Комментировать

23 Июн, 2018

Ĕмĕр тăршшĕпех хĕрлĕхне çухатман

Ун чухне, 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни çинчен хыпар çĕршывĕпех çиçĕм хăвăртлăхĕпе сарăлнă. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелте пурăнакан Людмила Белова йывăр çав вăхăта хăй чăтса ирттернĕ. 15-ри хĕре «Пăхаттир» хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе явăçтарнă. Атăл леш енне торф кăларма кайни, çĕр пÿртре пурăнни, йĕпеннĕ тăлана кăвайт патĕнче типĕтни яланлăхах унăн асĕнче юлнă. Вăрçа тухса кайнисенчен нумайăшĕ тăван тăрăха таврăнайман.
92 çула çитнĕскерĕн пурнăçĕ çăмăл килмен. 18 çул каялла курми пулнă вăл. Тĕнче хура чатăрпа хуплансан та хăй тĕллĕнех пÿртрен картишне, урама тухма хăнăхнă хĕрарăм. Людмила Михайловна тăванĕсем пăрахманшăн савăнать. Ватă çыннăн сывлăхĕ хавшасан йăмăкĕн ывăлĕ Леонид Александрович ăна пăхмашкăн Çĕнĕ Шупашкартан яла куçнă.
«Эпĕ питĕ пĕчĕк виçеллĕ çуралнă. Кушак çури пысăкăш пепке халь-халь вилессĕн туйăннă ĕнтĕ. Çавăнпах мана çийĕнчех тĕне кĕртнĕ. Эпĕ 7 çула çитсен атте çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Вăрçăра мар, килте чунĕ тухнă унăн, çавăнпах пире, ачисене, ялта питех хисеплемен», — тет хĕрарăм.
Çапах ĕçрен хăраманнипе хисеп çĕнсе илнĕ вăл. Хăйĕн ĕмĕрĕнче кантурта тирпейлÿçĕре, ял хуçалăхĕнче бригадăра вăй хунă çаврăнăçуллăскер.
«Ача çуратмалла пулнă санăн», — ăса вĕрентеççĕ мана. Çамрăк чухне йăмăксене, вĕсен ачисене намăс кăтартасран шикленнĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ каччăсемпе çÿресе курман. Анне усал шухăшлă çамрăксенчен хытă сыхланă мана. «Эпир арçын хÿтлĕхĕнче пурăнмастпăр. Каччăсемпе ан калаç, вĕсем мăшкăлласа хăварĕç», — вĕрентетчĕ çывăх çыннăм. Паллах, вăл каланине ăша хывнă, унăн сăмахĕнчен иртеймен», — аса илĕвĕнче иртнине таврăнать Людмила Михайловна.
Хăй каланă тăрăх, арçынпа пĕр вырăн çине выртса курман, хĕрлĕхне çухатман. Çапах халĕ çемье çавăрманшăн, ача çуратманшăн ÿкĕннине пытармасть вăл. Амăшĕн сăмахне пула хĕрарăм тивĕçне пурăçлайманни шухăшлаттарать арçынпа çывăхланмасăр ĕмĕрленĕскерне.
Авланнă арçынсем алăкран килсе шакканă, анчах пĕрне те киле кĕртмен вăл.
Пĕррехинче пĕр пуçлăх, юнашар ялта тĕпленнĕскер, унпа çĕр каçма шухăш тытнă. «Виçĕ хутчен килчĕ. Алăка уçманнине кура каялла çаврăнса кайрĕ. Çывăрать терĕ пуль. Эпĕ ун чухне чалкăм куç хупман», — каласа кăтартать хĕрарăм. Çав самантрах унăн пичĕ кулăпа çуталать. «Эх, кĕртмелле пулнă. Пуçлăхпа çывăрсан ăслă-тăнлă ача çуралатчĕ ĕнтĕ», — шÿтлесе те илет вăл.
Ял администрацийĕнче тирпейлÿçĕре ĕçленĕ вăхăтра килен-каян та çыпăçнă ун çумне. Çапах ят каясран арçынсене яхăнне те яман вăл.
«Ĕлĕк ĕçленĕ чухне какай çисе курман. Халĕ ним тумасан та аш çитереççĕ», — вăхăт улшăннине палăртса сăмахлать Людмила Михайловна. Çĕрĕк çĕр улми çинине аса илсен пичĕ çинчи кулă çухалать унăн.
Халĕ те ĕçлес килнине калать вăл. Малтанхи пекех выльăх-чĕрлĕх тытĕччĕ, пахчара кунĕпех тăрмашĕччĕ те хĕрарăм...
Людмила Белова радио итлеме кăмăллать. Çавна май хыпар-хăнарпа вăхăтра паллашать вăл.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.