Комментировать

12 Янв, 2018

Парăма пула килтен кăларса янă

Шупашкарта пурăнакан çемьене хваттертен кăларса янă. Куккăшĕпе тăванĕн ывăлне общежитире пÿлĕме куçарма йышăннă. Сăлтавĕ хваттер укçине тÿлеменнинче.

Шупашкарти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — Чернышевский урамĕнчи 12-мĕш çуртри муниципаллă хваттерте пурăнакан çемьен парăмĕ 206,7 пин тенкĕпе танлашнă. Çаксем 2013 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа коммуналлă тăкаксемшĕн тÿлемен. Вĕсене пĕрре мар асăрхаттарнă — усси пулман. Управлени суда тавăç тăратнă.

Халĕ явапсăррисен çĕнĕ вырăна хăтлăлатма, парăма татмашкăн укçа шырама тивĕ. Хваттертен кăларса яни парăма татнине пĕлтермест.

 

Рубрика: 
Теги: