Комментировать

24 Июл, 2018

Илья Прокопьевăн çутă сăнарне асра тытса

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх тата общество деятелĕ, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Илья Павлович Прокопьев пурăннă çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçаççĕ.
И.П.Прокопьевăн çутă сăнарне халăх асĕнче хăварас тĕллевпе ЧР Пуçлăхĕ нарăс уйăхĕнче указ кăларнăччĕ. Çав документпа килĕшÿллĕн тĕп хулари Ленинград урамĕнчи 26-мĕш çурт çине Асăну хăми вырнаçтарма йышăннă.
Илья Павлович Чăваш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Вăл КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ 1974- 1988 çулсенче Трактор заводне, Шупашкар ГЭСне, Электроаппарат, Чапаев ячĕллĕ, Агрегат завочĕсене, Хими, Пир-авăр комбиначĕсене, ытти пысăк предприятие хута янă. Тĕп хулара çĕнĕ микрорайонсем çĕкленнĕ, хула çыннисене ĕçмелли шывпа тивĕçтерес ыйтăва татса панă. 10-мĕш пилĕк çуллăх планне ăнăçлă тултарнăшăн Шупашкар хулине Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Çав тапхăрта Чăваш Ен тĕп хули Атăл тăрăхĕнчи индустри, ăслăлăх тата культура центрĕ пулса тăнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.