Комментировать

12 Июл, 2018

Питравра Уй кунĕ иртрĕ

Уй кунне маларах республикăри тĕрлĕ хуçалăхра ирттернĕ. 2016 çултанпа асăннă уява Çĕрпÿ районĕнчи Чăваш ял хуçалăхĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн уй-хирĕнче йĕркелеççĕ. Кăçалхи Уй кунĕ Питравпа тĕл килчĕ.

Уяв умĕн асăннă районти Михайловкăри культура çуртĕнче утçи ĕçĕ-хĕлĕ, вырмана еплерех хатĕрленни пирки канашлу иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, патшалăх пулăшăвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ.

«Уй кунĕ — 2018» уява Раççей регионĕнчен тата хамăр республикăран 40 ытла организаци хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен 23 поставщик-организаци энерги ресурсне перекетлекен хăватлă техникăсем тăратнă. Вĕсемсĕр пуçне курава çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен удобрени, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем те пур.

Республика ертÿçи сумлă мероприятие уçнă хыççăн хăнасем хăватлă техникăпа паллашрĕç, опыт ирттерекен лаптăкра тĕрлĕ культура çитĕннине курса савăнчĕç.

Кăçал Уй кунĕнче ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе фермерсем малтанхи хут агрономи олимпиадине хутшăнаççĕ.

Петр ЯЛУКОВ, Патăрьел районĕнчи «Батыревский» пĕрлешĕвĕн ертÿçи:

— Уй кунне çулсеренех хутшăнатăп. Кунта хуçалăх ертÿçисемпе курса калаçма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май пур. Çавăн пекех хăватлă техника туянма та. Паян шăпах эпир «Десна-Полесье» комбайн илтĕмĕр. Техникăна пуянлатсах тăмалла. Ман шутпа, 8 çулхи техника уй-хирте пулмалла мар. Эпир киввисене сутрăмăр. Вĕсен вырăнне уй-хире çĕннисем тухĕç. 1000 гектар лаптăка виçĕ комбайн çителĕклĕ.

 

Теги: