Комментировать

15 Фев, 2018

"Тантăшри" рубрика: ÇЫРАВÇА ЫЙТУ ПАР

Ырă кун пултăр, «Тантăш» хаçат ĕçченĕсем! «Çыравçа ыйту пар» акци иртессине пĕлсен эпĕ те сирĕн пата çырас терĕм. Манăн Ольга Австрийская çамрăк çыравçă валли ыйту пур. Унăн «Чăлах пуканесем» кĕнекипе паллашрăм. Унти калавсене кăсăкланса вуларăм. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Оля сăвă та çырать. Манăн ыйту: Оля чи малтан сăвă е калав çырма пуçланă, пĕрремĕш хайлавĕ мĕн çинчен пулнă? Тата çак кĕнекере кушак сăнарĕ час-часах тĕл пулнине асăрхарăм. Вăл кушаксене питĕ юратать-ши? Килĕнче миçе кушак усрать? «Кÿршĕ кушакĕ» калаври пек вăл ача чухне вĕсен сухалне хачăпа касман-ши?

Ваня ИВАНОВ, Çĕмĕрле районĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ, çыравçă:

— Çапла, эпĕ сăвă та хайлатăп. Анчах чи малтан, 3-мĕш класра, «Чарусăр чăх чĕппи» юмах çырнăччĕ, ăна кĕнеке пек те хатĕрленĕччĕ. Кайран «Ачапча» хаçата çырусем яма пуçларăм. Пичетленнĕ пĕрремĕш хайлавăм — «Ухмах патша» юмах. Ун чухне эпĕ 4-мĕш класра вĕренеттĕм. Юмахри ĕçсем çапларах. Патша йĕлтĕрпе ярăнма шухăшланă, анчах майне пĕлмен. Темиçе йĕлтĕр те улăштарнă, усси пулман. Чăнлăхне ăна пĕр ватă çеç каланă. «Айăпĕ — хăвра, ярăнма пĕлместĕн», — тенĕ. Кайран çакна патша хăй те ăнланса илнĕ .

Çапла, кушаксене питĕ юрататăп. Кирек хăшĕ те: çăмламасси, самăрри, ырханни, пĕчĕкки, пысăкки — манăн кăмăла каять. Пирĕн килте икĕ кушак. Шурă-сăрă тĕсли Пĕçук ятлă. Сăмах май, пирĕн пур кушак та — Пĕçук. Тепри вара алла хăнăхман. Вăл сăрă тĕслĕ. Ачашланма юратмасть, апат çиме кăна килет. Эпир ăна Кашкăр тесе чĕнетпĕр. Хÿри те тукмак пек курăнать унăн.

Пĕчĕк чухне кушаксене нихăçан та кÿрентермен. Халĕ те çаплах. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.