Комментировать

26 Апр, 2014

Йăх-несĕле сума сăвать чăваш

Чăваш халăхĕн истори тымарĕ тарăн. Ĕмĕрсене пĕрлештерекенскер çирĕпленсе кăна пырать. Нумаях пулмасть республикăра регионсен хушшинчи йăх йывăçĕсен виççĕмĕш конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта 23 ĕç тăратнă, вĕсенчен 6-не ачасем хатĕрленĕ. Жюри членĕсем Чăваш Республикинче, Тутарстанра, Мускав çывăхĕнче, Челябинск облаçĕнче, Чĕмпĕрте, Ĕпхÿре, Красноярскра, Новосибирскра пурăнакансен ĕçĕсене хак панă. Несĕлсене асра тытать, сума сăвать паянхи ăру! Аякра тĕпленнĕ чăвашсен мăн аслашшĕ-асламăшĕ, мăн кукашшĕ-кукамăшĕ пирĕн тăрăхра çуралса вăй илни паллă. Йăх йывăçĕ çулсерен паркаланнă пекех чăваш чĕлхи те аталанса пынине курас килет.

Конкурсра Новосибирскри Смирновсем çĕнтернĕ. Вĕсем темиçе сыпăкри тăвансен кун-çулне тĕпчесе пĕлнĕ. Çак çемьен йăх йывăçĕ 1745-2013 çулсенче çут тĕнчене килнĕ тăванĕсемпе паллаштарать.

Ĕçчен те мăнаçлă, ăслă та мухтавлă пирĕн халăх! Чăваш чĕлхи кунĕнче Иван Яковлев палăкĕ умне пуçтарăннисем çирĕплетсе каларĕç çакна. Шупашкарта кăна мар, республикăри районсемпе хуласенче те, йăхташăмăрсем пурăнакан ытти тăрăхра та çакнашкал митингсем иртрĕç.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов Иван Яковлевăн Халалĕсене ăша хывмалли тавра сăмах пуçарчĕ. Вĕрентсе калани, паллах, çутă малашлăха çул хывма пулăшать.

ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова хăйĕн сăмахĕнче çак кун Пĕтĕм чăваш диктанчĕ иртнине аса илтерчĕ. «Ху çĕклен те - халăхна çĕкле», - Никита Бичуринăн Халалĕ çинче чарăнса тăчĕ вăл. Çавнашкалах ачасене, мăнуксене чăвашла вĕрентме чĕнсе каларĕ.

ЧНК вице-президенчĕ Петр Ивантаев çак эрнере Чăваш Ен делегацийĕ Кăнна Кушкине кайса килни çине пусăм турĕ. Çул çÿрев хыççăн Иван Яковлев çуралнă тăрăха аталантарасси çинчен республикăри влаç çыннисемпе калаçнине палăртрĕ вăл.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторăн çумĕ Геннадий Максимов калашле, çакăнта пуçтарăннисене юрлă çумăр та витереймест, чăвашла пĕлни, тăван халăха юратни вара вăй парса тăрать. ЧНК урлă чăваш кĕнекисене йăхташăмăрсем патне çитересшĕн вăл. Çак ĕçе усламçăсене явăçтарасшăн. Республика тулашĕнчи ял, шкул библиотекисем çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлансан тем пекехчĕ.

Пилĕк çул каялла ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш наци радиовĕ ĕçлеме пуçларĕ. «Çумăр çусан тыр-пул ăнса пулать. Эпир çакăнта калаçни те ырă çимĕç патăрччĕ», - палăртрĕ Чăваш наци телерадиокомпанийĕн пуçлăхĕ Александр Магарин. Уяв тĕлне вĕсем çамрăк сăвăçсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Канаш районĕнчи Шăхасан вăтам шкулĕнчи Михаил Остряков ыттисене хыçа хăварма пултарнă. Александр Николаевич ăна дипломпа хавхалантарчĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ Геннадий Кириллов çĕр пичĕ çинчен çухалнă чĕлхесене аса илчĕ. Çырулăх аталанайманран сыхланса юлайман вĕсем. Çавна пула халăхăн кун-çулĕ паллă мар. Совет тапхăрĕнче те 70 çулта 23 чĕлхе пĕтнĕ. Чăваш чĕлхи нихăçан та вĕсен йышне кĕмĕ. Инçетренех илтĕнекен сăвă йĕркисем те, юрăсем те çак шухăша çирĕплетрĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.