Комментировать

23 Июн, 2018

Трактористсене шкулта вĕрентеттĕмĕр

Эпир Людмила Петровăпа пĕр вăхăтра ĕçленĕ. Вăл пире кăткăс тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшса пынă.
Элĕк районĕнчи Тавăтри вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсем валли професси илмелли ушкăнсем йĕркелерĕмĕр. Çавна май шкултан вĕренсе тухакан арçын ачасем аттестатпа пĕрле тракторпа ĕçлеме пĕлни çинчен документ шкултах илме пуçларĕç. Ку енĕпе вĕрентÿ пайĕн инспекторĕ Людмила Ивановна яваплăччĕ. Вăл вăхăтра эпĕ ял хуçалăх техникин мастерĕсен методика пĕрлешĕвне ертсе пыраттăм. 1980 çулта хамăр шкулта Владимир Трифонов мастерпа, аслă классенче вĕренекенсемпе пĕрле механизаци пÿлĕмне уçрăмăр. Пирĕн ĕçпе паллашмашкăн Чăваш АССР çут ĕç министрĕ Владимир Мидуков, телекурав, хаçат журналисчĕсем килчĕç.
24 çул хушшинче 610 тракторист хатĕрленĕ, кăткăслăх сиксе тухсанах районти вĕрентÿ пайĕн инспекторĕнчен канаш ыйтнă. Паянхи кун та çакăнти механизаци пÿлĕмĕнче шкул ачисемсĕр пуçне тĕрлĕ ялти çамрăксем те тракторист специальноçне алла илеççĕ.
Людмила Краснова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ çемьере пĕртен-пĕр ача пулнă. Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ ăна тухтăр ĕçне суйлама сĕннĕ. Анчах çамрăк Шупашкарти химипе механика техникумне вĕренме кĕнĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 5-мĕш курс студенткине Улатăр районне практикăна янă. Шăпах çавăн чухне Атратьри вăтам шкула районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, инспекторсем тĕрĕслевпе çитнĕ. Пулас учителĕн урокĕ килĕшнĕ вĕсене. Çавăнпах çамрăка района ĕçлеме килмешкĕн ыйтнă.
Ашшĕпе амăшĕн, паллах, пĕр хĕрне аякка ярас килмен. Аслă шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе пыраканскерне хăйне ĕç вырăнĕ суйламашкăн ирĕк панă. Çавна май Людмила Ивановна Элĕк районĕнчи Шĕмшешре ĕçлеме пуçланă. Район центрĕнчен ĕçе куллен 18 çухрăмри шкула утнă вĕрентекен. Килте ăна мăшăрĕпе тĕпренчĕкĕ кĕтнĕ.
Шкул директорĕ Алексей Прокопьев, хими учителĕ Галина Петрова, математика вĕрентекенĕ Зинаида Сергеева, вырăс чĕлхипе литература учителĕ Наталия Атюкина ĕçре пулăшса-хавхалантарса пынă ăна.
Каярах Йăлкăшри тулли мар вăтам шкулта биологипе хими учителĕнче, вĕрентÿ пайĕн инспекторĕнче, методика пÿлĕмĕн пуçлăхĕнче тăрăшать вăл. Людмила Ивановна çине тăнине районти вĕрентÿ пайне «ГАЗель» микроавтобус уйăрса параççĕ. Учительсем конференцисене, семинарсене, фестивальсене çăмăллăнах тухса çÿреме пуçлаççĕ. Шкул автобусĕсем илсе килни, классене компьютерпа тивĕçтерни, газ хуранĕсем вырнаçтарни — çак самантсем унăн асĕнче çырăнса юлнă.
Людмила Петрова «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Унăн методика ĕçĕсемпе ыттисем те усă кураççĕ.
Владимир ЕГОРОВ.
Элĕк районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.