Комментировать

22 Фев, 2018

«Иваново мистерĕ - пирĕн ентеш

Çак ята Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă Степан Оборин тивĕçнĕ. Ачаранпах «пикесен хулинче» пурăнаканскер конкурсра мĕнпе палăрнă-ха? Ăна мала тухма мĕн пулăшнă?

«Иваново каччи» ята çĕнсе илессишĕн тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илекен 20 çамрăк тупăшнă. Хĕрÿ ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Ивановăри пушарпа çăлав академийĕн студенчĕ Степан Оборин çĕнтернĕ. Пирĕн ентеш ыттисемпе пĕрле тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухнă: спорткомлексра тата фитнес-клубра вăй виçнĕ, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕнче» ăмăртнă, культура çурчĕн сцени çинче пултарулăхне кăтартнă. Унсăр пуçне яшсем финала хатĕрленнĕ май Ача çуртĕнче уяв йĕркеленĕ, ГТО нормативĕсене пурнăçланă.

Степа анкетăра хăйĕн вăйлă енĕсене палăртнă: ырă кăмăллăх, çынна пулăшма хатĕр пулни, тĕллевсене пурнăçлама ăнтăлни. 20-ри яша çак енсем тата çине тăма пĕлни «Иваново мистерĕ» ята тивĕçме пулăшнă та.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.