Комментировать

29 Мая, 2017

Ÿкекен те, наркăмăшланакан та пур

Ача-пăчапа сыхă пулмаллине кашни ашшĕ-амăшĕнех асра тытмалла. Пуçа çавăрнă е куçа хупса илнĕ вăхăтра та инкеке çакланма пултарать вăл. Çапах мĕне пула больницăна лекет-ши ывăл-хĕр? Е тĕпренчĕкĕн пурнăçĕ мĕншĕн вăхăтсăр татăлать-ши? Иртнĕ кун çутине тавăрма май килменни, паллах — чи хăрушши. 2016 çулта, сăмахран, 0-17 çулти 124 ачан пурнăçĕ татăлнă. Ку кăтарту 2014 çулхинчен пĕчĕкрех, ун чухне 165-ĕн çĕре кĕнĕ. Кăçалхи 4 уйăхра 39 пепке вилнĕ. Вĕсенчен 10-шĕ тулашри сăлтавсене пула шар курнă. 4 тĕслĕхре хытах суранланнă, аварие лекнĕ пĕр ачана çăлса хăварайман, тепри çÿллĕшрен ÿкнĕ, çулталăка çитмен икĕ тĕпренчĕк хупласа хунăран сывлайман, пĕрне вĕлернĕ, тепри çулăмран хăтăлайман.

Çак эрнере ЧР Сывлăх сыхлав министерстви ачасемпе çул çитмен çамрăксене инкекрен çăлса хăварас ыйту тавра специалистсене, амăшĕсене калаçтарас тĕллевпе пресс-тур йĕркелерĕ. Чи малтанах Президент перинаталь центрĕнче çăмăлланнă хĕрарăмсемпе тĕл пултăмăр. Вĕсем çут тĕнчене килнĕ пепкешĕн яваплине туяççĕ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ольга Харламова, тĕслĕхрен, хĕр çуратнă. Йыш хушăнасса çемйипех кĕтнине палăртрĕ вăл. Пĕчĕкскер аслисен тимсĕрлĕхне пула шар курма пултарасси тавра сăмах хускатсан йăл кулли пичĕ çинчен тарчĕ. «Ывăнса çитнĕрен çывăрнă чухне ачана юнашар хурас килет. Инкек сиксе тухсан вара иртнине каялла тавăраймăн. Япала суйланă чухне те тимлĕрех пулмалла. Сăмахран, калпак çакки ан пăвтăр ăна. Пĕчĕкскерне çунă вăхăтра та куçран вĕçертме юрамасть...»— ăнлантарать хĕрарăм.

Виçĕ ача амăшĕ Анастасия Григорьева пепкесене тасалăхра çитĕнтермелли пирки пусăм турĕ. Пĕчĕкскерне çурăм çине мар, айккăн хумаллине вĕренсе çитнĕ вăл. Ачасене вĕри шывпа пиçесрен сыхламаллине, упаленекен пепкене сиен кÿме пултаракан хатĕр-хĕтĕре пуçтармаллине, чăн та, кашнинех шута илмелле. Пепке çитĕнтермешкĕн хăтлă вырăн кирлĕ.

Президент перинаталь центрĕн ĕçченĕсем кашни палатăрах сĕнÿ- канаш хучĕ, буклет çакăнса тăнине уйрăммăн палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, кăкăр ачине килте пĕччен хăвармалла мар. Пĕчĕкскерне аслăрах тĕпренчĕксене те шанса пама тăхтамалла. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.