Комментировать

24 Авг, 2017

Çăкăр мĕнле пулать?

Ача садне çÿрекенсем çуллахи вăхăта кăсăклă та хаваслă ирттереççĕ. Кашни кунах — тĕрлĕ мероприяти. Сăмахран, «Çĕр ĕçченĕн кунĕнче» иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнрисем çăнăх мĕнле пулнине тата унпа мĕнле усă курмаллине пĕлчĕç. «Алăпа тытса пĕл» вăйăра вĕсем çăнăха манна кĕрпинчен, сахăртан, крахмалран уйăрма хăнăхрĕç. Анчах эпир çиекен икерчĕ мĕнле пулать-ши? Çакна воспитатель хăй кăтартса пачĕ. Унăн ĕçне сăнанă май хĕр ачасен те икерчĕ пĕçерес килчĕ, çакна вĕсем вăйă мелĕпе пурнăçларĕç, унтан хăнасене «сăйларĕç». Тутлă апат хыççăн çăнăхран тунă япаласене курса киленчĕç, вĕсен ячĕсене аса илчĕç, кама мĕн килĕшнине пĕлтерчĕç. Ольга Петровна воспитатель «Çăкăр лавкки» вăйă та ирттерчĕ. Ачасем унта хастар хутшăнчĕç, кĕске пуплев йĕркелеме, калаçура çăкăр-булка ячĕсемпе усă курма, пĕр-пĕринпе тарават пулма хăнăхрĕç. «Пĕчĕкçĕ гномсем» ушкăна çÿрекеннисем валли кăсăкли чылайччĕ: «Машинăсем элеватора тырă турттараççĕ», «Çĕре пĕрчĕ ÿкрĕ» вăйăсем тата ытти те. Тутлă кукăль е кулач çиес тесен мĕн чухлĕ тăрăшмаллине ачасем лайăх ăнланчĕç.

Çапла воспитательсем пĕчĕккисене тавралăха сăнама хăнăхтарнă май вĕсен тавракурăмне анлăлатаççĕ.

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.