Комментировать

31 Янв, 2017

Хамăр пахчаçимĕç сутăнать-и?

Ял ĕçченĕсем куракан пĕтĕм тăкака саплаштаракан хакпа продукци сутайсан, кредитпа татăлма, техника, ытти ĕç хатĕрĕ туянма, производство объекчĕсем тума, ĕç укçине ÿстерме таса тупăш илсен агропром аталанатех. Çак тĕллеве пурнăçлакансен йышĕнче — Шупашкар районĕнчи «Юрма» агрохолдинг, «Атлашевский», «Чурачикское», Ленин ячĕллĕ, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи «Коминтерн», Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăхсем, Красноармейски районĕнчи «Таябинка», Комсомоль-ски районĕнчи «Слава картофелю», Патăрьел районĕнчи «Батыревский», Елчĕк районĕнчи «Прогресс», Тăвай районĕнчи «Акконд-агро», Красноармейски енчи «Красное Сормово», Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «НамЭКО», Çĕрпÿ районĕнчи «Çĕрпÿ беконĕ», Вăрнар районĕнчи «Санары» обществăсем, укçа аван ĕçлесе илекен ытти предприяти. Ял хуçалăх культурисене туса илмелли çĕнĕ техникăпа, технологисемпе усă кураççĕ, производство объекчĕсем хăпартаççĕ.

Паян хресченсемшĕн сĕт, тырпул, аш, çăмарта сутассипе чăрмав çук. Тирпейлекен предприятисем кĕркунне-хĕлле пĕрремĕшне ыйтсах илеççĕ. Ертÿçĕсем унăн сутлăх хакĕпе питĕ кăмăллă. Паллах, вăл ĕçлеме хавхалантарать. Тупăш ытларах илессишĕн тăрăшакансем малаллах талпăнаççĕ. Авă, «Авангард» обществăн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ малтан усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре 5 пин гектар ытла пусă çаврăнăшне кĕртрĕ, кашни çул темиçе пин тонна тырпул пухса кĕртет. Çитес çулсенче лаптăка 7 пин гектара çитерме, сысна комплексĕ тума тĕллев лартнă.

— Сĕнтĕрвăррипе Вăрмар районĕсенчи пушă выртакан уй-хире предприяти харпăрлăхне е нумай çуллăха тара илесшĕн, — пĕлтерчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, обществăн генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин.

ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçал хута ямалли производство объекчĕсен списокне палăртнă. Кашни районта темиçе ĕçе кĕртесшĕн. Ырă тĕллев ял çыннисен чун-чĕринче шанăç татах çуратать. Сăмахран, Тăвай тăрăхĕнчи ХФХсем фермăсем туса продукци ытларах туса илесшĕн. Патăрьел районĕнчисем производство калăпăшне çуллен ÿстереççĕ. Нумаях пулмасть выльăх пусса тирпейлекен цехсем ĕçлеме тытăнчĕç.

— Пирĕн 187 фермер хуçалăхĕ шутланать, — пĕлтерчĕ райадминистрацин тĕп специалисчĕ Александр Майрушкин. — Пĕлтĕр В.Кузнецов, Е.Мартышкин, В.Гладков фермерсем пахчаçимĕç управне туса пĕтерчĕç. Вăл Çĕнĕ Ахпÿртри Л.Краснова фермерăн та пур. Продукцие кĕркунне йÿнĕрех чухне мар, хĕлле- çуркунне чылай хаклăрах сутса пысăк тупăш илесшĕн. Вĕсен ырă тĕслĕхне курса ытти фермер та управ тăвасшăн.

2016 çулта республикăра çĕрулмипе пахчаçимĕç управĕ 10 тунă /11,7 пин тонна хумалăх/ тата модернизациленĕ. Ку — лайăх кăтарту. Паян потребитель паха пахчаçимĕç ыйтнине тивĕçтерекен управ кирлине кашни ертÿçĕ пĕлет. Унсăрăн лайăх хакпа сутаймастăн. Комсомольски районĕнчи Н.Самарин, Шупашкар районĕнчи Ю.Плотников фермерсем, Вăрнар районĕнчи «Мураты» ЯХПК, Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирма аван управсемпе усă кураççĕ.

— Купăстан сутлăх хакĕ иртнĕ çулхи кĕркунне те, халĕ те иртнĕ çулхинчен йÿнĕрех, — пĕлтерчĕ Юрий Плотников. — Унран илекен тупăш хуçалăх тăкакĕсене саплаштарма та çитмест. Çавăнпа кăçалхи пĕрремĕш çур çулта «Хыпар» хаçата илсе тăма çырăнаймарăм. Шупашкарти, ытти хулари рынок купăстапа тулнă пирки сутма çăмăл мар.

