Комментировать

24 Янв, 2018

Хаклă портрет

Хаçат-журнала чылайранпа хулари Грасис урамĕнчи пĕр киоскра туянатăп. Пĕррехинче унта Сталинăн портретне асăрхарăм та туянма шухăшларăм.

— Сутмалли мар вăл, — татса хучĕ сутуçă. — Хама та çар тумĕ тăхăннă çын парнелесе хăварчĕ, курăнакан вырăна çакма ыйтрĕ.

— Кам парнеленине чухлатăп. Вăл ман çурта хирĕç пурăнать. Паллă уявсенче балкон çине хĕрлĕ ялавпа пĕрле Сталин портретне те çакать, — ăнлантартăм эпĕ.

Уйăхран каллех хайхи киоска çаврăнса çитрĕм. Ку хутĕнче иртнĕ ĕмĕрти «халăхсен çул пуçĕн» портречĕ çукчĕ ĕнтĕ.

— Эсир Сталин сăнне сутмалла мар терĕр-çке…

— Эй, ку çĕр çăтман Сталина пула улталаса хăварчĕç! Ма çакрăм-ши ăна? — çиллессĕн хăйне хăй ятларĕ сутуçă.

— Кам туянчĕ вара? — хайхи портрета туянса юлайманшăн пăшăрханса ыйтрăм унран.

— Темле Гена текен мăран этем килчĕ те тилмĕрсе ыйтрĕ. Унтан сĕтел çине пĕр купа сарă вак укçа кăларса хучĕ. Чăтаймарăм, тыттарса ятăм. Вăл кайсан шутлама тытăнтăм та чутах кайса лараттăм. Мана 1947 çулхи укçа реформиччен кăларнисене парса хăварнă иккен. Сталина ниме тăман тимĕр-тăмăрпа улăштартăм.

— Уншăн пăшăрханма кирлĕ мар, вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш укçа реформине 1947 çулта, Сталин пуç пулнă вăхăтра ирттернĕ. Хăш-пĕр ертÿçĕ Сталина каçса кайсах мухтать, — ăнлантартăм ăна. Хрущев хуçаланнă тапхăрта, 1961 çулхи укçа реформи вăхăтĕнче, унашкал пăтăрмахсем пулнă. Çавăнпа кивĕ укçасемпе сăмакун сутакан кинемейсене те улталанине пĕлетĕп.

— Сăмакун сутса услам тăвакансене улталанăшăн çылăх мар! Мана, пенсионера, тÿрĕ кăмăлпа хаçат-журнал сутаканскере, мĕншĕн шĕвĕртес? — çав-çавах лăпланмарĕ утмăлтан иртнĕ хĕрарăм.

—Малашне тимлĕрех пулăр. Патшалăх ертÿçисем çывăх вăхăтра укçа-тенкĕ улăштарасси пирки шарламаççĕ, — тесе сыв пуллашрăм унпа.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.