Комментировать

24 Мая, 2018

Чемпионата халалласа — банкнот

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей банкĕ пуçласа полимерлă 100 тенкĕ хут укçа кăларнă. Кăçалхи Пĕтĕм тĕнчери футбол чемпионатне халалланăскерĕн тиражĕ — 20 миллион экземпляр.
Симĕс-кăвак тĕслĕ банкнот çинчи ÿкерчĕксем футболпа, Раççейпе çыхăннă. Пиччĕн енче мечĕк йăтнă, çĕршывăн паллă футболисчĕ пек пулма ĕмĕтленекен арçын ачана сăнланă. Тÿнтер енче — çĕр чăмăрне палăртакан вĕçекен футбол мечĕкĕ, ун çинче — Раççей картти. Банкнот çине «чирлекенсене» çĕршыв ялавĕн тĕсĕпе ÿкернĕ. Чемпионат матчĕсем иртекен хула ячĕсене те вырнаçтарнă. Ультрафиолет çутăпа унта ăмăртун логотипĕпе эмблемине асăрхама май пур.
Аса илтерер: Пĕтĕм тĕнчери футбол чемпионачĕ çĕртмен 14-15-мĕшĕсенче иртет. Матчсем Мускавра, Питĕрте, Калининградра, Волгоградра, Хусанта, Чулхулара, Самарта, Саранскра, Дон çинчи Ростовра, Екатеринбургра тата Сочире пулĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.