Ял ĕçченĕсене пахчаçимĕç вырнаçтарасси, унăн пĕчĕк рентабельноçĕ, сĕтпе, ашпа, тырпулпа танлаштарсан вăл тупăш чылай сахалрах пани, çав вăхăтрах ăна туса илмешкĕн пайтах тăкакланма тивни тарăн шухăша ярать. Хуçалăхсем иртнĕ ĕмĕрте паянхи нушана пĕлмен, хула халăхне тивĕçтерме пахчаçимĕç çителĕклĕ туса илнĕ. Халĕ мĕншĕн çитĕнтересшĕн мар?

— Сутасси питĕ чăрмавлă, çавăнпа ÿстерме пăрахрăм, — терĕ Шупашкар районĕнчи Атайкассинчи Николай Софронов. — Ытти ертÿçĕ те çавнах калать. Ку — ытларах лартма-акма хăратакан тĕп сăлтав. Федерацин вырăнти суту-илÿ сечĕсен сентрисенче вăл пĕтĕмпех — тулашран. Унăн çулталăкри калăпăшĕ питĕ пысăк. Пирĕн çимĕçе хăйсем патне çывхартмаççĕ.

Пирĕн хуçалăхсем супермаркетсемпе çыхăну йĕркелейменнин сăлтавĕсенчен пĕри — пахчаçимĕçе тасатса целлофан пакетсене тултарманни. Çак ĕçе тăвакан машина республикăра иккĕ-виççĕ çеç. Иккĕмĕш сăлтава сетьсем Чăваш Енпе мар, кăнтăрти регионсемпе çеç çыхăнса ĕçленипе çыхăнтармалла. Раççей Конституцийĕ вĕсене суту-илĕве çапла йĕркелеме ирĕк парать-çке.

Пахчаçимĕç çитĕнтернĕ, упранă чухне тырпулпа танлаштарсан тăкак чылай ытларах куратăн. Пĕр пайĕ çĕрет, чылай чухне паха тĕштырăран йÿнĕрех сутăнать. Çавăнпа аграрисем сĕт, аш, тырă, çăмарта ытларах туса илесшĕн. Пахчаçимĕç 2011-2015 çулсенче ял хуçалăх организацийĕсен производство структуринче сурăх çăмĕ хыççăн чи пĕчĕк вырăн, фермерсен тĕштырăпа çĕрулми хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă. Кил хуçалăхĕсенче чи нумай çитĕнтереççĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерстви хресченсене çĕрулмипе пахчаçимĕç нумайрах лартма-акма ыйтать. Вĕсем йĕпе-сапара тăкак курнăран лаптăка пысăклатма шикленеççĕ, ытларах тĕштырă культури çитĕнтересшĕн, выльăх шутне ÿстересшĕн.

Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче 2011-2015 çулсенче çĕрулмипе пахчаçимĕç лаптăкĕ 56,5 пин гектартан 39,5 пин таран, çав шутра «иккĕмĕш çăкăр» 49,1 пин гектартан 34,1 пин, уй-хирте çитĕнтерекен пахчаçимĕç 6,4 пин гектартан 4,7 пин таран чакнă. Сăлтавĕ ăна суту-илĕве вырнаçтарса пĕтереймен пирки ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем сахалрах лаптăкра ÿстернипе кăна мар, кил хуçалăхĕсем сутма мар, çемье валли çеç акни-лартнипе çыхăннă. Пĕтĕм хуçалăхра çавна пула производствăна чакарнă: 2011 çулта — 175 пин, 2015 ç. — 150,2 пин, 2016 ç. 170,8 пин тонна. Çак калăпăшра ял хуçалăх организацийĕсен тÿпи пысăк мар: 2011 ç. — 12,7 пин, 2015 ç. 15,1 пин тонна /çав шутра «Ольдеевская» агрофирма тÿпи 10 пин тонна/. Ытти — кил хуçалăхĕсемпе фермерсем сутни. Республикăра теплицăсенче пахчаçимĕç çитĕнтересси тивĕçлипе пулса пымасть. Хальлĕхе асăннă агрофирмăн çеç 25 гектар. Ку енĕпе инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшмастпăр.

Пĕтĕм хуçалăхра асăннă çулсенче уйра ÿстернĕ пахчаçимĕçĕн кашни гектарĕнчи тухăçне 272 центнертан 301 çитерме пултарнă. Çакна ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем минерал удобренийĕсем ытларах хывнипе ăнлантармалла.

Начар хуçалăхсем çĕнĕ техника туянаймаççĕ, пысăк тухăçлă технологисене ĕçе кĕртеймеççĕ, банкран кредит илеймеççĕ. Çавăнпа пахчаçимĕç ÿстереймеççĕ. Унпа хулана конвейерпа тивĕçтерме аталану çулĕпе пыракан ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсенех шанма тивет. Тулашран пахчаçимĕç йышăнакан суту-илÿ лавккисене вĕсен продукцийĕ пахараххине ĕнентерме тăрăшмалла.

Юрий МИХАЙЛОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.