компенсаци парĕç

Граждансен уйрăм категорийĕсене общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн укçан компенсаци памалли йĕркепе ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев паллаштарчĕ. 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен граждансен общество транспорчĕпе çÿремелли çăмăллăхлă карттине пăрахăçлаççĕ текен шухăш нумайăшне калаçтарчĕ. «Ку вăл асăннă карттă хăйĕн вăйне çухатать тенине пĕлтермест. Çăмăллăхçăсене кÿрекен пулăшу механизмĕ çеç улшăнать, вăл малтанхинчен адреслăрах пулать», — терĕ министр.

Малашне çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк пур граждансем — ĕç ветеранĕсем, инвалидсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем тата ыттисем /пĕтĕмпе 21 ушкăн/ — 700-750 тенкĕ тÿлесе троллейбуспа е автобуспа çÿремелли билета илме е электрон енчĕке укçа хума пултараççĕ. Çакăншăн вĕсене кварталта пĕр хутчен укçан компенсаци параççĕ, унăн виçи пĕр уйăхра 150 тенкĕпе танлашать. Докладçă пĕлтернĕ тăрăх — прогнозпа килĕшÿллĕн ку пулăшупа 24 пин çын усă курма пултарать. Асăннă постановлени проектне йышăнсан республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе 43,2 миллион тенкĕ уйăрмалла.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов укçан компенсацие тивĕçес тесен мĕнле документсем кирлипе кăсăкланчĕ. «Çăмăллăхçăсен квартал вĕçленсен тепĕр уйăхăн 15-мĕшĕччен хăйсем пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх уйрăмне кайса заявлени çырмалла, паспортăн е çын кам пулнине ĕнентерекен урăх документăн копине памалла», — пулчĕ хурав.

«Компенсаци памалли механизма улăштарни пассажирсене турттаракансен спекуляцийĕнчен хăтăлма пулăшĕ, вĕсем яланах хăйсене çăмăллăхçăсем çука хăвараççĕ тесе ĕнентересшĕн. Компенсацие транспорт компанийĕсене мар, çăмăллăхçăсене хăйсене памалла. Çапла вара пассажирсене турттаракансен ку енĕпе услам тума май килмĕ», — пĕтĕмлетрĕ Иван Моторин. Правительство членĕсем ку проекта ырласа йышăнчĕç.

Çĕр лаптăкĕсем — çĕнĕ объектсем валли

Ял хуçалăх çĕрĕсене ытти тĕллевлине куçарасси пирки ЧР юстици тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева каласа кăтартрĕ. Проектра Патăрьел, Куславкка, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ тата Тăвай районĕсенчи 19 çĕр лаптăкĕ — пĕтĕмпе 15,9 гектар — çинчен сăмах пырать. Акă Куславкка районĕнчи çĕр лаптăкĕ карбонат породисемпе пуян вырăнсемпе ĕçлеме кирлĕ. Муркаш районĕнчи 2 çĕр лаптăкне Кармăш ялĕнчи Çĕнĕ урамра электропередача линийĕсем, çавăн пекех муниципалитет котельнăйне вырнаçтармашкăн куçараççĕ. Çĕрпÿ районĕнчи ейÿ шывĕсенчен сыхланмалли сооруженисем валли кирлĕ. Тăвай районĕнчи 11 çĕр лаптăкĕ — Канаш хулине шывпа тивĕçтермелли производство-хуçалăх объекчĕсене вырнаçтарма. Вăрмар районĕнчисем 2-шĕ те — вырăнти автомобиль çулĕ валли. Патăрьел районĕнчи 2 çĕр лаптăкне автомобильсене юсамалли мастерскоя тата металлоштамп производствин объекчĕсене вырнаçтарас тĕллевпе куçараççĕ. Ку проект та ыйтусем çуратмарĕ.

Пухăннисем пĕтĕмпе 36 ыйту пăхса тухрĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи ĕçне кĕскен пĕтĕмлетрĕç, 2017 çулхи пĕрремĕш кварталти ларусен планне сÿтсе яврĕç. Вĕсем çавăн пекех маларах йышăннă темиçе постановление улшăнусем кĕртрĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.