Комментировать

31 Мая, 2017

Йĕкĕрешсем те çуралаççĕ

Шупашкарти Мускав районĕн ЗАГСĕ çу уйăхĕнче тăватă йĕкĕреше регистрациленĕ.

Миланăпа Данил çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Хĕр ача хыççăн ывăл çут тĕнчене икĕ минутранах килнĕ — Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче Захаровсен çемйи амăшĕ тата ашшĕ пулса тăнă. Савăнăçлă мăшăра ачасене патшалăх органĕнче шута илнине çирĕплетекен свидетельство тата ЧР Пуçлăхĕн салам çырăвне панă.

Çавăн пекех Мускав районĕн ЗАГСĕ иккĕн йĕкĕрешсене çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче — Романпа Ивана, 6-мĕшĕнче — Михаилпа Григорие, 24-мĕшĕнче — Олесьăпа Тимура, 23-мĕшĕнче виççĕн йĕкĕреше — арçын ачасене — шута илнĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.