Комментировать

26 Июн, 2017

Суя эмелсем сутнă

Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк чирлесе йышлăн вилни эмелсем пирки сăмах пуçарма хистет. Иккĕленÿ пушă вырăнта çуралман. Кăçалхи 3 уйăхра кăна Чăваш Енре 50 тĕрлĕ ытла контрафакт тата пахалăхсăр эмел куç тĕлне пулнă. «Антидиарейко» /Испани/, «Байкокс» /Германи/, «Био-метросанит» /Раççей/, «Тетразоль» /Раççей/, «Йодометрин» /Раççей/, «Аквариумри шыв кондиционерĕ «Ихтиофор» /Раççей/ тата ытти препарата тĕп тума тивнĕ.

Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ хăйĕн сайтĕнче суя эмел тупса палăртни пирки пĕлтерсех тăрать. «Росветфарм» общество ветеранире усă курма кăларнă «Ÿт валли усă курмалли шĕпĕн курăкĕ» препарат тĕлĕшпе йĕркеленĕ тĕрĕслевсем нумаях пулмасть вĕçленчĕç. Суя 1599 флакон тупса палăртнă! Эмелĕ контрафакт пулни пирки кăна мар, ку тата ытти препарата мĕнле упрани пирки те ыйтусем сиксе тухнă тĕрĕслевçĕсен.

Тĕрĕслевсем çакна çирĕплетеççĕ: эмелсене упрамалли условисене пăхăнманни, температурăпа нÿрĕклĕх шайне кăтартакан ятарлă приборсем пулманни — çине-çинех тĕл пулакан йĕркесĕрлĕх.

Сиплев япалисене ятарлă лицензисĕрех сутнă: Чăваш Енре пĕлтĕр кăна çакăн йышши 10 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларма май килнĕ. Сăмах май, асăннă управлени 2016 çулта Чăваш Енре 24 лицензи панă. Паянхи кун тĕлне республикăра ку енĕпе ĕçлеме 64 лицензи илнĕ.

Пĕлтĕрхи кашни тĕрĕслев тенĕ пекех çитменлĕхсем тупса палăртнă: Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Красноармейски, Шăмăршă, Муркаш, Элĕк, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар, Улатăр районĕсенче, çавăн пекех Муркаш тата Шăмăршă салисенче, Çĕмĕрле тата Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Куславкка хулисенче. Кăçалхи 3 уйăхра ирттернĕ 13 тĕрĕслев Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Шăмăршă, Муркаш, Шупашкар районĕсенче тата Шупашкар, Куславкка хулисенче йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларма май панă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.