Комментировать

11 Фев, 2017

Интернет усă кÿтĕр

Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 7-мĕшĕччен Раççейре Рунет хăрушсăрлăхĕн эрни иртрĕ. Çавна май Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс библиотекинче çамрăк вулакансемпе усă кÿрекен Интернет тавра калаçу пуçарнă.

Интернет уçлăхĕ ачана мĕнле сиен кÿме пултарать? Сăтăрçăсен аллине лекес мар тесен мĕн пĕлмелле? Социаллă сете, сăмахран, мĕнле хыпар вырнаçтарма юрамасть? Светлана Акшарова библиотекарь ачасене çак тата ытти ыйту хуравĕсене тупма пулăшнă.

Тимур тата унăн командин вит.м.

Тимур командине аса илме питĕ кăмăллă. Вăхăт иртнĕçемĕн çак йыш çирĕпленсе-вăйланса кăна пырать.

Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнчи волонтерсен юхăмĕ сывă пурнăç йĕркине сарас, аслă ÿсĕмри çынсене ырă тăвас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленине палăртас килет. Çак кунсенче кĕçĕн класра вĕренекен Тимур тата унăн тантăшĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешĕсен ячĕпе çĕкленĕ палăк йĕри- тавра тирпейленĕ. Ахальтен мар пĕчĕкренех пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхтараççĕ вĕсене.

Мăнаçлă кедр

Красноармейскинчи тĕп библиотекăра ветерансен клубĕн йышĕ мăнаçлă кедр тавра калаçу йĕркеленĕ. «Трак ен — кедр тăрăхĕ» экологи проекчĕн ертÿçи Светлана Мефодьева мăйăра кашниех çитĕнтерме пултарни çинчен каланă, çавнашкалах районти кедр кати пирки видеофильм кăтартнă.

Библиотекарьсем хатĕрленĕ куравпа та хавхалансах паллашнă тĕлпулăва килнисем. Валентина Рудникова ун çинчен ятарласах сăвă хайланă.

Юлашкинчен пурне те лартса çитĕнтермешкĕн кедр мăйăрĕ валеçсе панă.

Марина ТУМАЛАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.