Комментировать

21 Мая, 2018

Янрать Никольскийĕн «Хыпарĕ»

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн никĕслевçи çуралнăранпа паян 140 çул çитрĕ

1878 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи Шăмат вулăсне кĕрекен Купăрляра /халĕ ку Муркаш районĕ/ Василий Никитин /каярах Никольский/ хресчен çемйинче ывăл — Микула — çуралнă. Кил хуçи, Василий Никитич, вĕреннĕ çын пулнă, мишавайра çÿренĕ. Сывлăхĕ хавшанăран арăмĕпе Агриппина Степановнăпа /вырăс хĕрарăмĕ/ тăван тăрăхне таврăнсан хресчен ĕçĕпе пурăннă. Николайсăр пуçне çемьере тата икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕннĕ.
Шăматри земство училищи хыççăн Николай Шупашкарти тĕн училищинче, Хусанти тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ. Ашшĕ Николай Васильевича пуп тăвасшăн ĕмĕтленнĕ. Анчах ывăлĕ ăслăлăх патне, пĕлÿ илме туртăннă. Синодăн чи аслă вĕренÿ заведенийĕнчен — Хусанти тĕн академийĕнчен — 1903 çулта богослови кандидачĕн степенĕпе тата магистр ятне илсе тухать Н.Никольский.
Семинарире вĕреннĕ чухнех Николай Васильевич историпе, этнографипе кăсăкланать. Ку тĕлĕшпе Василий Магницкий унăн пысăк вĕрентекенĕ пулса тăрать. Каникул вăхăтĕнче те пулас профессор Василий Константинович патĕнче пулма юратнă. Николай Васильевич каярах аса илнĕ тăрăх, этнограф вĕсене тăван тăрăх историйĕ, археологийĕ пирки нумай каласа кăтартнă, тĕрлĕ вырăнпа çыхăннă халап-юмаха пуçтарма хушнă.
Академири хăш-пĕр дисциплина килĕшменрен Николай Васильевич Хусанти университетăн профессорĕсен хăш-пĕр лекцине — тăван чĕлхене аталантарассине пырса тивекеннисене — çÿренĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах Николай Ашмаринпа туслашнă. Николай Иванович чăваш чĕлхине, фольклора тĕпчес ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнă. 30 çул ытла пĕрле ĕçленĕ вĕсем.
Академирен Николай Васильевич 1903 çулта вĕренсе тухнă. Нимĕçпе араб чĕлхисене пĕлнĕ вăл. Кандидат ĕçне — «Чăвашсен хушшинчи христианствăна» — вырăс чиркĕвĕн аталанăвĕн историйĕнчи чи лайăх ĕç пек хакланă ун чухне.
Вырăс халăхĕ валли хаçат кăларас шухăша никам та тиркемен. Анчах вырăс мар халăхсем валли хаçат кăларас пирки калаçма пуçласанах хирĕçлеме тытăннă — вырăслану процесĕн пуçламăшне тăсать-мĕн ку. Сăмахпа пичет ирĕклĕхĕ çинчен Манифест йышăннă хыççăн та, 1905 çулта, «инородец» текен халăхсем валли хаçат-журнал кăларас ĕçе йĕркелессине ырлакансем пулманпа пĕрех.
1905 çулхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Н.Бобровников Н.Никольские чăвашла хаçат кăларма сĕнет, хăй вара издатель пулма килĕшет. Пĕчĕк канашлура пулас кăларăмăн планне палăртаççĕ, кĕпĕрнаттăр патне эрнере пĕрре «Хыпар» ятлă чăвашла хаçат кăлармашкăн ирĕк ыйтса çыру яраççĕ. Хурав нумай кĕттермест. Ирĕк çук тесе евитлеççĕ. Раштав уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Никольский «Хыпар» хаçат кăларма татах ыйтса çырать. Ирĕк илсенех ăна пичетлеме хатĕрленеççĕ. Кĕçех хаçат тухасси çинчен хĕрлĕ, симĕс, кăвак хут çине 300 экземпляра яхăн пĕлтерÿ пичетлеççĕ те Хусан, Чĕмпĕр, Самар, Ĕпхÿ, Эрĕнпур, Сарă ту кĕпĕрнисенчи чăваш ялĕсене ярса параççĕ…
«Пурин чунĕнче те савăнăç. «Хыпарăн» пĕрремĕш номерĕ тухнине хаçатра ĕçлекенсем чăваш халăхĕн, нацин пысăк уявĕ пек, культурăллă çĕнĕ пурнăçăн çуркунни пек йышăнса хакларĕç», — çырнă Николай Васильевич 1956 çулта. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.