Комментировать

7 Фев, 2018

Пахалăхне кура - хакĕ

Комсомольскинче Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски районĕсен ертÿçисем, сĕт пуçтаракансемпе тирпейлекенсем «çавра сĕтел» хушшинче çивĕч ыйтăва — сутлăх сĕт хакне, пахалăхне — сÿтсе яврĕç. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕ.

Выртан чул айĕнче шыв юхмасть

Хĕлле сĕт хакĕ ÿсес вырăнне сасартăк чакни шухăшлаттарать ял халăхне. Пирĕн республикăра кăна мар, Раççейĕн 50 регионĕнче çакăн пек лару-тăру. Министр ăнлантарнă тăрăх, ют çĕршывран типĕ сĕт, услам çу ытларах илсе килме тытăнни, курттăм сутакан хак чакни вырăнта туса илекеннине палăрмаллах йÿнетсе ячĕ. <...> Çав хушăрах халăх сĕт юр-варне сахалрах çиме тытăнни те сисĕнет. Раççей Ял хуçалăх министерстви тишкернĕ тăрăх, пĕлтĕр, 2016 çулхипе танлаштарсан, çак кăтарту çын пуçне 5,6 кг чакнă. <...>

РФ Ял хуçалăх министерстви Раççей территорине ют çĕршывран йÿнĕпе типĕ сĕт илсе килессине чакармашкăн, монополистсем,  рейдерсем каварлашса хак тăвасран мерăсем йышăнать.

Анчах хамăрăн та <...> сĕт туса илекен кил хуçалăхĕсен кооперативсене пĕрлешмелле. Çакă чĕр тавара вырнаçтарма, тирпейлеме, пахалăха тĕрĕслесе тăрассине, продукци хатĕрлесе кăларассине йĕркелеме май парĕ. Хушма тупăш вара кооперативрах юлĕ.  Выльăх-чĕрлĕх йышлă усракансем фермер хуçалăхĕ йĕркелесе грант, сутнă 1 л сĕт пуçне субсиди илме пултараççĕ. <...>

Сĕт вырăнне...

Ирсерен ялсене вуншар машина сĕт пуçтарма тухса каять: райпон, хуçалăхсен, пайтаçăсен. Çав шутра документсăр, хăйсем тĕллĕн хуçаланакансем те пур. Вĕсем бюджета налук, ытти тÿлев хывмаççĕ. <...>  Малашне ун пек усламçăсен çулне пÿлĕç, пуçтарнă чĕр тавара ăçта ăсатнине тĕрĕслесе тăрĕç. Республикăра кăна мар, çĕршывĕпех ку енĕпе йĕрке çирĕпленĕ.

— Пирĕн тăрăхра та кил хуç алăхĕсенчен 1 л сĕте 13 тенкĕпе илме хăтланакансем пулчĕç. Чĕнтерсе калаçнă, ăнлантарнă хыççăн хака хăпартрĕç. Районĕпе вăтам хак 14,15 тенке çитрĕ, — пĕлтерчĕ Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов. — Хушма хуçалăхсенче сĕт ытларах туса илсе сутаççĕ /65%/. Хĕллехи тапхăрта нумай çемьешĕн вăл — тĕп тупăш çăл куçĕ. Çавăнпа хальхи лару-тăру вĕсене кулянтарать. Пирĕн вара вĕсене пулăшмаллах.

«Çавра сĕтел» хушшинчи тепĕр çивĕч ыйту — чĕр тавар пахалăхĕ. Патăрьел тăрăхĕнче те сиплĕ çимĕçе ял çыннисем ытларах туса илеççĕ /73%/. <...>  Хальхи вăхăтра 1 литрĕ — 13-16,50 тенкĕ. Организацисенне тиркеймĕн, пахалăхĕ аван. «Анчах халăхпа мĕнле ĕçлемелле? — ыйтрĕ Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. — Нумайăшĕ сĕте шыв хушса юрăхсăра кăларать. <...> Тулли верси...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.