Комментировать

30 Дек, 2016

2017 çулта мĕн кĕтет?

2017 çулта Хĕрлĕ Автан хуçаланĕ. Ку кайăк паттăр та харсăррине шута илсен çитес çул пуриншĕн те кĕтменлĕхсемпе пуян пулĕ. Чи кирли — пурнăçăн хăть те мĕнле улшăнăвне те çăмăллăн йышăнмалла.

Автан вĕçкĕнленме юратать, хăйне кăтартма тăрăшать. Сирĕнтен те çавнах кĕтет, çавăнпах ним хăрамасăрах тĕрлĕ тум тăхăнăр, сăн-сăпата улăштарăр. Палăртнă нормăсене мар, кăмăл-туйăма мала хурса пурăнакансен те ăнăçу пулĕ.

Çитес çул хăть те мĕнле ăс-хакăл ĕçне те пахалаççĕ. Енчен те сирĕн ĕç пултарулăхпа çыхăннă тăк — пушшех те малтан мала талпăнăр. Ăнăçатех.

Укçа-тенкĕ енчен хакласан, çитес çул шайлашупа палăрĕ. Пуясси пулмасан та çăкăр çине çу сĕрсе çимелĕх ĕçлесе илетĕрех. Автан тырă пĕрчи е ăман тĕнчен хăть те хăш кĕтесĕнче те тупать вĕт. Автан хăть те мĕнле чĕрчунпа та килĕштерет. Çавăнпах гороскопăн пур паллинче çуралнисем те хăйсене лăпкă тытма пултараççĕ. Çав шутра — Автан çулĕнче çуралнисем те. Икĕ тус хăшĕ вăйлăраххине кăтартассишĕн çапăçу пуçармĕ.

Автан — кăмăл-туйăмлă кайăк. Вăл парăннă та тÿрĕ чунлăскер. Анчах унран темĕн те кĕтсе илме пулать. Çавăнпах юрату енчен 2017 çул питех те интереслĕ иртĕ. Çĕнĕ нумай çынпа паллашма тÿр килĕ, чылай тĕлпулу пурнăçа улăштарĕ. Çемье çавăрма ĕлкĕрейменнисем Турă çырни çур çула çитнĕ тесе шухăшлама пултараççĕ. Паспортра штамп пуррисен те тунсăхласа ларма тивмĕ. Çывăх çынсем сире кăмăллă тĕлĕнтерĕç. Ача-пăча çуккисен те васкамалла — Автан çулĕнче çуралнă ывăл-хĕрĕн пурнăçĕ питех те кăсăклă та интереслĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çÿллĕ шая хăпарать.

Чи кирли — чун тасалăхне сыхласа хăварасси. Çав вăхăтрах «Автана шан та хăв та аллуна ан ус» текен девизпа пурăнмаллине ан манăр.

СУРĂХСЕН кашни утăма малтанах палăртса, шухăшласа пусма вĕренмелле. Кун пек меслет ытти чухне пуçа мĕн пырса кĕнине тининчен тухăçлăрах пулĕ. Пысăк тĕллевсем çуралĕç, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те татса пама тивĕ. Тар тăкса ĕçленĕ май канмаллине те ан манăр.

ВĂКĂРСЕМ çитес çул çыхланнă, явăннă, пĕрĕннĕ çултан ансатти, уçăмли çине тухĕç. Эсир пĕр-пĕрне хирĕçлекен информаци нумай илетĕр, вĕсенчен хăшĕ тĕрĕссине, хăшне ĕненмеллине тавçăрмалла. Пăхма çав тери йывăр япаласем питех те ансат иккенне те туйăр. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле нумайăшĕ шухăш-кăмăлпа çирĕпленнине сисĕ. Çав вăхăтрах ачапчалла асамлăх туйăмне те çухатмăр.

ЙĔКĔРЕШСЕНЕ çулталăк кăмăллă парнесемпе савăнтарĕ. Интереслĕ сĕнÿсем те пулĕç. Çуркунне сирĕн тăрăшса ĕçлеме тивĕ. Çулла çемье ыйтăвĕсене вăхăт ытларах уйăрмалла. Кĕркунне вара хăвăрпа аппаланмалла. Çĕнĕ çÿллĕшсене уçса вĕсене те парăнтармалла.

