Комментировать

24 Мая, 2018

Чăвашлăх хунавĕ — ÿсекен ăрура

Тăван чĕлхепе пуплекен ача-пăчана куратăн та халăхăмăрăн малашлăхĕ пуррине туятăн. Паллах, малашлăха никĕс хывассишăпах тин кăна тĕнчепе паллашакан, нумайрах та нумайрах пĕлме ăнтăлакан шăпăрланпа мĕнле хутшăннинчен килет. Чăваш Республикин вĕренÿ инсти-тутĕнче çакна пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче унта «Тăван чĕлхе — ăс-хакăл мулĕ» фестиваль иртнĕ. Çав шайрах шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсене çÿрекен ачасен 2018 çулхи «Хунав» республика фестиваль конкурсĕ пулнă. Унта хутшăнакансем институтăн тĕрлĕ пÿлĕмĕнче «Илемлĕ чăваш юрри», «Асамлă юмах тĕнчи», «Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацисенче тупăшнă.
Кашни номинацире ачасен ĕçне сумлă жюри хакланă. Вĕсен хушшинче — Альбина Юрату поэтесса, халăх артистки Лидия Попова, Тамара Ишмуратовăпа Аида юрăçсем.
«Хунав» республика фестиваль конкурсĕ нарăс уйăхĕнчех пуçланнă. Ака уйăхĕнче районсенче пĕрремĕш тапхăр иртнĕ. Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче вара районсенчи çĕнтерÿçĕсем республика шайĕнче тупăшнă. Конкурса 50 ача ытла хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсем: Шупашкарти 182-мĕш ача сачĕн ушкăнĕ, Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал шкулĕнчи Лев Лубошнов, Шупашкарти 7-мĕш ача садĕнчи «Çăлтăр ушкăнĕ».
«Хунав» конкурс республикăра пĕрремĕш хут иртмест, вăл 3-4 çул каяллах пуçланнă. Тĕп тĕллевĕ ача садне çÿрекенсене чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси, тăван чĕлхепе пĕчĕкренех калаçма хăнăхтарасси.
— Пĕчĕк ачасене эпир пурне те юратса пăхатпăр, çавăнпа та вĕсем хăйсене кăтартма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасен ăсталăхне хаклакансем: «Хăшне- пĕрне паянах театра яма юрать. Юррисене куçран пăхсах шăрантараççĕ», — терĕç. Ытти конкурсра хутшăнакансен 25 процентне Хисеп хучĕпе чыслаççĕ пулсан эпир, пурне те тытса юратас килнипе, 50 процент таранах паратпăр. Мĕншĕн тесен пултарулли питĕ нумай, ачасем тăрăшсах ĕçлеççĕ. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат, ручка, закладка парса тухнă. Ăмăрту вĕçленсен вĕсене ача-пăча кĕнеки парнелерĕмĕр, ытларах — Альбина Юрату поэтессăнне. Ÿкерчĕклĕ кĕнекесемшĕн ачасем уйрăмах савăнаççĕ, — пĕлтерчĕ Инесса Ядранская, наци вĕренÿ центрĕн ертÿçи. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.