Комментировать

7 Авг, 2017

Етĕрне районĕнче лашапа ăмăртса чупакансен тупăшăвĕ иртнĕ

Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи лаша заводĕнче лашапа ăмăртса чупакансен Атăлçи тăрăхĕнчи тупăшăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри, Тутарстанри, Пушкăртстанри, Саратов, Чĕмпĕр облаçĕсенчи тата ытти тăрăхри спортсменсем хутшăннă.

Ăмăртăва пынисене Чăваш Енĕн Правительствин Пуçлăхĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Софронов саламланă. Лаша завочĕн гендиректорне Роман Малова вице-премьер Тав хучĕпе чысланă. Лаша спортне аталантарнăшăн Сергей Артамонов заводра ĕçлекенсене тав тунă.

Атăлçи кубокне Фаянс ăйăрпа Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри Альберт Хамбиков çĕнсе илнĕ. Ăна Етĕрнери сĕт завочĕн парни лекнĕ.

 

 

Рубрика: