Комментировать

18 Июл, 2018

Анфиса

Чăн пурнăçран

1942 çул. Вăрçă пуçланни иккĕмĕш çула кайрĕ ĕнтĕ. Хурлăхлă хыпарсем çитсех тăраççĕ. Почтальона та йывăр тивет. Вилни çинчен пĕлтерекен çырăва та памаллах вĕт-ха. Вăл урампа пынине курсан ачасем чупсах пыраççĕ, ашшĕ çырăвне кĕтеççĕ. Амăшĕсем вара шикленÿллĕн пăхса тăраççĕ. Тепĕр чух вĕсене почтальон чарăнмасăр иртсе кайни те çăмăллăх пек туйăнать.
Ялта та хăйне майлă çивĕч кĕрешÿ пырать — фронта пулăшасси. Пĕр çын та ĕçсĕр лармасть, тем тăвакан та кирлĕ. Чи пахи, паллах, апат-çимĕç туса илесси. Çара тăрантармалла вĕт-ха.
Хула та ырми-канми тăрăшать. Канашри вакун юсакан завод вара виçĕ сменăпа ĕçлет. Пĕтĕм хула çавăнта вăй хурать тейĕн. Çĕмĕрĕлнĕ вакунĕсем килсех тăраççĕ, завод çывăхĕнчи чугун çул юпписем тулса ларнă, ĕлкĕр кăна юсама.
Анфиса яланхи пекех пиллĕкре вăранчĕ те хăвăрт çырткаласа илсен станцие васкарĕ. Поезд патне тухакансем татах та пур, юнашар ялсенчен те чылаййăн. Ытларах — хĕрарăмсемпе çамрăксем. Арçынсенчен иккĕшĕ çарти евĕр ятарлă тумпа, станцинче ĕçлекенсем пулас. Вĕсем те çав тери яваплă çĕрте, фронта мĕн кирлине вăхăтра çитермелле.
Вăрçă виçипе пăхсан пĕлтерĕшсĕр, явапсăр ĕç çук та тейĕн. Анфиса ав хула хĕрринчи пысăк пахчара вăй хурать, вакун юсакансем валли пахча çимĕç ÿстермелле. Йăрансем тумалла, акмалла, лартмалла, шăвармалла, çумламалла… Ĕçĕ тупăнсах тăрать, çум курăкĕ те ытла чăрсăр, пĕр йăранне тасатса пĕтернĕ çĕре тепĕр йăранĕнче сиксе тухать. Йытпыршинчен вара çăлăнăç çуках. Тымарĕ питĕ тарăн теççĕ, пĕр метр таранах.
Таçта та туртăм вăйĕ сисĕнет, çынсем хушшинче — пушшех. Пĕр ялтисем-и, пĕр çултисем-и, пĕрлерех пулма тăрăшаççĕ. Вун çиччĕри Анфиса валли те икĕ хĕрача пур, урăх ялтан, халĕ туссем тесен те юрать ĕнтĕ. Хăш-пĕр вăрттăнлăхсене пытармасăр, пĕрне-пĕри шансах калаçнă. Шÿтлесси те, юрласа илесси те пĕрлех. Ун пек чух ĕç те кал-кал пырать: бригадирĕ вара тĕрĕслесех тăрать, мĕнлерех тумаллине кăтартса хăварать те ыттисем патне каять. Тĕрĕс ĕçлесен тухăçлăрах пулать тет. Кăнтăр апатне те кунтах пĕçереççĕ. Ĕçлекенсем чылаййăн вĕт. Арçынсенчен хулари ватă трактористпа çамрăк ача кăна. Каччă тесен те юрать ĕнтĕ. Сăнран пăхсан пĕр вун пиллĕкре пулĕ. Çÿллĕ те хытканрахскер. Апатран пуринчен малтан тухать те хĕрсене инçетрен кĕтсе илсе ăшшăн пăхса ăсатса ярать. Унтан трактор патне, пысăк пичкепе шыв турттарма. Шăвармасăр çимĕç туса илеймĕн. Шывĕ вара Канаша инçетрен çитет. Çавала пĕвеленĕ çĕртен водокачка парса тăрать. Чи малтан — завода, унтан тин – хулана. Шыв çителĕклĕ пулнă тăк Канаш республикăн тĕп хули те пулма пултарнă текен сăмах та çÿрет. Вырăнĕ те меллĕскер мар-и-ха, чугун çулĕ те тăватă еннелле…
Хĕрача паллах, каччă пек мар, сисĕм-туйăм енчен те чылай урăхларах, пуянрах та вăйлăрах. Хăй çине пăхнине çурăмпа та туять пуль. Леш каччă куçĕнчен тухнă асамлă хумсене Анфиса сиснех çав. Хăйĕн те ăшра темле хускану, туртăм пур пек, каччи çамрăкрах пулсан та.
Йăран патне çитсе тăнăччĕ кăна, пĕри каламасăр чăтаймарĕ: «Çав каччă апат çинĕ çĕрте те, кайран та ман çинчен куçне илмест», – терĕ. «Çук, ман çине пăхать вăл», – татса каларĕ тепри. Ак тамаша, виççĕшĕ те пĕр майлă шутлаççĕ иккен. Анфиса çеç нимĕн те шарламарĕ, калаçăва хутшăнас темерĕ. «Тен, эп, чăнах та, йăнăшнă, ахалех хам çине илнĕ», – лăплантарчĕ вăл хăйне, лешсем калаçнине илтес мар тесе йăран вĕçнелле çумласа кайрĕ.
Ĕç вĕçленсен каллех вокзала, Хусана çÿрекен поездпа яла çитмелле. Шала кĕрес темерĕ Анфиса: ытла шавлă вырăн, харкашуллă самантсем те сике-сике тухаççĕ. Вăрçăран аманса таврăннă арçынсене милици те чараймасть. Ирĕксĕрех киревсĕр сăмахпа кăшкăрашнине итлеме тивет. Чуна ыраттарни çеç.
Акă вакунсене лартса пачĕç. Каллех тĕрткелешÿ, маларах кĕрсе вырнаçасшăн васкаççĕ. Анфиса каярах хăпарчĕ те кантăк патне пырса тăчĕ. Поезд кайнăçемĕн пăхса пыма. Тапраннăччĕ кăна, леш каччă перрон çинче тăра парать. Килĕштернĕ хĕре курсан аллине сулса темиçе утăм турĕ те тăрса юлчĕ. Текех нимле вăрттăнлăх та çук. Лешсем ахалех хăй çине илеççĕ. Каччă чĕрине Анфиса хускатнă иккен. Сăлтавĕ те ахальтен мар. Чиперскер вăл, çи-пуçран та тирпейлĕ. Теме пула сăнĕ те урăхларах, украина хĕрĕ тесен те юрать. Пĕр сăмахпа, ял пикиех ĕнтĕ. Хитрине куç куратех çав. Поездран ансан яла çити юнашар утса ăшшăн калаçакансем тупăнсах тăраççĕ те-ха. Анчах вĕсем леш ача сăнарне хĕссе кăлараймаççĕ. Мĕне пула çапла- ши? Анфиса темшĕн çакна тавçăрса илеймест. Мĕнлескер-ши? Ячĕсĕр пуçне /ăна хулари хĕрарăмсем Славик теççĕ/ нимех те паллă мар. Çывăхрах паллашасси шиклентеретех çав. Шыв турттарса килнĕ çĕре те пырса тăма пулать те-ха. Сăмахне мĕнле пуçлăн-ха, вырăсла пĕлнĕ-пĕлмен перкелешни кулăшла сиксе тухмĕ-ши? Тен, çак шухăша ытла тарăн ямалла та мар? Çамрăк вĕт-ха вăл. Хăйĕнчен аслăраххине куратех ĕнтĕ. Çапла шухăшласа пынă май Анфиса кил хапхи умне çитсе тăнине те сисмерĕ. Юрать-ха, амăшĕ сас пачĕ, сурăхсене кĕтÿрен кĕтсе илес тесе тухнă. Путеккисем çухалса кайĕç те — шыраса çÿре вара. Кашкăрсем те йышланса кайнă, чăрсăрскерсене ял çывăхĕнче çÿренине те курнă. Вăрçă сассине пула кунталла тарса килнĕ теççĕ. Ялăн хурлăхлă сасси çумне кашкăр улани хутшăнчĕ. Çамрăклăх илемне те тĕксĕм сăн çапрĕ. Каçхи савăнăçлă вăйă юрри те илтĕнми пулчĕ. Çапах та вăйă вырăнĕ хăй патне туртатех. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.