Комментировать

12 Июн, 2018

Спортсменсене çанталăк та хăратмарĕ

Паян Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре шăчăпа сикес енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусем иртрĕç: пирĕн çĕршыв историйĕнче пĕрремĕш хут – стадион тулашĕнче.

ЧР Спорт министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх – çакнашкал яланхи пек мар ăмăртусене Шупашкарта йĕркелес шухăш 2015 çултах, çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионатне ирттернĕ чухне, çуралнă. Ун чухне паллă турнира стадионта мар, Шупашкарăн тĕп тÿремĕнче уçнă. Ку мероприятие хула çыннисем ун чухне питĕ хавхаланса йышăннă.
Чăваш Енре спорт ăмăртăвĕсене çÿллĕ шайра ирттернине, кунта пурăнакансем атлетсене питĕ хавхалантарма пĕлнине шута илсех ĕнтĕ Раççейри шăчăпа сикекен паллă спортсменсем Шупашкара килнĕ: спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Анжелика Сидорова, тĕнче класлă спорт мастерĕсем Ангелина Краснова, Тимур Моргунов, Дмитрий Желябин тата ыттисем.
Мероприятие килнисем çĕршывăн пĕрлештернĕ командин лидерĕсене питĕ çывăхран курса киленчĕç. Ăмăртусем 5+5 форматпа иртрĕç. Секторта харăсах хĕрарăмсем те, арçынсем те ăмăртрĕç. Куракансем ку формат питĕ кăсăклă пулнине палăртрĕç. Паллă спортсменсем курма килнĕ çынсене хăйсене хавхалантарнăшăн темиçе хут та тав сăмахĕ каларĕç. Вĕсене çиллĕ те ăмăр çанталăк, каярахпа çумăр çума пуçлани те хăратмарĕ.
Шăчăпа сикекен спортсменсене тата çăмăл атлетикăна юратакан çынсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей кунĕпе саламларĕ. “Паян Чăваш çĕрĕ çинче чи вăйлă та хăюллă спортсменсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç”, - терĕ. Турнир çĕнтерÿçисене Михаил Игнатьев тата Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Борзаковский чысларĕç.
Турнир вĕçленсен кăмăл пуррисем пурте спортсменсемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнме тата автограф илме пултарчĕç.
Максим Васильев, ЧПУ студенчĕ:
- Ку ăмăрту мана çамрăклăхпа пысăк ăсталăхăн уявĕ пек туйăнчĕ. Спортсменсем шăчăпа питĕ хитре сикеççĕ, çакна питĕ çывăхран курни питĕ вăйлă. Шутласа пăхăр-ха: 5 тата 6 метра яхăн çÿллĕшне сикеççĕ вĕт-ха! Вĕсене курса хам вĕçсе каяссăнах туйăнать. Пĕтĕмлетсе каласан – чунра калама çук ырă туйăмсем хуçаланаççĕ.
 

Рубрика: 
Теги: