Комментировать

10 Июн, 2018

Манас марччĕ иртнине, несĕлсен пуянлăхне!

Чăвашсемшĕн Акатуй сумлăх, чыслăх çулсерен! Икĕ пин те пуль çак туй пирĕн пурнăç йĕркинче!

Çапла каласа хавхаланатпăр, мăнаçланатпăр эпир хамăрăн авалхи уявпа — Акатуйпа. Ака ĕçĕсем хыçа юлчĕç, çĕр канать, вăй илсе çĕнĕ тухăç парнелеме хатĕрленет. Çак самантра ял çынни канать, савăнать, çĕрпе сухапуç туйне кĕрлеттерет. Паян-ыран Чăваш Енри районсенче Акатуйсем питĕ йышлă иртеççĕ.

Вĕсенчен пĕрне — Вăрнар районĕнчине — çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, официаллă ытти çынсем хутшăнчĕç. Çанталăк пит ăшах мар пулсан та, районти культурăпа кану паркĕнче халăх питĕ йышлă. Ал ăстисен куравĕсем, суту-илÿ речĕсем, районти халăх пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташши пурне те хăйсем патне туртрĕç. Уяв хăнисем вĕсемпе паллашнă хыççăн тĕп сцена умне пухăнчĕç, мероприятин тĕп пайĕ пуçланчĕ. Михаил Игнатьев Вăрнар район ĕçченĕсене çурхи ĕçсене вĕçленĕ ятпа саламларĕ, телей, ырлăх, сывлăх, тулăх тырă-пулă туса илме сунчĕ. Ĕçре палăрнисене наградăсем пачĕ. Вырăнти Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçекенсем те пулчĕç. Ун хыççăн юрă-кĕвĕ хуçаланма пуçларĕ. Спорт лапамĕсенче ял пăхаттирĕсем вăй виçрĕç, Акатуй парнине тивĕçме тăрăшрĕç.

 

 

Рубрика: