Комментировать

24 Авг, 2017

Пысăк та телейлĕ çемье пирки ĕмĕтленет

Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ аякри Мурманск хулинче контракт мелĕпе службăра тăракан Андрей Исаев кашни отпускрах тăван тăрăха килет. 18 çул тултарсан патшалăх ăна хваттерпе тивĕçтернĕ. Каччă ăна хăйне килĕшнĕ пек илем кĕртес тĕллевпе сĕтел-пукан туяннă. Хăтлăскерте пурнăçпа туллин киленсе кун кунламашкăн веçех пур пек. Çемье ăшши çеç çитмест ăна. Черетлĕ отпуска килмессерен ашшĕпе амăшĕ ăна: «Ывăлăм, çитрĕн-и?» — теессĕн туйăнать.

Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă

Çемье çавăракансем телейлĕ пурнăç, сак тулли ача пирки ĕмĕтленеççĕ. Юлашки сывлăш ту-хиччен пĕрле пулма тупа тунăскерсем тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парса çĕршывшăн юрăхлă çын пулма вĕрентеççĕ. Василипе Елена Исаевсем те пысăк çемье пирки ĕмĕтленнĕ. Турă вĕсене илтнĕ: часах çемьене виçĕ «çĕнĕ кайăк» пĕр харăс килнĕ. Çут тĕнчене килнине пĕлтерсе пĕрремĕш Алексей кăшкăрса янă, кайран — Андрей, унтан хĕр пĕрчи — Анастасия. Вĕсем лайăх аталаннă. Пĕчĕкскерсен сасси çурта хаваслăхпа тултарнă. Аслашшĕ те мăнукĕсене утьăкка сиктерсе савăннă. Телейлĕ çемьен лăпкăлăхне ăнсăртран алăкран шакканă инкек татнă. 2 çулти Алеша ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Тăван тĕпренчĕкне хура тăпрапа хуплани амăшĕшĕн çĕр çинчи чи пысăк хуйхă. Вăл ăна варта 9 уйăх йăтса çÿренĕ, кайран унăн пĕрремĕш утăмĕпе тата йăл куллине савăннă-çке. Инкек Исаевсен пурнăçне хуçнă. Çапах шăпаран иртеймĕн. Елена Ивановнăпа Василий Иванович Андрейпа Настьăшăн малалла пурăннă. Вĕсене телейлĕ пурнăç парнелессишĕн чылай тăрăшнă ашшĕпе амăшĕ. Анчах çемьене каллех инкек килнĕ. Вăл çемьери кашни çыннăн чĕринче ĕмĕр сипленми суран хăварнă.

— Тăван колхозра чылай çул тăрăшса ĕçленĕ атте ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Ун чухне эпир Настьăпа 2-мĕш класра вĕренеттĕмĕр. Çакă пире хытах хуçрĕ. Тепĕр икĕ çултан йăмăкăмпа иксĕмĕр малтан — асаттене, кайран аннене çухатрăмăр. Эпир хăр тăлăха юлнине, çывăх çыннăмăрсем текех нихăçан та пирĕнпе пулмассине ĕненме питĕ йывăрччĕ, — пурнăçĕнчи йывăр самантсене аса илчĕ 22-ри яш.

Çĕр чăтайми хуйхă пĕчĕкскерсен чĕрине амантнă. Настьăпа Андрей пурнăçри йывăрлăхсене иккĕн çеç парăнтармаллине лайăх ăнланнă.

— Йывăр çак тапхăрта пире манăн хĕресне аттен çемйи пулăшрĕ. Александрпа Людмила Эрива-новсем пире хăйсен çемйине йышăнчĕç. Хĕресне атте «Труд» колхозра водительте 25 çула яхăн тăрăшать. Мăшăрĕ Людмила Михайловна ялти культура çуртĕнче ертÿçĕре чылай çул ĕçленĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Вĕсем Настьăпа иксĕмĕре тĕрĕс воспитани парассишĕн çунчĕç, яланах маттур пулма вĕрентетчĕç. Çакăнш ă н в ĕ с е н е тав сăмахĕ калас килет. Настьăпа иксĕмĕре хÿтте илнĕ çемье пирĕншĕн çывăх пулса тăчĕ. Манăн шухăшпа, кашниех ют ачана çемьене йышăнма пултараймасть. Çак утăма хăюллисем çеç тăваççĕ. Йăмăкпа иксĕмĕр унта 18 çулччен пурăнтăмăр. Халĕ Чăваш Ене килмессерен вĕсем патне кĕрсе тухмасăр каймастăп. Тăван тăрăха отпуск вăхăтĕнче çеç мар, кÿршĕ регионсене командировкăна килсен те çитме тăрăшатăп. Пире çемье ăшшине парнеленĕ çыннăмсем патне хăнана кĕмесĕр чун чăтмасть. Ялта тăван кил пушах ларать. Унта кĕрсе тухмасăр та çула тухмастăп, — каласа кăтартрĕ Андрей. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.