Комментировать

Ну çак Никита, тĕлĕнтерет тĕк тĕлĕнтерет! Чăваш ялавĕпе тĕнче касса çÿренипе чапа тухнă Никита Тенче нумаях пулмасть кăна хушаматне улăштарнăччĕ... Уйăх каялла вара... ашшĕ пулса тăнă. Кун пирки вăл хăйĕн социаллă страницинче пĕлтернĕ. «Пирĕн юркăнсен ушкăнĕ йышланчĕ. Паллашăр — Аяран е Ая. Тĕрĕк тата чăваш чĕлхисенчен куçарсан тÿпере шăвакан уйăх тенине пĕлтерет. Ахальтен мар эпир хальччен çула тухмарăмăр. Хĕр пĕрчи çут тĕнчене килессе кĕтрĕмĕр», — шăрçаланă каччă. Пĕчĕк Ая ашшĕпе амăшне çуралнă кунĕнчех савăнтарнă, Республика кунĕнче, тÿпене тĕрлĕ тĕслĕ салют капăрлатнă вăхăтра çут тĕнчене килнĕ. Хальлĕхе çамрăк ашшĕпе амăшĕн килте ларма тивет пуль тенĕччĕ. Ăçта унта! Настьăпа Никита велосипедсăр тунсăхланă ахăртнех, пĕрле ярăнмашкăн та ĕлкĕрнĕ. Яш малашне Аяранпа çула тухас тĕллевлĕ-мĕн, велосипед çумне çаклатмалли ача-пăча прицепĕ кăна кирлĕ. «Аечка халех çул çÿреме юратнине палăртать, алă çинче выртма кăмăлламасть. Йăлтах ашшĕ пек!» — хĕр пĕрчине йăтнă сăн ÿкерчĕк айне çырнă çамрăк ашшĕ.
Çул çÿревçĕ авăн уйăхĕнче сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркелеме хатĕрленет. Ÿкерчĕксемсĕр пуçне унта 8 çул хушшинче пухăннă çул çÿреври историсем, тĕл пулнă çынсен калавĕсем, шухăшсем пулĕç. Авăн уйăхĕн варринче «Чăваш çул çÿревçи» фильм премьерине курăпăр.
 

Нина ЦАРЫГИНА.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.