РАКСЕН çăмăл ăнăçăва шанма çук. Енчен те эсир тăрăшма, тар тăкма хатĕр тĕк — парне пулатех. Унăн пысăкăшĕ, хакĕ пирки пачах ан иккĕленĕр. Чи кирли — хăвăр тавра шанчăклă, пĕр шухăшлă çынсене пухасси. Вĕсене мĕн чухлĕ хăвăртрах пуçтаратăр — çулталăк çавăн чухлĕ ăнăçлăрах иртĕ.

АРĂСЛАНСЕНЕ ăнăçлă çул кĕтет. Нумай япалана вĕренме май пулĕ — паха опыт пухăнĕ. Ĕçрен пушă вăхăта та кăмăллă ирттерме ан манăр. Ĕçпе килти пурнăç хушшинче шайлашу тытмаллине те асра тытăр. Унсăрăн пĕри хавшать.

ХĔРСЕМ пурнăç хаклăхне тепре пăхса тухĕç те шухăшĕсене улăштарĕç, тĕллевĕсем те, йăли-йĕрки те çĕнелĕ. Кулленхи пурнăçра пулса иртекен хăш-пĕр пулăма улăштарайманнине те йышăнма тивĕ. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕринчен уссине те курма май пур. Кивĕ ыйтусене татса пама çĕнĕ майсем уçăлĕç. Пурнăç та çутă тĕссемпе выляса кайĕ.

ТАРАСАСЕНЕ тĕрлĕ ĕçпе пуян çул кĕтет. Вăл ăнăçлă иртесси сирĕн хастарлăхран килет. Тепĕр чухне шухăшлама вăхăт сахалрах пулĕ, анчах кăмăл-туйăма шанни те вырăнлă — улталамĕ. Сирĕншĕн вут-çулăма кĕме хатĕр çынсем те тупăнĕç. Шăпах вĕсене пула нумай йывăрлăх хыçа юлĕ.

СКОРПИОНСЕН çулталăкăн пĕрремĕш пайне вăй-хал, паха опыт пухма усă курмалла. Вĕсем часах кирлĕ пулĕç. Çăмăл уйăхсем вырăнне часах йывăррисем, тĕрлĕ ĕçпе пуяннисем килĕç. Анчах та вĕсем сире хăратмĕç. Сирĕнтен «пурнăç йывăр» тенине илтеймĕн.

УХĂÇСЕМШĔН çулталăк лăпкă та кăсăклă иртмелле. Сирĕн хăвăра кăтартма май пулĕ, лайăх енчен çеç хаклĕç. Паха çыхăну йĕркелеме пултарăр. Чи кирли — мĕн пултарнине ăнланса илĕр. Хамăрăн вăя ĕненни вара — ăнăçăвăн тĕп палли.

ТУ КАЧАКИСЕМШĔН çулталăк çăмăл теме çук, анчах тухăçлă. Тĕллевсем лартса вĕсем патне çитмелли çул-йĕре вăхăтра палăртсан çитĕнÿ пулатех. Йывăрлăхсем ан хăратчăр сире — çĕнтеретĕрех. Çав вăхăтрах çĕнĕ паха çыхăнусем те йĕркелетĕр.

ШЫВТĂКАНСЕМШĔН çулталăк питех те кăмăллă иртмелле. Вăл романтикăлла парнесемпе, кĕтмен тĕлпулусемпе савăнтарĕ. Савăк кăмăл парнелеме, çĕнĕ çулсем уçма та манмĕ. Йывăр кунсем те пулĕç, анчах эсир оптимизма ан çухатăр.

ПУЛĂСЕНЕ хушăран йывăр пулĕ, анчах позитивлă лару-тăру çав-çавах ытларах, вĕсем хавхалантарса пырĕç те. Сирĕн тĕллев — шанчăкăра упрасси. Хăть те хăш лару-турăра та ыррине çеç илме тăрăшăр. Шалти туйăма шанăр, шăпах вăл çитĕнÿсемпе пулăшĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.