Комментировать

20 Апр, 2018

«Чăваш бройлерĕнче» ĕç укçи илеймеççĕ

Предприяти коллективĕ умĕнчи ĕç укçи парăмĕ пухăнса кайнăран пĕр кун маларах кунта тивĕçлĕ органсене пĕлтермесĕрех «забастовка» пуçланă. Брифинг иртнĕ кун хуралçăсем унта хутшăнса аш ещĕкĕсене тиесе тултарнă автотранспорта общество территорийĕнчен кăларса яман. Фабрика акцийĕсен пысăкрах пайне тытса тăракан А.Четвериковăн предприятири представителĕсем çийĕнчех полици нарядне чĕнтернĕ.
Сергей Артамонов «Чăваш бройлерĕ» республика экономикинче нумай çул пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине, предприятие Вадим Николаев /халĕ РФ Федераци Канашĕн членĕ/ ертсе пынă чухне çулталăкра суту-илĕве 11-12 пин тонна аш ăсатнине, пĕлтĕр 5 пин тонна çеç какай тирпейленине палăртрĕ. Паллах, çак калăпăш республика Правительствине тивĕçтермест, общество акцийĕсен 51% хуçинчен, Раççейри «Справедливая Россия» партирен РФ Патшалăх Думин депутачĕ пулнă А.Четвериковран производство калăпăшне ÿстерме, шалу парăмĕпе татăлма ыйтать.
Укçа çаврăнăшĕ пĕчĕккине пула предприяти финанс тата унпа çыхăннă производство ыйтăвĕсене темиçе çул татса параймасть. Вăл çуллен пысăк тупăш илнĕ, 400 ытла çын ĕçленĕ. Халĕ кунта 79-ăн çеç. Çав шутран 22-шне отпуска янă. 214-шне, вăл йышра обществăран кăларса янисене, шалу парса татма васкамаççĕ. Парăм 5 млн тенкĕ майлă.
— Коллектив мĕншĕн тарăхнине пĕлетпĕр, — терĕ вице-премьер. — Çынсем хăйсене илтчĕр, чун ыратăвне ертÿçĕсем пĕлччĕр теççĕ.
Вице-премьер мĕнле сăлтавсене пула фабрика умне йывăрлăхсем тухса тăнине ăнлантарчĕ. Предприятие сăнав тапхăрне кĕртиччен, 2016 çулта, общество ертÿçи И.Мяснянкин «ТЕНИ-ТОРГ» обществăпа тăватă килĕшÿ çирĕплетнĕ. «Чăваш бройлерĕ» вĕсене пурнăçа кĕртсе чăхсем çитĕнтерет, ашне тирпейлесе сутать. Çав килĕшÿсемпе ĕçленĕ тапхăрта фабрика парăмĕ пысăклансах пынă. «ТЕНИ-ТОРГ» обществăпа тивĕçлĕ ĕç туса панăшăн вăл укçа ниепле те кĕтсе илеймест.
— Çав предприяти «Чăваш бройлерĕпе» вăхăтра татăлнă пулсан пысăк парăм пухăнмастчĕ, — пĕтĕмлетрĕ вице-премьер.
Чăрмава сирес тĕллевпе министр общество коллективĕпе тĕл пулассине, çивĕч ыйтăва сÿтсе явма ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин, Шупашкар районĕн прокуратурин, республикăри патшалăх ĕçлев инспекцийĕн представителĕсене явăçтарассине систерчĕ. «Чăваш бройлерĕ» «ТЕНИ-ТОРГ» обществăран 23 млн тенкĕ парăма шыраса илме суда тавăç тăратнă. Унăн ларăвĕсем пыраççĕ ĕнтĕ.
Наталья Тимофеева предприяти 2015 çултанпа, А.Четвериков аллине лекнĕ организацисен çĕнĕ ертÿçисене лартнăранпа, пĕр вырăнтан хускалаймасăр тăнине палăртрĕ. Унтанпа фабрика тилхепине тытнă ертÿçĕсем «Чăваш бройлерне» аталантарма май паман килĕшÿсем çирĕплетнĕ. Н.Тимофеева шухăшĕпе, вĕсене фабрикăна панкрута кăларма пултаракан йĕркесем те кĕртсе янă.
— Предприятие ертсе пынă çынсем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă, — пĕлтерчĕ министр. — Вĕсемсĕр пуçне «Чăваш бройлерне» тăкаклă ĕçлесси патне илсе çитерекен килĕшÿсене тишкереççĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.