Комментировать

24 Янв, 2018

Фельдшерсем тивĕçĕç

2018 çултан «Земство тухтăрĕ» программăпа яла ĕçлеме каякан фельдшерсем те пулăшу илме пултараççĕ.

Унччен асăннă программа тухтăрсене кăна пырса тивнĕ. Ялта ĕç вырăнĕ суйласа илнисене патшалăх 1 млн тенкĕ парса пулăшнă. Кăçалтан вара программăпа фельдшерсен те усă курма май пур. Яла пилĕк çула ĕçлеме каякансене 500 пин тенкĕ компенсаци парĕç. 2018 çулта программăна 50 фельдшер хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем республикăри ФАПсенче ĕçлеме тытăнĕç.

«Земство тухтăрĕ» хута кайнăранпа ялти сиплев çурчĕсене 371 çамрăк тухтăра явăçтарма май килнĕ. Çав шутра 2017 çулта — 56.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.