Комментировать

22 Мая, 2018

Вăрмана кĕме, шашлăк хатĕрлеме юрамасть

Кăçал 21 çынна явап тыттарма тивнĕ те ĕнтĕ

Хĕвеллĕ кунсем савăнтараççĕ-ха, анчах çанталăк ăшăтнипе пĕрлех пушар тухас хăрушлăх та палăрмаллах ÿсет. Тĕп сăлтавсенчен пĕри типĕ курăка пăхса-сăнаса тăмасăр çунтарнипе çыхăннă. Типĕскер питĕ хăвăрт çунать, çавна май вут-çулăм вăрман е ял-сала патне çитме тата куçма, пысăк шар кăтартма пултарать. Специалистсем палăртнă тăрăх — типĕ курăка тивертсе кĕллентерсен тăпра çийĕнче пурăнакан пĕтĕм чĕрĕ организм вилет. Вăрман пушарĕсенче йывăçсем те, вĕçен кайăксемпе ытти чĕр чун та пĕтеççĕ. Паллах, вĕсем çынсемпе вĕсен кил-çуртне сиен кÿрес хăрушлăх та пур. Типĕ курăка тĕлли-паллисĕр çунтарассине чарса лартас тесе Раççей Правительствин 2015 çулхи чÿк уйăхĕнче кăларнă йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн РФ Пушара хирĕçле режимĕн правилисене улшăнусем кĕртнĕ. Асăннă улшăнусенче ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсем çинче, автомобиль çулĕсен конструкци элеменчĕсене вырнаçтарнă лаптăксенче, чукун çулăн сыхлав зонисенче типĕ курăка çунтарма, уйсенче кăвайт чĕртме юраманнине палăртнă.
Çурхи ейÿ иртсе кайсанах пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ пуçланнине палăртнăччĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов кăçалхи пуш уйăхĕнче иртнĕ пресс-конференцире. Акă кăçал ЧР Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пирĕн республикăра ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ пуçланчĕ. Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен Чăваш Енре пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетнĕ. Çак режим вăхăтĕнче ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсем çинче тата вăрман çывăхĕнчи лаптăксенче типĕ курăка çунтарма юрамасть. Вăрманта кăвайт чĕртсе шашлăк ăшалама, апат пĕçерме те чарнă.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре пушарнăйсем вут-çулăм ярса илнĕ типĕ курăка сÿнтерме 28 хут кайнă. Брандмейстерсем «хĕрлĕ автана» çуртсем çине куçма паман. Çакнашкал япăх тĕслĕхсен шучĕ ан пысăклантăр тесе МЧС ĕçченĕсем çу уйăхĕнчи уяв кунĕсенче çеç 93 профилактика рейчĕ ирттернĕ. Пушар надзорĕн ĕçченĕсем район-хула администрацийĕсемпе пĕрле ял-салара тата сад юлташлăхĕсенче рейдсем йĕркеленĕ. Уявпа кану кунĕсенчех ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Вăрман хуралĕ» хысна учрежденийĕн тата Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем вăрмансенчи пушарсенчен сыхланас тата хăрушсăрлăх правилисене пăсассине чарас тĕллевпе ятарлă мероприятисем ирттернĕ. Вĕсем канакан граждансемпе калаçнă, вăрманта кăвайт чĕртсе шашлăк ăшалама юраманнине ăнлантарнă, астумалăх çырнисене /памятка/ валеçсе панă. «Вăрман хуралĕн» ĕçченĕсем тĕрĕслев пĕр маршрутĕнчен теприне куçнă чухне ял-сала çĕрĕ çинчи типĕ курăка вут хыпса илнине асăрханă. Пушарпа кĕрешекен службăн подразделенине вăхăтра пĕлтернĕрен çулăм вăй илсе малалла алхасайман.
Çакнашкал профилактика мероприятийĕсем хальхи вăхăтра малалла пыраççĕ. Атăл леш енчи вăрмансене виçĕ маршрутпа хураллаççĕ, вĕсен тăршшĕ — 85 километр. Вăрмансене тĕрĕслес ĕçе кашни канмалли кунах йĕркелеççĕ. Унсăрăн май килмест, мĕншĕн тесен нумайăшĕ çанталăк ăшă та хĕвеллĕ тăнипе усă курса вăхăтне лайăх канса ирттересшĕн. Чылайăшĕ вăрмана кайса уçă сывлăшпа киленме, шашлăк хатĕрлесе çиме тăрăшать. Анчах пушара хирĕçле режим вăхăтĕнче кăвайт чĕртсе какай ăшалама юрамасть çав. Çакăн пирки асăрхаттарса çырнине уçă сывлăшра канакансенчен хăшĕ-пĕри курмăш тăвасшăн. Патшалăх пушар надзорĕн ĕçченĕсем е вăрманçăсем апла тума юраманнине аса илтерсен тавлашакансем те пур. Йĕркене пăхăнманнисен, паллах, штраф тÿлеме тивет.
«РФ Административлă правăна пăсни пирки калакан кодексăн 20.4 статйипе килĕшÿллĕн пушара хирĕçле ятарлă режим вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăссан штрафсем икĕ хут пысăкланаççĕ. Акă граждансене 2 пинрен пуçласа 4 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене — 15-30 пин тенкĕ, уйрăм предпринимательсене 30-40 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 200 пинрен пуçласа 400 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне 21 çынна явап тыттарнă», — пĕлтерчĕç Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче. Малалла вулас...
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.