Комментировать

30 Ноя, 2013

Чи лайăххисем: ĕçченнисем, туслисем, яваплисем...

Ĕнер Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче «Çулталăк çемйи-2013» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Кăçал ăмăртăва пурĕ 157 çемье хутшăннă, 28-ăн финала тухнă. Чи лайăххисене хавхалантарасси пирĕн республикăра 2004 çултанпа йăлана кĕнĕ. Конкурса 10 çултан кая мар пĕрле пурăнакан, икĕ е ытларах ывăл-хĕр ÿстерекен, обществăра хисеп çĕнсе илнĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан мăшăрсем хутшăнаççĕ.

- «Çемье - общество никĕсĕ» тесе пире çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев та палăртнă. Çемье вăйлă та çирĕп пулсан патшалăх та тĕрекленет. Ăнăçлă кил-йышра кăна телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ, вĕсен пурнăçĕ ашшĕ-амăшĕнчен ăнăçлăрах та лайăхрах килессе шанатăп. Нумай ачаллисене патшалăх енчен пулăшас тĕлĕшпе çитес çулсем валли те бюджета укçа хывса хăварнă, - палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнтерÿçĕ çемьесене саламланă май.

«Çулталăк çемйи-2013» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Адюковсем 18 çул каялла пурнăç çулне пĕрле çыхăнтарнă. Вĕсем Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнаççĕ. Пĕрле тытăннă пур ĕç ăнать килĕшÿллĕ мăшăрăн. Килте кăна мар, ял тăрăхĕн пурнăçĕнче те пĕрлех вĕсем. Çемье тĕрекĕ Александр Алексеевич Елчĕк районĕнчи Патреккел шкулĕнче физкультура вĕрентет. Спорт мероприятийĕсене ачасене кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшне те хутшăнтарать вăл. Любовь Германовна Аслă Елчĕк шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет, библиотекарьте ĕçлет. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ ăмăртура малти вырăна тухаççĕ, парнепе хисеп хутне тивĕçеççĕ. Уроксем хыççăн педагог ачасене сăн ÿкерттерме, шкул тематикипе çыхăннă тĕрлĕ видеоролик калăплама вĕрентет. Тăван тăрăх илемĕпе хăвачĕ сăвă çырма хавхалантарать хĕрарăма. Адюковсен аслă хĕрĕ Екатерина 9-мĕш класра вĕренет. Вăл шкул, район, республика шайĕнчи конкурсра, фестивальте, ăслăлăх-практика конференцийĕнче, предмет олимпиадинче пĕрре мар çĕнтернĕ. Хĕр - амăшĕн пĕрремĕш пулăшуçи тата йăмăкĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. 7-мĕш класра ăс пухакан Юля пур предметпа та «5»-пе ĕлкĕрсе пырать. Вăл та пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртусене ăнăçлă хутшăнать. Кĕçĕнни, 5-ри Мария, «Хурăн» ача садне çÿрет, пĕчĕклех тавралăх тĕнчине тĕшмĕртме ăнтăлать. Адюковсемсĕр ялта спортăн пĕр ăмăртăвĕ те иртмест. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен кил-çуртне ачисемшĕн чи хăтлă та ăшă вырăна çавăрнă, унта сасă хăпартса калаçни илтĕнмест, яланах пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ. Çемье уявĕсене пĕрле хатĕрленеççĕ. Çакă вĕсене хавхалану кÿрет, пĕрлештерет.

«Чи ĕçчен çемье» номинацире Етĕрне районĕнчи Хурамалăхри Ефимовсем мала тухрĕç. «Чи туслă çемье» - Шупашкарта пурăнакан Фунтиковсем, «Социаллă чи яваплă çемье» - Элĕк районĕнчи Тури Вылăри Степановсем, «Спортпа туслă çемье» хисеплĕ ята Тăвай районĕнчи Ураскасси ялĕнчи Никифоровсем çĕнсе илчĕç. Финала тухнă пур çемьене те парнесемпе, тав хучĕпе хавхалантарчĕç.

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне:

республикăра 9147 нумай ачаллă çемье, вĕсенче 29728 ача воспитани илет;

87596 пепкене тата опекăна илнĕ 2546 ачана уйăхсерен патшалăх пособийĕпе тивĕçтереççĕ;

2012 çултанпа 3850 йышлă çемьене республикăри амăшĕн капиталне /100 пин тенкĕлĕх/ панă, вĕсенчен 1990 сертификата кăçал илнĕ;

кăçалтан виççĕмĕшне е ун хыççăнхине çуратакансене пепки 3 çула çитиччен уйăхсерен укçа тÿлеççĕ. Акушер стационарĕсен оперативлă кăтартăвĕ тăрăх - çавăн пеккисем 2327 ача кун çути курнă /пĕлтĕрхи çак тапхăрта - 2087/, уйăхсерен тивĕçекен тÿлеве 1366 çемье илсе тăрать;

нумай ачаллисене пулăшас тĕллевпе çĕр лаптăкĕсем уйăраççĕ. 2011 çулхи акан 1-мĕшĕнчен 1590 çемье сертификат илнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.