Комментировать

25 Июн, 2018

«Ĕмĕрсем хушшинчи йĕрсем»

Повеç сыпăк.

Пинерпи
Явăш хуçан кĕçĕн ывăлĕ Илепет, Пăлхарта çуралнăскер, çĕнĕ çĕрсем çинче, Çĕнĕ Явăшра, ÿссе çитĕннĕ. Яштака пÿллĕ чипер каччă вăл. Ар шутне кĕрсе пырать. Вулама, çырма ачаранах вĕреннĕ. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçма пĕлет. Явăш кнеç, утлă çар пуçлăхĕ, Пăлхар патшалăхĕн тăшманĕсемпе нумай çул çапăçса палăрнă. Ывăлĕсене те çамрăклах алла хĕç-пăшал тытса çапăçма вĕрентнĕ. Тĕрлĕ тытăçăва, вăрçа пĕрле илсе çÿренĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хăнăхтарнă. Ывăлĕ ашшĕн шанчăклă хуралçи пулнă. Çĕнĕ çĕрсем çинче те чи кăлтăклă ĕçсене пурнăçланă. Ывăлĕсене шаннă кил пуçĕ. Ашшĕ хушнипе юлашки вăхăтра Илепет ытларах амăшĕ çумĕнче. Каçсерен çамрăксемпе вăйăра. Юрлама, ташлама ăста. Ял хĕрĕсем ун çине ăмсанса пăхнă. Çывăх тусĕ — Исампай-сунарçă. Иккĕшĕ те ухутана çÿреме хапăл. Явăш хуçапа мăшăрĕ ывăлĕ валли унран шанчăклăрах юлташ тупма шухăшламан та.
Исампай Илепетрен темиçе çул аслăрах. Ухутана ашшĕпе ачаранах çÿренĕ. Ăста сунарçă. Тусне, Илепете, сунар вăрттăнлăхĕсене хăнăхтарнă: чăтлăх вăрмансенче çÿреме, ухăран тĕл пеме, пуртăпа, çĕçĕпе усă курма... Упа, кашкăр тытма вĕрентнĕ. Сунарта иккĕн çÿреме шанчăклăрах. Вăрманта тĕрлĕ паллăсемпе тĕрĕс çул тупма пĕлнĕ. Çĕрле çăлтăрсем тăрăх палăртнă çĕре тухма хăнăхнă. Сулăсем туса юхан шывсем тăрăх ишнĕ. Палăртнă вырăна тухма вĕреннĕ, хĕлле юр çинче йĕр тăрăх чĕр чунсене шыранă. Лайăх сунарçă пулма çăмăлах мар иккен. Вăрçăри пекех асăрхануллă пулмалла.
Икĕ тус сунара кайсан виçĕ-тăватă кун киле таврăнмасăр çÿренĕ. Таврăнсанах хуçа вĕсене хăй патне чĕннĕ. Ăçта çитсе мĕн курни çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ. Хут çине çырса пынă, ÿкернĕ. Ку таврара çынсем пурăнакан вырăнсене палăртнă: хăш енчи халăх, мĕнле чĕлхепе калаçаççĕ? Вĕсен пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне тĕпченĕ. Çулсем пур-и, çук-и? Вăрă-хурахсем çинчен мĕн калаççĕ? Илтĕнкелет-ха вĕсем иртĕхни. Таврара çулăм-кăвар ялкăшни те пулкалать. Явăш хуçан утлă хуралçисем — тĕкĕрçĕсем — яланах сыхă тăнă.
— Çамрăксем, эсир ирĕкре те ирĕкре. Килте пулманпа пĕрех. Хамăр ялтисем анчах мар, таврари ялсенчи чипер хĕрсем те сире куç илмесĕр сăнаççĕ. Иксĕр сунартан таврăнасса кĕтеççĕ. Чĕрисене çунтараççĕ. Килте лăпланса пурăнма шухăш çук-и? Çуллахи ăшă каçсенче улаха, вăййа тухса курмалла мар-и сирĕн, каччăсем? Ватта та юлма пултаратăр. Йÿтенĕ хусахсене кам хĕрĕ юраттăр, — терĕ пĕррехинче амăшĕ.
— Ĕлкĕрĕпĕр-ха. Вĕсем нумайăн, эпир — иккĕн çеç. Пире валли тата çамрăкраххисем, илемлĕреххисем çитĕнеççĕ, — йĕкĕтсен хуравĕ çапларах пулчĕ.
— Чăн та, амăшĕ тĕрĕс калать. Мăшăрăм, иксĕмĕрĕн кин шырама каймалла мар-ши? Авлантарас иккĕшне те. Тăвансем туйра савăнччăр, — тет ашшĕ, мăшăрĕн хутне кĕрсе.
— Ан чăрманăр. Хамăрах тупăпăр. Сунарçăсен куçĕсем çивĕч, аякранах кураççĕ. Вăрман пирĕштийĕсене, чи хитрисене тупса çавăтса килĕпĕр. Мĕнле, Исампай, килĕшрĕмĕр-и? — терĕ Илепет тусĕ çине пăхса, куçне хĕссе.
— Йывăр ĕçех мар, капкăнсем лартмалла çеç, — терĕ Исампай, шăлне йĕрсе.
— Кÿлĕсенче пирĕштисем курнине калаççĕ. Астăвăр, хăвăра пĕрле туртса ан кĕччĕр, — терĕ амăшĕ.
— Шÿтлеме пĕлетĕр-ха, ĕçĕ патне çитсен мĕн калăр, курăпăр, — хушса хучĕ ашшĕ.
— Эпир айван йышшисем мар-ха. Хамăр ĕçе пĕлетпĕр. Ыранах çула тухма пултаратпăр. Çапла-и, Илепет?
— Итлĕр-ха, каччăсем. Улăхра хĕрсем мĕнле хитре юрлаççĕ! Тен, ниçта та кайма кирлĕ мар. Турă çырни кунтах çÿрет пуль?
— Хамăн пĕрле пырас мар-и? — терĕ ашшĕ.
— Хуçана курсанах вĕсем хăраса тарса пытанаççĕ. Ан чăрманăр. Эпир хамăрах, — терĕç те каччăсем килтен хăвăрт тухса вĕçтерчĕç.
Илемлĕ каç. Çăлтăрсем йăлтăртатаççĕ, илĕртеççĕ. Шăпчăксем кĕвĕ шăрантараççĕ. Вăйă картинчи çамрăксемпе ăмăртаççĕ тейĕн. Юнашарта — хыр вăрманĕ. Сиплĕ те уçă сывлăш кăмăла уçать.
— Кайрăмăр-и? Çитсе курар. Санăн кĕтсе те ывăнчĕ пулĕ. Пăрахса кĕме те пултарать, — тусне айккинчен тĕксе илчĕ Илепет.
— Вăйăра пулмасан та тăкăрлăкра, хамăр вырăнта, кĕтсе тăратех, — терĕ Исампай.
Каччăсем вăйă картине çитнĕ тĕле юрă-кулă çĕнелсе-вăйланса çеç пычĕ. Çамрăксем карталанса çаврăнса, юрласа утаççĕ. Пĕр-пĕрне тытмалла выляççĕ. Улăх çамрăксен сассипе янраса çеç тăрать.
Илепетпе Исампай çитсенех хĕрсем каччăсене тÿрех вăйă картине туртса кĕчĕç. Çĕнĕ юрă пуçламасан ямастпăр, терĕç.
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.