Комментировать

31 Авг, 2017

Лена «Танцы» шоура ташлĕ

Шупашкар пики Елена Студенцова ТНТ каналпа кăтартакан «Танцы» шоу кастингне хутшăннă. Вăл Новосибирск хулинче иртнĕ.

Лена сцена çинче 5 хĕртен тăракан ушкăн йышĕнче ташланă. Хореограф профессине алла илнĕскер тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă. Пикесен ушкăнĕ ахаль ташă суйламан, вĕсем хальхи модăпа килĕшсе тăракан тверк ташланă. Жюри хĕрсен пултарулăхне ырланă, пысăк хак панă та «Танцы» телепроекта йышăннă. «Тĕрĕссипе, эпир питĕ пăлхантăмăр. Ку пирĕн, уйрăмах манăн, сăнра та палăрчĕ-тĕр. Ÿкерÿ пуçланиччен 2 кун маларах çеç пире кĕвĕ суйласа пачĕç. Тĕплĕн хатĕрленмешкĕн вăхăт питĕ сахал пулчĕ. Анчах эпир çанă тавăрса тăрăшрăмăр, кĕске вăхăтрах кĕвве ăнланса унпа еплерех ташламаллине палăртрăмăр. Шоу продюсерĕсем пирĕн валли суйланă трек питех килĕшмерĕ пулин те хаваслăн хускалма пултартăмăр. Кĕвĕ хавхалантармасан ташлама кăмăл çук вĕт. Жюри умĕнче ташланă вăхăтра чĕре кăкăртан тухса ÿкесле тапрĕ. Нимĕн те астумастăп! Ташă вĕçленнĕ хыççăн сцена çине тепĕр хут тухас кăмăл çуралчĕ. «Танцы» проекта лекни маншăн — çунатлă ĕмĕтсенчен пĕри пурнăçланни», — пĕлтернĕ ташă ăсти. Медицина енĕпе вĕреннĕскер икĕ çул каялла Мускава интернатура тухма кайнă. Пике пушă вăхăтра ташă урокĕсене ертсе пырать. Вăл хĕрсене тверк ташлама вĕрентет.

Палăртса хăварам: тверк /twerk/ ташлакансем купарчапа тата пĕçĕпе кăна хусканусем тăваççĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.