Комментировать

30 Июн, 2018

Шурă акăш хура курак пулмастех…

«Шăмат кун каçхине хăна­на­ çитĕр!», «Туя пырăр!», — йыхравлаççĕ хăнасене Санюкпа /ЧР халăх артистки Валентина Иванова/ Ануш /РСФСР, ЧАССР халăх артистки Нина Яковлева/. Анчах та уяв пулмасса пĕлмеççĕ-ха вĕсем…
«Шăмат кун каçхине» камит вĕçленет çапла. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче куракан умне çĕнĕ ĕç кăларчĕ. Кăркăс драматургĕн Мар Байджиевăн пьесине чăвашла Порфирий Афанасьев куçарнă. Унăн режиссерĕ — Василий Иванов. Çамрăк артистăн ку тивĕçри иккĕмĕш ĕçĕ вăл. Паянхи пурнăçри питех те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă унта. Çавăнпах та камит пулин те спектакль тарăн шухăша ярать.
Укçа… Мĕншĕн ытла та пуç пулса пырать-ши вăл пирĕн пурнăçра? Мул тесен шапа та урине тăсать теççĕ. Çав вăхăтрах пирĕн хушăра чун тасалăхне, ырă шухăш-кăмăла çухатман, тĕрĕслĕхшĕн çунакан çынсем те пур-ха. Шăпах çакнашкал çын та Кĕркури. ЧР халăх артисчĕ Сергей Иванов калăпланă сăнар совеçе çухатма юраманни, çын умĕнче намăсланма пĕлмелли çинчен çине-çинех аса илтерет. Анчах ăна та тĕрĕс çул çинчен пăрма хăтланаççĕ. Никам та мар — чи çывăх тăванĕсем. Унран та ытла — ывăлĕ Арсени /Григорий Федоров/. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе ашшĕ-амăшне савăнтарнăскерĕн, философ пулма ăнтăлаканскерĕн тавра курăмĕ хăйне евĕр çав. Укçа тупас тесе ашшĕне сусăр пулнăран панă автомашинăна сутма та /тĕрĕсрех, суттарма/, вĕрентекенре тăрăшакан арçынна «3» палла укçалла «5» туса хума ÿкĕтлеме те именмест вăл. Кил хуçи кунпа килĕшменрен кĕçĕннин хура чунĕ палăрать те. «Эпĕ саншăн тăван мар ывăл пулни акă ăçта палăрчĕ», — сăмахĕпе чун-чĕрене тирет вăл ывăлĕшĕн тем тума та хатĕр ашшĕне…
Кун чухлĕ укçа мĕн тума кирлĕ-ха çемьене? Ара, Арсен хĕр илсе килнĕ-çке. Авланасшăн. Хăта-тăхлачă вара «çынран пĕрре те кая мар» пуласшăн. Уява кафере, ĕçме-çимепе авăнса тăракан сĕтел хушшинче, йышлă хăна пухса ирттересшĕн. 500 тенкĕрен хаклăрах кĕпе тăхăнса курман пулин те мухтанасшăн апăршасем! Чаплă парне ыйтаççĕ тата. Хĕрне тăхăр уйăх чĕре айĕнче йăтса çÿренĕшĕн, 18 çула çитиччен ÿстернĕшĕн çапла хаклашать Кĕтерук /ЧР тава тивĕçлĕ артистки Александра Зайцева/. Тăкакне каччă ашшĕ-амăшĕн саплаштармалла иккен. Туянаканĕсем вĕсем-çке… Эх, хаклашаççĕ те! Икĕ пăру, тăватă така, хур-кăвакал, кăркка, чăххи-чĕппи, фляги-флягипе ĕçми-çими… Мĕн кăна кирлĕ мар иккен чаплă туй тума!
Анчах Асель /Светлана Лукиянова/ мăшăр тума суйланă каччăпа туйчченех уйрăлнинчен ырăраххи нимĕн те çуккине ăнланать. Епле пурăнмалла-ха унпа, чыс-хисепе çухатнăскерпе? «Пĕтĕм шур акăш хура курак пулса тăрсан мĕн кĕтетчĕ-ши пире?» — тет вăл Кĕркурие кăмăл-сипет пирки шухăшланă май.
Спектакле ЧР халăх артистки Валентина Иванова, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеев та хутшăнаççĕ.
Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш академи драма театрĕ «Вĕри юнлă çемçе чун» /Константин Иванов/ спектакльпе 100-мĕш сезонне вĕçлерĕ.
Татьяна НАУМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.