Комментировать

24 Июл, 2018

Елчĕксем вырма пуçланă

Яманчурино» тата «Сатурн» хуçалăхсем утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче, «Прогресра» ĕнер вырмана тухнă.

— Кĕрхи тулла тата ыраша жаткăсемпе пурĕ 100 гектара яхăн выртăмăр, — çирĕплетрĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов.
— Ĕнерхи кун тĕлне 40 гектар выртăмăр, — пĕлтерчĕç «Яманчурино» общество бухгалтерийĕнчен. — Жаткăпа ĕçлекенни — Юрий Сергеев механизатор. Паян Николай Егоров тракторист вырмана пикенет.
Елчĕксен тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене — 21,6 пин, çав шутра кĕрхисене 5,9 пин гектар пухса кĕртмелле. Вĕсене тĕшĕлесе пуçтаракан 77 комбайна, 18 жаткăна ĕçе явăçтараççĕ.
— Ĕççире çанталăк йĕпене каясса шута илсе хуçалăхсем выракан агрегатсене те хире кăларма хатĕрлерĕç, — пĕлтерчĕ П.Тремасов. — Культурăсем пулса çитесси икĕ эрнене тăсăлма пултарать. Çавăнпа маларах вырса, тĕшше хытарса çапатпăр.
Ĕнер районта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çитсе вырман пĕрремĕш кунĕпе паллашнă. Комбайнсене çумăр чăрмантарнă кунсенче жаткăсемпе тухăçлăрах усă курас тата ĕççине вăйлатассипе çыхăннă ытти ыйтăва тишкернĕ.
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.