Комментировать

20 Апр, 2018

Пăлхар-сăварсен çутă тивлечĕ

Чăваш автономи облаçне /ЧАО/ туса хунăранпа 2020 çулта — 100, Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 2019 çулта 550 çул çитет.
Чăваш Енре пурăнакансемшĕн çак юбилейсем чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш халăхĕн нумай çула тăсăлнă ĕмĕчĕ 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче тулнă: РСФСР Пĕтĕм Раççейри Ĕç Тăвакан Комитечĕ тата Халăх Комиссарĕсен Совечĕ Чăваш автономи облаçĕ тума йышăннă. Вĕсем «Автономин Чăваш облаçĕ çинчен» декрет кăларнă хыççăнах халăхăн территорине чикĕлессипе, облаçăн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене татса пама тытăннă. Юбилейччен ку темăна журналта уйрăммăн çутатма вăхăт пур-ха. Номерте чăвашсем автономи- территори тăвас ыйтăва 1920 çулччен чылай маларах сÿтсе явни çинчен сăмах пуçарас килет.
Йăхташăмăрсен — пăлхар-сăварсен — патшалăх пулнине историксем тахçанах çирĕплетсе панă. Аслă Пăлхар тата Сăвар Çурçĕр Кавказра VII-VIII ĕмĕрсенче тĕвĕленнĕ. Несĕлĕмĕрсем Вăта Атăл тăрăхне хăпарсан пăлхар-сăвар йăхĕсен пĕрлĕхне чăмăртанă, унта финн-угорсене те пĕрлештернĕ.
IX ĕмĕр вĕçĕнче вĕсем тепĕр администраци- территори — Атăлçи Пăлхар — хывнă. Унта хальхи Самарпа Ульяновск облаçĕсен, Пенза облаçĕн пĕр пайĕн, Тутарстанăн кăнтăр-хĕвел анăç тата Кама леш енчи, Чăваш Республикин кăнтăр-хĕвел тухăç районĕсенчи çĕрĕсем кĕнĕ. X-XIII ĕмĕрсенче пĕр культура, йăла-йĕрке тытса авалхи пăлхар-сăвар халăхне йĕркеленĕ. Политика тытăмĕ, экономика, культура енĕпе Атăлçи Пăлхар Киев Руçĕпе, Хĕвел анăç Европăри патшалăхсемпе танлашнă. 1236 çулта ăна монгол-тутарсем салатнă хыççăн пăлхар-сăварсем патшалăхсăр юлнă.
Чăвашсем 1551 çултанпа — Вырăс патшалăхĕнче. Вĕсене халăха чăмăртакан, экономикăна, культурăна, чĕлхене çыхăнтаракан пĕр кĕпĕрне туса паман, тĕрлĕ наци çыннисем пурăннă уессемпе вулăссене кĕртнĕ. Сăмахран, 1709 çулта Чĕмпĕр, Хусан, Чулхула уесĕсене çыпăçтарнă. Çапла майпа пĕр тĕп хулаллă территори автономийĕнче çирĕпленме паман. Хутла пĕлмен чăвашсем уессен центрĕсенче влаçа лекеймен, хуçалăх ĕçне явăçайман. 1781 çулта вĕсене Чĕмпĕрпе Хусан кĕпĕрнисен чиккипе уйăрнă. Патшасем «инородецсене» çутта кăларассишĕн, вĕсен пурнăçне лайăхлатассишĕн питех тăрăшман. XVII ĕмĕр пуçламăшĕнчен тытăнса XIX ĕмĕрччен Атăл тăрăхĕнчи халăхсене, вăл шутра чăвашсене те, тимĕр- кĕмĕлрен савăт-сапа ăсталама та чарнă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурричченех Чăваш Енре промышленноç предприятийĕсем пулман.
Хăйсен патшалăхне XIII ĕмĕрте çухатнă йăхташăмăрсем халăха, культурăпа чĕлхене пĕрлештерекен, çынсен мĕн пур ыйтăвне татса пама пулăшакан администраци-территорисĕр пурăннă 700 çул хушшинче наци пуласлăхне еплерех йĕркелесси, Раççей патшалăхĕнчи ытти халăхпа пĕр тан пуласси çинчен нумай шухăшланă. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсем авалхи истори докуменчĕсенче упранса юлман. Пирĕн пата çитнĕ сăмахлăхра вĕсем нумай.
II Александр /1818-1881/ реформисен тапхăрĕнчи социаллă пурнăçпа экономикăри, политикăри улшăнусем Атăл тăрăхĕнчи халăхсен историйĕн çĕнĕ страницисене уçнă. Общество-политика пурнăçне либерализацилени, çынсен прависене сарни, шкулсем ытларах уçни чăвашсене вĕренме, тĕрлĕ специальноçа алла илме çул уçса панă. Халăха çутта кăларас ĕçе Н.Ильминский, Н.Золотницкий, И.Яковлев, И.Ульянов, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ пысăк тÿпе хывнă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи çĕршыври либераллă реформăсем чăваш наци юхăмне йĕркелесе çитерме, чăваш халăхĕн тĕп туртăмне уçăмлатма, лозунгĕсене, политика тĕллевне, халăхăмăрăн чи çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли çулсене йĕркелесе çитерме пулăшнă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче чăвашсен этника территорийĕ йĕркеленсе çирĕпленнĕ. Унта Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисенчи 7 уес кĕнĕ, чăвашсен йышĕ 78 процентпа танлашнă.
Автономи ыйтăвне çĕклесси патне çитнĕ чăваш наци юхăмĕн хастарĕсем влаç умне политика лозунгĕсем тăратма, этника эмансипацине тивĕçтерме /халăха пусмăртан хăтарма/ 1917 çул тĕлне политика партийĕсемпе общество организацийĕсем йĕркеленĕ.
Пĕрремĕш вырăс революцийĕнче /1905-1907/ Атăл тăрăхĕнчи халăхсен наци юхăмĕ сарăлсах пынă. Чăвашсен çамрăк интеллигенцийĕ халăхăмăр пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене çивĕч лартнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.