Комментировать

6 Июн, 2018

«Йăнăша мăнуксемпе тÿрлететĕп»

Вăрнар районĕнче аслă çулпа иртсе пынă май хирте тăрăшсах ĕçлекенсене асăрхарăмăр. Çĕньял Хапăсри Алексей Игнатьев фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем иккен. Кĕçех Алексей Яковлевич та машинăпа çитсе чарăнчĕ — акаçăсем валли кăнтăрлахи апат илсе килчĕ. Валерий Гаврилов, Сергей Краснов, Сергейпе Артемий Клементьевсем вăхăтлăха канма ларчĕç. Сергей Клементьев механизатор çĕр ĕçне ывăлне те явăçтарнă. «Унсăр кахалланса каяççĕ. Çăкăр мĕнрен пулнине пĕлмеççĕ. Ывăлсене пурне те ака-сухана илсе тухнă. Халĕ кĕçĕннине черет çитрĕ», — терĕ вăл. «Тĕрĕс, эпĕ ав, ывăл-хĕре фермер хуçалăхне ытлах явăçтармарăм. Халĕ мăнуксемпе йăнăша тÿрлететĕп», — хушса хучĕ Алексей Игнатьев.
90-мĕш çулсенче Чăваш Енре фермер юхăмне йĕркелесе яракансенчен пĕри вăл. Çак тапхăрта ирĕклĕ çĕр çукран кашни гектарĕшĕн чупма тивнĕ унăн. Халĕ усă куракан çĕр 600 гектара яхăн. Техника паркĕ те пуян. Хастар çын ăна типтерлĕ тытать, юсасах тăрать. Кăçал акă кивĕ сеялкăна хăех юсаса çĕнетнĕ. «Туса илнĕ продукцин хакĕ çукки тарăхтарать, — канăç паман ыйтăва хускатрĕ вăл тÿрех. — Аптăранипе тем те акса-лартса пăхатпăр ĕнтĕ. Ку лаптăкра горчица пулĕ».
Ферма тума палăртнă вăл. Никĕсĕ те хатĕр. Анчах укçа тĕлĕшпе хĕсĕкрен ĕçе ниепле вĕçне çитереймест-мĕн. «Тарăхнипе вите тума пуçтарнă укçапа пысăк джип туянтăм. Халĕ унпа тырă, вăрлăх, ытти груз турттаратăп, — терĕ фермер. — Сĕт хакĕ ÿссен фермине те туса пĕтеретĕпех». Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.